Шупашкарти хӑш-пӗр шкулта ачасем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Мӗншӗнни паллӑ: вырӑн ҫитмест.
Шӑпӑрлансем пӗр сменӑпа кӑна вӗренччӗр тесен 10 пин ытла хушма вырӑн кирлӗ. Ку вара 10 шкулпа танлашать. Паллах, ку ыйтӑва тӳрех татса пама май ҫук. Ҫавна май Шупашкарта ачасем валли кашни ҫулах хушма вырӑнсем тума тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ пӳлӗмсем уҫса, киввисене юсаса ку ыйтӑва майӗпен татса парасшӑн. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗ тӗлне 240 вырӑн йӗркелесшӗн. Кун валли, Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 миллион тенкӗ кирлӗ.
Кунсӑр пуҫне кӑҫал ҫулталӑк вӗҫне хулара 11 спорт лапамӗ хута яма палӑртнӑ. Вӗсенчен 8-шӗнче искуственнӑй сий пулӗ. 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен Тӗнче чемионатне хатӗрленнӗ май «Спортак» стадиона ҫӗнетӗҫ.
«Шупашкар: 500 ҫул» паркра, «Амазония» этнокомплекс хута кайнӑ вырӑнта, ҫуллахи аква-зона тунӑ. Унта бассейнра шыва кӗме май пур.
Паркра тӳрех пилӗк бассейн уҫнӑ: аслисем валли – виҫҫӗ, ача-пӑча валли – иккӗ. Унтах хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм те пур. Бассейнсем ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 10 сехетчен ӗҫлӗҫ.
Аслисен бассейнра шыва кӗрес килсен 200 тенкӗ тӳлемелле. 3 ҫул тултарман ачасем вара тӳлевсӗрех чӑмпӑлтатаяҫҫӗ. Ҫуллахи бассейна кирек кам та кӗме пултарать.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, аква-зонӑна «Этническая Чувашия» инвестици проектне тӗпе хурса хута янӑ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче кам концерт лартӗ? Ҫак кун Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрне чӗнесси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче кам килессине хула ҫыннисем хӑйсем палӑртнӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: сасӑлава онлайн-режимра утӑ уйӑхӗн 25-30-мӗшӗсенче ирттернӗ. Хула ҫыннисене 8 артистран е ушкӑнран пӗрне суйлама ирӗк панӑ: «Серебро», «Иванушки International», «УмаТурман», «Браво», «На-На» ушкӑнсем тата Вера Брежнева, Стас Пьеха, Анита Цой юрӑҫсем.
Сасӑлава 12 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 23 сехет те 59 минутра вӗҫленнӗ. Эппин, Шупашкар хулин уявне кам килесси паллӑ. Хальхинче «Браво» ушкӑн концерт кӑтартӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Наталья Устакишева тӑванӗсемпе пӗр эрне ҫыхӑнӑва тухманран, 39 ҫулти хӗрарӑм машини-качки ҫухалнӑран йӗрке хуралҫисене пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӗпчевҫӗсем ҫын вӗлернӗ тесе шухӑшланӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ача уйлӑхӗнче канакан ывӑлӗ патне кайса килнӗ. Унта вӑл тӗнче тетелӗ урлӑ паллашнӑ арҫынпа кайнӑ.
Темиҫе кунтан право хуралӗ ӗҫченӗсем виҫӗ арҫынпа пӗр хӗрарӑма тытса чарнӑ. Арҫынсенчен пӗри — Тутарстанра пурӑнаканскер, теприсем — Пермь тӑрӑхӗнчен, хӗрарӑм — Шупашкартан. Арҫынсенчен пӗрин ҫумӗнче икӗ тӗрлӗ ҫын пулнине ҫирӗплетекен суя документсем пулнӑ. Ӑна ҫынсене улталанӑшӑн Чӑваш Енри тата Пермь тӑрӑхӗнчи йӗрке хуралҫисем шыранӑ.
Ҫухалнӑ хӗрарӑм машинине Киров облаҫӗнчи Советск хулинчи пасарта тупнӑ. Ӑна виҫӗ хутчен сутма ӗлкӗрнӗ.
Хӗрарӑм виллине Гладков урамӗнче пытарнӑ. Ӑна пӑвса вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать.
Шупашкарта троллейбуссем туянма укҫа ҫук. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ отчет пухӑвӗнче Алексей Ладыков сити-менеджер ҫапла хуравланӑ.
Республикӑн тӗп хулинчи транспорта пуҫӗпех ҫӗнетесшӗннине, ҫавӑн валли ҫӗнӗ троллейбуссем тата халиччен пирӗн регионта пулман электробуссем туянасшӑннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Сити-менеджертан Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев троллейбус управленийӗ 100 миллион тенкӗ ытла парӑмрине кура ҫулталӑкне 25-шер троллейбус епле илейрессипе кӑсӑкланнӑ. Чӑн та, Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче ун пек цифрӑллӑ хыпар вырнаҫтарнӑччӗ.
Алексей Ладыков ыйтӑва тӳрремӗнех хуравламан имӗш. Анчах вӑл хулари пассажир маршручӗсене оптимизацилесен вӑтам тата пысӑк автобуссене ҫула кӑларас шухӑша, ҫавӑн пекех троллейбус туянма хулан укҫа ҫуккине пӗлтернӗ.
Шупашкарта 20 ҫулхи каччӑ усал шухӑшлӑ ҫынна тытса чарма пулӑшнине ЧР Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Пӗтӗмпех утӑ уйӑхӗн 30-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче палламан арҫын хаҫат киоскӗн чӳречине ватнӑ. Усал шухӑшлӑ ҫын сахаллипе ҫырлахнӑ: пирус тата вак-тӗвек илнӗ. Ҫав вӑхӑтра 20 ҫулти Шупашкар каччи ҫывӑхра пулнӑ. Курнине вӑл карас телефонӗпе ӳкерме пуҫласан вӑрӑ-хурах ҫуртсен картишне кӗрсе тарнӑ, вӑрланӑ япалисене унта персе хӑварнӑ.
Курнине каччӑ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Часах вӑрӑна тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласене персе хӑварнӑ ҫурт патне вӑл таврӑннӑ. Ӑна ШӖМӗн уйрӑмне илсе кайнӑ.
Каччӑна йӗрке хуралҫисем гражданла шухӑшне палӑртнӑшӑн чысласшӑн.
Паянпа ыран Атӑл хӗрринчи «Буревестник» кану уйлӑхӗнче радио юратакансен слечӗ иртет. Чӑваш Енӗн Информаци тата массӑлла коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие пӗр-пӗрин опычӗпе паллаштарас, радиоспорта пропагандӑлас, сывӑ пурнӑҫа сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Радиоспорт енӗпе ӑмӑртусем, тренингсем, культура программи пулмалла. Йӗркелӳҫӗсем слет кӑсӑклӑ та асра юлмалла иртессине шантараҫҫӗ.
Слета пуҫтарӑннисенчен чылайӑшӗ радиостанцисемпе кайнӑ. Ӑна илмелли пирки вӗсене малтанах асӑрхаттарса хунӑ.Слета хутшӑнас шухӑшлисе ирхи сакӑр сехетре ҫула тухнӑ. Малтан, ҫавсем ДОСААФӑн регионти уйрӑмӗ патне пуҫтарӑннӑ. Кайран вӗсем Атӑл леш енчи «Буревестник» кану уйлӑхне пӗр шухӑшлӑн ҫул тытнӑ.
Чӑваш Енре республика хыснине улшӑнусем кӗртнӗ, вӗренӳ тата сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗсене 725 миллион тенкӗ хушса панӑ. Ҫакна ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне 434 миллион тенкӗ кайӗ. Унран 154 миллионӑшӗ ядерлӑ медицина центрне хута кайнӑ ҫӗре тӑкакланӗ, 107 миллионӑшӗ – эмел туянма, 98 миллионӑшӗ – техника базине ҫирӗплетме. 52 миллион тенкипе ултӑ медучреждение юсӗҫ. Ытти укҫапа медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянӗҫ. Кунсӑр пуҫне Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ФАП ҫӗклӗҫ.
Вӗренӳ тытӑмне 284 миллион тенкӗ кайӗ. 72 миллион тенки – тӳлевсӗр вӗренӳ валли, 107 миллион тенки – пособисемпе кӗнеке туянма. 16,3 миллион тенкине Шупашкарти «Садовый» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче шкул ҫӗкленӗ ҫӗре инвестици хывӗҫ. 37 миллион тенкипе вӗрентекенсен шалӑвне хӑпартӗҫ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти пӗр пляжра 11 ҫул каялла ҫухалнӑ каччӑпа хӗр виллисене тупнӑ. Вӗсем Атӑлта путнӑ машинӑра пулнӑ.
Ҫамрӑксем 2006 ҫулта ҫухалнӑ. ВАЗ-21099 машинӑна ҫыран хӗррине кӑларсан каччӑпа хӗр виллисене тупнӑ. Салонра 25 ҫулти каччӑн паспортне, водитель удостоверенине, машинӑна регистрациленӗ патшалӑх свидетельствине тупнӑ.
Хальлӗхе машина мӗнле путни, каччӑпа хӗр мӗнле вилни паллӑ мар. Следовательсем ҫакна тӗпчеҫҫӗ.
Машинӑна шывран кӑларнӑ чухне каччӑн ашшӗ-амӑшӗ те пулнӑ. 11 ҫул вӗсем ӑна кӗтсе пурӑннӑ, экстрасенссем патне те кайнӑ. Вӗсенчен пӗри каччӑ хӑйӑрлӑ ҫӗрте шывра выртнине пӗлтернӗ.
Ӗнер Шупашкарти хастар ҫынсем «Ҫӗнтерӳ» паркне илемлетессипе калаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтри хула сӑнне улӑштарма йышӑннӑ муниципалитет программи тӑрӑх пулса пыракан ӗҫе Шупашкар хулин Мускав районӗнчи пуҫлӑхсем, «Чувашгражданпроект» архитекторӗ Елена Зелянина, «Чапаевский» юлташлӑх ертӳҫи Андрей Мякишев тата ыттисем тишкернӗ.
Елена Зелянина парк тытӑмне упраса хӑварассине пӗлтернӗ. Палӑк патӗнчи тӗп ҫула хӗрлӗ тата сӑрӑ бетон плита хурса тухасшӑн. Тенкелсем, прокат павильонӗсем, мобильлӗ туалетсем лартасшӑн, светильниксене улӑштарасшӑн.
Ҫынсен шухӑшне mosk@cap.ru электрон адреспа, ҫырупа (Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 33а ҫурт, 109 пӳлӗмре ӗҫ кунӗсенче 8.00-тан 12.00-ччен тата 13.00-рен 17.00-ччен йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |