Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра хулари маршруткӑсене хупас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Транспорт сетьне оптимизациленӗ май темиҫе маршруткӑна пӗтересшӗн.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ҫак ыйту пирки калаҫнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх хушшинче соцыйтӑм ирттернӗ. Ҫынсем троллейбуссемпе ҫӳреме килӗшнине, маршруткӑсем кӑмӑла кайманнине пӗлтернӗ-мӗн. Ҫавна май тӳре-шара хулари транспорт сетьне улшӑнусем кӗртесшӗн.
Ларура ҫак сӗнӳсене йышӑннӑ:
- 20 маршрута хупмалла, ҫав шутра 10, 14, 16, 18, 21, 24, 34, 36, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссемпе маршруткӑсене.
- 16 автобус тата 2 троллейбус маршрутне улӑштармалла.
- 22-мӗш маршрутлӑ троллейбуса йӗркелесси.
Кунсӑр пуҫне транспортӑн пӗр пайне ҫӗнетесшӗн. Улшӑнусем кӗртесси пирки документа ҫак эрнере пичетлӗҫ, кун хыҫҫӑн сӳтсе явӗҫ.
Полици Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл 7 ҫулти ачасене ашшӗ е амӑшӗпе пӗрле хӑйӗн хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑ.
Полици малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна вӗсем ачана шкула вырнаҫтарма тесе тунӑ. Хӗрарӑмӑн хваттерӗ Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл 2016-2017 ҫулсенче ҫул ҫитмен пилӗк граждана хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑ.
Фиктивлӑ майпа регистраци тунӑшӑн хӗрарӑма явап тыттарасшӑн. Куншӑн 100-500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Е 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑвараҫҫӗ.
Хӗрарӑм пуҫиле ӗҫе уҫма пулӑшсан уголовлӑ яваплӑхран хӑтӑлма пултарать.
Шупашкарта хӑйне евӗр ятлӑ арҫын ача ҫут тӗнчен килнӗ. Ҫак ята ашшӗ-амӑшӗ пама шухӑшланӑ. Благое ятлӑ арҫын ача Шупашкарти Мускав районӗнче ҫуралнӑ.
Благое ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ковач хушаматлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Ашшӗ – ют ҫӗршыв ҫынни, амӑшӗ – Раҫҫей гражданинӗ. Хӑйне евӗр ята шӑпах ашшӗ суйланӑ.
Ачана Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче регистрациленӗ. Унти ӗҫченсен ҫемьене ӑнӑҫу, телей тата сывлӑх суннӑ.
Мускав облаҫӗнчи Железнодорожный хулинче ултӑ ҫулхи арҫын ача машина урапи айне пулса вилнине ҫӗршыври мӗнпур массӑллӑ информаци хатӗрӗ пӗлтерчӗ пулӗ. Ҫул ҫинче ҫӗр тӗрлӗ инкек пулать те, ун пек кашни пӑтӑрмаха хыпарласа пӗтереймӗн. Анчах вӑл тӗслӗхре урама аслашшӗпе уҫӑлма тухнӑ Алеша вилесле ӳсӗр пулнӑ пек пулса тухнӑ. Ку вӑл — экспертиза тӑрӑх. Тӗлӗнтермӗш экспертизӑна ӗненмен ашшӗ-амӑшӗ капла пӗтӗмлетӳпе килӗшме пултарайман. Ҫав вӑхӑтрах экспертсем иккӗмӗш хут та тишкернӗ. Ун чухне те арҫын ача ӳсӗр пулнӑ пек тухнӑ.
Арҫын ача ӳсӗррине палӑртакан экспертиза ирттернӗ Михаил Клейменов Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ иккен, нумай ҫул Шупашкарта ӗҫленӗ. Вӑл хӑйӗн экспертизи тӗрӗссине. йӑнӑшма пултарайманнине телеэкрансем урлӑ темиҫе хут та каларӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав кӗперне шыв юхтарса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑйлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫӗнӗ кӗпер ҫинчи асфальт пӗр ҫӗрте вырӑнтан хускалнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вырӑна хулари тӳре-шара васкаса ҫитнӗ. Пӗр 50 метр тӑршшӗ лаптӑка шывпа мӗншӗн юхтарса кайнине ӑнланас тесе вӗсем оперативлӑ канашлу ирттернӗ.
Кӗперпе ҫыхӑннӑ хыпара халӑх сечӗсенче те сӳтсе явма пуҫланӑ. Ку лару-тӑрура Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов айккинче юлман: Фейсбукра ыйтӑва ӗнерех уҫӑмлатнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, асфальта малтанхи кун ҫеҫ хурса пӗтернӗ. Министр каланӑ тӑрӑх, асфальт киввипе ҫӗннине сыпӑнтарнӑ ҫӗрте хускалнӑ, ҫӗнӗскер хытса ӗлкӗреймен. Ӑна ҫийӗнчех юсанӑ.
Ӗнер Шупашкарти Мускав кӗперне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ҫав шутра республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, депутатсем хутшӑннӑ. Хула ҫыннисем те тухнӑ кӗпер уҫнине пӑхма. Паллӑ пулӑм ячӗпе техника парачӗ те йӗркеленӗ: велосипедистсем, картинг ҫине ларнӑ ҫамрӑксем ҫӗнӗ кӗпер урлӑ каҫнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн строительство техники, троллейбуссем ҫула тухнӑ.
Анчах ҫӗркаҫ Шупашкарта ҫунӑ вӑйлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫӗнӗ кӗпер ҫинчи асфальт пӗр ҫӗрте вырӑнтан хускалнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вырӑна хулари тӳре-шара ҫийӗнчех персе ҫитнӗ. Пӗр 50 метр тӑршшӗ лаптӑка шывпа мӗншӗн юхтарса кайнине ӑнланас тесе вӗсем оперативлӑ канашлу ирттернӗ.
Шупашкарта «Амазони» этнокомплекса тӑвас сӑмах пуҫласа тухнӑранпа вӑхӑт самай иртрӗ. Кайран ӗҫ майӗпен вырӑнтан хускалчӗ. Комплексшӑн яваплисем проектпа федераци программине, «2011-2018 ҫулсенче РФ туризма аталантарасси» ятлине, лекрӗҫ, укҫана унтан та илейрӗҫ. «Шупашкара 500 ҫул» паркра ӗҫ хускални халӗ сисӗнет. Ҫак уйӑхӑн ҫурринче унта журналистсене илсе кайса кӑтартрӗҫ. Вӗсене ытти объектпа пӗрлех амазонкӑсен тӑватӑ кӳлепине вырнаҫтарнине кӑтартнӑччӗ.
Этнопаркри ӗҫсемпе паллашма ҫак кунсенче «Чеб ру» порталти журналистсем те кайнӑ. Вӗсен вичкӗн куҫӗ Халӑх паттӑрӗсен эпосӗнчи сӑнарсен аллейине хытах тишкернӗ. Амазонкӑсенчен пӗри ҫеҫ тухья тата чӑваш тӗрриллӗ тумтир тӑхӑннӑскер иккен. Пӗри аллине амантнӑ ҫын пек тытса тӑнӑн туйӑннӑ, тепри — урасӑр тейӗн...
Шупашкарти троллейбуссенче тӳлевсӗр Wi-Fi ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Ҫыхӑну сферинче ӗҫлекен компанисенчен пӗри ку енӗпе конкурс выляса илнӗ. Ҫавӑ хулари общество вырӑнӗсенче тата троллейбуссенче вай-фай ҫыхӑнупа тивӗҫтерӗ. Оборудование кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Официаллӑ майпа ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хута ярӗҫ.
Транспортра вай-фай ҫыхӑну пулсан ҫамрӑксене илӗртессе шаннине тавҫӑрма йывӑр мар. Ку вара хула администрацийӗшӗн те, Шупашкарти троллейбус управленийӗшӗн те меллӗ. Тӗнче тетелне тухмасӑр май ҫук пек туйӑнакан паянхи саманара ку пулӑшу аслӑрах ӑрурисемшӗн те аван.
Тӳлевсӗр интернет 1, 4, 20, 21-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссенче пулӗ. Унсӑр пуҫне тӳлевсӗр вай-вай вырӑнӗсене Хӗрлӗ лапамра, А. Николаев паркӗнче тата Лакрей вӑрманӗнче ӗҫлеттерсе ярӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Ен Республика кунне паллӑ турӗ. Ун пек чухне тӗрлӗ объект уҫасси йӑлана кӗнӗ темелле. Шупашкарта Мускав кӗперне парадпа уҫрӗҫ. Пӑрачкав районӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫрӗҫ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара кайнӑ вырӑнта ҫӗкленнӗ ҫӗнӗ районта, Ҫӗнӗ хула текенскерте, ӗнер «Новоград» ят панӑ (чӑв. Ҫӗнӗ хула) ача пахчи уҫӑлчӗ. Вӑл ачасене кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче туллин йышӑнма пуҫласса шантараҫҫӗ.
Сӑмах май, маларах Садовӑй микрорайонта уҫнӑ ача пахчине те уҫнӑ чухне «Йӑрӑ ача» тесе пысӑк саспаллисемпе ҫырса хунӑччӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкара ҫыхӑнтаракан ҫӗнӗ микрорайонтине те чӑвашла ҫырса хунӑ. Ӑна уҫма хутшӑннисенчен пӗри каланӑ тӑрӑх, ача пахчисене чӑвашла ҫыртарма республикӑн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев ыйтать.
Паян Шупашкарта Республика кунӗ кӗрлет. Уяв, паллӑ ӗнтӗ, ытти хӑш-пӗр тӑрӑхра та иртет. Пӑрачкав районӗнче, ав, ҫав ятпа ҫӗнӗ ача пахчи уҫнӑ, йывӑҫран бензин пӑчӑкпа хитре скульптура касса кӑларакансен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ ӗҫленӗ.
Шупашкарта паян 17 сехетре пин сасӑллӑ ача хорӗн сассипе киленме май килнӗ. Тӗп хуламӑрти Атӑл кӳлмекӗ патӗнчи Анне палӑкӗ патӗнче вӗсем валли ятарласа сцена хатӗрленӗ.
Аса илтерер, пирӗн республикӑран хора 614 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килнӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ хорӗ юрланӑ вӑхӑтра ҫумӑр ҫума пуҫлани те ачасене шиклентереймен. Ҫумӑртан хӳтӗленмеллисем тӑхӑнса вӗсем юрланӑ. Репертуарта чӑваш юррисем те пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Андрей Трофимович, педагог, чӑваш шкулӗсем валли пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлекенӗ вилнӗ. | ||
| Элле Николай Алексеевич, республикӑра театр ӗҫне йӗркелекенӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |