Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Малашне вӗсем пациентсем пирки планшет урлӑ хыпар илӗҫ.
Планшетсем васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсене кӑҫалхи ака уйӑхӗнче килме пуҫланӑ. Ҫулталӑк вӗҫне пӗтӗм подстанцие ҫак хатӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫавна май тухтӑрсене ятарласа унпа усӑ курма вӗрентеҫҫӗ.
Гаджетсем информацие онлайн-мелпе илме май параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӗске маршрут суйлама пулӑшаҫҫӗ.
Хальлӗхе кунашкал мелпе Мускаври, Питӗрти, Тутарстанри, Сарӑту облаҫӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсем усӑ кураҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкарти Ботаника пахчин пӗвинче пӑтӑрмах пулса иртнӗ — арҫын путнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӗҫнӗ пуҫпа шыва кӗрекене тусӗсем темиҫе хутчен ҫӑлнӑ, кайран тек пулӑшайман. Шывпа чыхӑнса кайнипе вӑл путнӑ. Вилӗм пирки кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре пӗлтернӗ.
39 ҫулти арҫын виллине тепӗр сехетрен шывран туртса кӑларнӑ. Ӑна кӑларма водолазсене чӗннӗ.
Тӗпчевҫӗсем арҫын юлташӗсемпе эрех ӗҫнине пӗлтереҫҫӗ. Ӗҫнӗ пуҫпах вӑл шыва кӗме хӑтланнӑ. Путма пуҫласан юлташӗсем шывран турта-турта кӑларнӑ. Черетлӗ хутчен шыва кӗрсе кайсан ҫырантан пӗр 30 метра ишсе кӗнӗ, унтан куҫран ҫухалнӑ. Юлташне тупайман енне туссем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Ӗҫе тӗпчекенсем арҫынна ирӗксӗрлесе вӗлернин палли ҫуккине калаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗш каҫхине Чӑваш Республикин тӗп хулинче шассине антарман самолет анса ларнӑ. Вӑл «СкайМир» авиакомпанин самолечӗ пулнӑ.
Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ вырӑнлӑ самолет вӑрмансене пӑхса ҫаврӑннӑ. Ӗҫпе вӗҫекен самолетра пилот пӗчченех пулнӑ. Анма тӑрсан вӑл йӑнӑш тунипе шассине антарма манса кайнӑ.
Пилот кӗпепе ҫуралнӑ пулмалла — самолета аэропортра тӗрӗс мар антарса лартнӑ пулсан та вӑл инкек тӳсмен. Аэропортрисем те аварие лекмен. Шассисӗр самолета кайран вӗҫсе хӑпармалли ҫул ҫинчен ангара куҫарса кайнӑ.
Юсавлӑ самолет пӑтӑрмахлӑ анса ларнипе комисси ӗҫлет. Вӗсем инкекӗн чӑн сӑлтавне тата айӑплине тупса палӑртӗҫ.
Аэропорт халӗ тӗрӗс-тӗкел ӗҫлет. Ытти самолетсемшӗн анса ларма чӑрмав пулман.
Хулари пепкелӗх центрӗнче хӑйне евӗр йӗкӗреш ҫуралнӑ. Мӗншӗн хӑйне евӗр-ха? Ара, вӗсем ҫемьери иккӗмӗш йӗкӗреш!
Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унашкалли сайра тӗл пулать. Миловидовсен 2016 ҫулта Володьӑпа Настя ҫуралнӑ. Чи асли Виктор 11 ҫулта. Кӑҫал ҫемьене каллех йӗкӗреш килнӗ. Хальхинче – Викторийӑпа Елизавета.
Тухтӑрсем хӗрарӑм ачасене варта йӗркеллех йӑтса ҫӳренине палӑртаҫҫӗ. Хӗр пӗрчисем палӑртнӑ срокран маларах 2,1 тата 2,5 килограмм ҫуралнӑ. Тухтӑрсем вӗсене пӗр уйӑх сӑнаса тӑнӑ. Пепкесем халӗ хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ.
Сӑмах май, республикӑра ҫулталӑкне 100 йӗкӗреш ҫуралать
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Туризм мисӗ» илем конкурсӗ иртесси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче кӑшт маларах хыпарланӑччӗ. Ӑна Хӗрлӗ тӳремре йӗркеленӗ.
Сцена ҫине 30 чиперук тухнӑ. Вӗсем наци костюмне кӑтартнӑ, илемлӗ кӗпе тӑхӑнса утнӑ тата купальникпе тухнӑ. 1-мӗш вице-мисс ятне Чӑваш Ен пики Александра Николаева ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вице-мисс — Тӗменри Ксения Земляникова.
«Туризм мисӗ – 2017» ята вара Тутарстанри Зульфия Шарафеева тивӗҫнӗ. Ӑна Германири дизайнер кӗпине парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ювелир салонӗн парнине, чечек ҫыххисене тата ытти парнене тивӗҫнӗ.
Шупашкарта маршруткӑсен йышне чакарасси пирки юлашки вӑхӑтра хӗрӳ калаҫаҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене чакарас ӗҫе каярахри вӑхӑт ҫине куҫарнӑ.
Аса илтерер: Шупашкарта маршруткӑсен йышне 20 процент таран пӗчӗклетесшӗн. Вӗсен вырӑнне пысӑк автобуссем ҫӳретесшӗн. Ҫапла майпа пассажирсен йышӗ 10 процент нумайланасса шанаҫҫӗ.
Маршруткӑсене ҫак кӗркунне чакарма палӑртнӑччӗ. Анчах тӳре-шара ку ӗҫе каярахри вӑхӑт ҫине куҫарнӑ. Мӗншӗн? ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, халь ӗҫлекен предприятисемпе килӗшӗве 180 кунран ҫеҫ пӑрахӑҫлама юрать.
Шупашкарти Гладков урамӗнче шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑлӗ-и? Нумаях пулмасть ҫак ыйту тавра калаҫнӑ, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ унта ҫитсе те килнӗччӗ.
Халӗ ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ: ҫӗнӗ шкул авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне алӑкне уҫӗ. Унта монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ-мӗн, патшалӑх аккредитацийӗн свидетельствине, вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме май паракан лицензие илнӗ.
Шкула 61 ҫынна ӗҫлеме илнӗ ӗнтӗ. Вӗсен йышӗнче 46-шӗ – вӗрентекен, 5-шӗ техника персоналӗ. Тепӗр 4 вӗрентекен, 12 персонал илме палӑртнӑ. Унти ӗҫченсене кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра ӗҫ укҫи тӳлеме республика хыснинчен 10,1 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классем ҫеҫ ӑс пухӗҫ. Аслӑ классем ҫитес ҫултан ҫеҫ пулӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти 72-мӗш ача пахчинчен 3 ҫулти икӗ шӑпӑрлан тухса тарнӑ. Ку ачасем урама уҫӑлма тухсан 17 сехет те 10 минутра пулнӑ.
Шӑпӑрлансем хӑйсем тӗллӗн тухса кайнӑ. Вӗсене Ҫӗнтерӳ паркӗнче 18 сехетре ҫеҫ тупнӑ.
Прокуратура ку ӗҫе халӗ тӗрӗслет. Тӗрӗслев хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, йӗркене пӑснӑшӗн ача пахчин заведующине явап тыттарма хушнӑ. Хушнине епле пурнӑҫланине прокуратура сӑнасах тӑрать.
Шупашкарта ҫамрӑксем селфи тӑвас тесе ҫӳллӗ ҫурт тӑррине хӑпараҫҫӗ. Ҫакна пӗр ҫын асӑрханӑ та «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Икӗ ҫамрӑк ҫурт тӑрри хӗрринче сӑн ӳкерӗннӗ. Ку ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 56\1 ҫурт тӑрринче пулнӑ. Вӗсем хӗррине пырса «Титаник» фильмри евӗр тӑнӑ. Ҫакна сӑн ӳкернӗ.
Прокурутура ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт тӑрринче пулма юрамасть. Управляющи компанийӗн унта тухмалли алӑка питӗрмелле. Ӑна ҫӗмӗрсе тухнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ.
Сӑмах май, унччен Ҫӗмӗрлере инкек пулнӑ. Ҫамрӑксем хитре сӑнӳкерчӗк тӑвас тесе хими савучӗн тӑррине хӑпарнӑ. Вӗсенчен пӗри аяалалла ӳксе вилнӗ.
Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче йӑлана кӗнӗ «Кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗ иртнӗ. Тупӑшу ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Искусствӑсен аллейинче пулнӑ. Унта 26 ҫын хутшӑннӑ.
Турнир пилӗк виҫе категорийӗнче иртнӗ. 30 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче Андрей Насенкӑна ҫитекенни пулман. Игорь Цариков 40 килограмм тайманнисен ушкӑнӗнче ҫӗнтернӗ. Иван Кириллов – 50 килограмм, Дмитрий Лушенков 60 килограмм, Арнольд Иванов 70 килограмм тайманнисен ушкӑнӗнче мала тухнӑ.
Тӗп парнене – такана – Дмитрий Лушенков ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ҫивӗч кӗрешӳре мала тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |