Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ патӗнчи йӑлари хытӑ каяшсен свалкине хупнӑ хыҫҫӑн ӑна рекультивацилесе ҫӗре йӗркене кӗртмеллине унччентерехех калаҫма пуҫларӗҫ. Республикӑн тӗп хулин шутланнӑ май ҫав ӗҫшӗн явапли — Шупашкар. Ӗҫе пурнӑҫлакан подряд организацине палӑртма икӗ хутчен конкурс ирттерни те ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗччӗ. Нумаях пулмасть уҫӑ аукционта «Автодор» предприятие суйланӑ. Ҫак эрнери тунти кун Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттерекен канашлура Питтукассинчи йӑлари хытӑ каяшсен свалкине рекультивацилессине те хускатнӑччӗ. Унта Михаил Игнатьев ку подряд организацине шанмасӑр калаҫнӑ. Паян Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кануран тухсах свалка ыйтӑвӗпе хулари тӳре-шарапа канашлу ирттернӗ. Унта «Автодорах» ӗҫе кӳлӗнтермелли пирки калаҫса кайнӑ.
Ҫакна та пӗлтерер: рекультиваци валли федераци хыснинчен 113 миллион тенкӗ ытла уйӑрнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унпа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмасан тупрана туртса илӗҫ, республикӑна 11 миллион тенкӗ ытла штраф тӳлеттерӗҫ.
Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи сасӑлав кунӗ иртмелле. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмеллине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха депутатсене Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче суйлама тивмӗ.
Шупашкарта РФ Патшалӑх Думине депутата Леонид Черкесов суйланнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ юлнӑ вырӑна черетлӗ «халӑх тарҫине» палӑртӗҫ. «Тарҫӑ» пулма хальлӗхе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Владислав Григорьев усламҫӑ, РФКП-рен – Николай Перцев усламҫӑ, РЛДП-тан – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Кристина Алексеева, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫейрен» – юрист бюровӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев, Пенсионерсен партийӗнчен Сергей Зотов техник тата тепӗр виҫӗ кандидат суйлав кӗрешӗвне хӑйсем тӗллӗн тухнӑ: ниҫта та ӗҫлемен Александр Арланов тата икӗ Александр Борисов. Юлашкинче каланисенчен пӗри – электросварщик, тепри ниҫта та ӗҫлемест.
Канаш хулинчи Депутатсен пухӑвне депутата 14 ҫын суйланасшӑн тапаҫланать, Ҫӗнӗ Шупашкара — 11, Улатӑр районне – 5, Канаш районне —10, Пӑрачкав районне — 4, Ҫӗрпӳ районне — 5, Шупашкар районне — 11, Шӑмӑршӑ районне — 10, Етӗрне районне — 16.
Шупашкарти депутатсем хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйламан. Кунашкал йышӑнӑва Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче тунӑ.
Лару ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ. Кун йӗркине пилӗк ыйту кӗртнӗ. Малтанах хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйласси пирки хушма ыйту кӗртнӗ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна ырламан.
Аса илтерер: экс-мэр Ирина Клеменьева хӑйӗн тӗлӗшпе тӑватӑ пуҫиле пуҫарсан ӗҫ вырӑнӗнчен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Унтанпа мэр тивӗҫӗсене Николай Владимиров пурнӑҫлать.
Ҫитес лару авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртӗ. Тен, хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне ун чухне суйлӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хусан вара хӑйӗн праҫникне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлать.
Ҫавна май ветерансем валли пӗчӗк ҫулҫӳрев йӗркелӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин виҫӗ ветеранӗ, Хусанта пурӑнаканскерсем, Шупашкара килӗҫ. Кунта вӗсем икӗ кун пулӗҫ. Пирӗн хулапа вӑрҫӑ участникӗ Касим Салимгареев, тыл ӗҫченӗ Камиль Тукаев, Ленинградри блокадӑра пурӑннӑ Альберт Комяков паллашӗҫ.
Шупашкарти ветерансем вара Хусанта ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче пулӗҫ. Унта кам кайӗ? Ветерансен тӑванӗсем заявка пама пултараҫҫӗ. Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх тетелӗнче Максим Забалуевпа ҫыхӑнмалла.
Шупашкарти травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче экзоскелета тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑл кӳмере ларакан сусӑрсене ура ҫине тӑма пулӑшать.
Кунашкал аппарата Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫейри темиҫе хулара – Мускавра тата Екатеринбургра – тӗрӗслеҫҫӗ. Ӑна Сколковӑри ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ.
Экзоскелет медицина реабилтацийӗ тата социаллӑ адаптаци валли кирлӗ. Пациентсем сывлӑхне лайӑх енне улӑштарма май туса панӑшӑн питӗ савӑнаҫҫӗ. Малтан вӗсем бруссем ҫине тренировка ирттереҫҫӗ, унтан костыльпе утма хӑнӑхаҫҫӗ.
Шупашкар хулин экс-мэрне Ирина Клементьевӑна килти ареста лартнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть следовательсем суда ходатайствӑпа тухнӑ. Вӗсем килти ареста 3 уйӑхлӑха тӑсма ыйтнӑ.
Суд следовательсем ыйтнине тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа Ирина Клеменьева кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен килти арестра пулӗ.
Аса илтетер: экс-мэра должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн 3 эпизодпа айӑпласшӑн. Следовательсем 19 ухтару ирттернӗ, 40 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Ирина Клеменьевӑн 40 ытла пин тенкине, Шупашкарти, Чулхулари виҫӗ хваттерне, виҫӗ ҫӗр лаптӑкне арестленӗ.
Ирина Клеменьева хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть.
Шупашкар хулинче каҫхи клубра арҫын вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Шупашкарти Ленин районӗнчи тӗпчевҫисем ку пӑтӑрмахпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр каҫ Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи кану заведенийӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хурал хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хунӑ та пӗр вӑхӑт ҫапла тытса тӑнӑ. Арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Канма пынӑ ҫынна вӗлерсе пӑрахнӑ хуралҫӑ тӗлӗшпе астумасӑр вӗлернӗ статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫын леш тӗнчене ӑсаннипе вӗҫленнӗ инкеке тӗпчевҫӗсем малалла тӗпченӗ май судпа медицина экспертизисем ирттерӗҫ, хирӗҫ-тӑрӑва курса тӑнисенчен ыйтса пӗлӗҫ.
Шупашкарти аэропорт кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянӗ. Ӑна кӑларакан предприятипе килӗшӳ туса хатӗрленӗ, укҫан пӗр пайне тӳленӗ. Самолетпа ҫӳрекен сусӑрсене анса хӑпарма меллӗ ятарлӑ транспорта илессине Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килекен спортсмен аэропорта кӳреннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Замир Шкахов спортсмен самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ.
Шӑв-шав ҫуратнӑ истори хыҫҫӑн аэропорта амбулифт туянма хистесе суд та йышӑну кӑларнӑ.
Раҫҫейре пурнӑҫ пахалӑхне тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Экспертсем регионсенчи ҫурт-йӗре, инфратытӑма, ешӗллӗхе, урамсене, общество инфратытӑмне тата ыттине тишкернӗ.
Танлаштарӑмра Мускав пӗрремӗш вырӑн йышӑннинчен тӗлӗнме кирлӗ мар ӗнтӗ. Вӑл 221 балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр (196 балл). Чулхула виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑл 172 балл пухнӑ.
Танлаштарӑмра хуласене унта пурӑнакансен йышӗпе пайлас мар-тӑк Шупашкар Чулхуларан маларахри йӗркене вырнаҫӗччӗ. Вӑл 172 балл пухнӑ. Чулхула пысӑк хуласен списокне кӗнӗ.
Шупашкарти МТВ-центра панкрута кӑларасшӑн. Ун пек тавӑҫа шӑрҫалаканни — «Санкт-Петербург» ятлӑ лизинг компанийӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж судне лизинг компанийӗн тавӑҫӗ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫитсе выртнӑ.
Тулли мар яваплӑ общество регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрне панкрута кӑларма ыйтать. Асӑннӑ компани МТВ-центрпа унччен те судлашнӑ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Арбитраж сучӗ лизинг компанине майлӑ йышӑну кӑларса панӑ. Унпа килӗшӳллӗн, центрӑн «Санкт-Петербурга» 91,3 миллион тенкӗ укҫа тӳлемелле пулса тухнӑ. Ку шутра тӗп парӑм та, кивҫенпе усӑ курнин проценчӗ те пур. Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи Арбитраж сучӗ МТВ-ценртан ҫӗр лаптӑкӗпе усӑ курнишӗн аренда укҫи тӳлеттерме тата пени шыраса илмелле йышӑну кӑларнӑ. Ку вӑл ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |