Паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Шупашкарти троллейбус управленийӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер, предприятире парӑм нумай пухӑннӑ, ҫав шутра электричествӑшӑн пӗтӗмпе 188,9 миллион тенкӗ тӳлемелле. Парӑма кӗрсе кайнине кура энергетиксем троллейбус управленине панкрута кӑларма суда тавӑҫпа ҫитнӗ.
Йывӑрлӑхри предприятие бюджет кредичӗ пама йышӑннӑ. Кун пирки маларах асӑннӑ паянхи ларура республикӑн вице-премьерӗ — финанс министрӗ Светлана Енилинан пӗлтернӗ. Министр билет хакӗ пӗчӗк шухӑша та палӑртни сисӗннӗ.
Йывӑрлӑх Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн шучӗпе транспорт реформи такӑр ҫул ҫине тухайманнинчен те килет. Хуларисем пӗчӗк автобуссен шутне чакараса вӗсен вырӑнне троллейбуссем ҫӳреттересшӗн пулнӑ. Анчах автобуссен хуҫисем администраципе судлашма тытӑннӑ. Халӗ предприятири тӑкаксене оптимизацилеме троллейбуссене ҫӗрле ҫӳремелли вӑхӑта чакарнӑ. Малашне ирхи вӑхӑта та кӗскетсе рейса каярах кӑларасшӑн.
Хваттере саккуна пӑхӑнсах тара панӑ-и? Шупашкарта кунашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртас тӗллевпе рейд ирттереҫҫӗ. Кун пирки Шупашкарти Калинин район администрацийӗ пӗлтерет.
Юлашки вӑхӑтра тӳре-шара кунашкал 23 рейд ирттернӗ, 388 хваттере тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 140-шне ҫынсем тара тытса пурӑнни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Ку рейда мӗншӗн ирттереҫҫӗ-ха? Ҫапла майпа тӳре-шара хыснана налук ытларах кӗтӗр тесе тӑрӑшать, ҫавна май «сӑрӑ шалу» тӳлекенсене тата хваттер тара паракансене тӗрӗслеҫҫӗ.
Рейд хыҫҫӑн налук служби хваттер хуҫисене тӗпчеве килмелли пирки пӗлтернӗ.
Шупашкарта Китайри Аньцин хулинчи делегаци пулнӑ. Икӗ ен экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Тӗлпулура Шупашкарта Китайри автобуссене ҫӳреттересси пирки калаҫнӑ. Хулара хальлӗхе троллейбуссемпе автобуссем ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Троллейбусӑн линине тӑсмашкӑн йывӑр, автобус бензинӗ вара тавралӑха варалать. Мӗн тумалла? Электробуссем ямалла. Ҫапла калаҫса татӑлнӑ тӗлпулура. Вӗсем экологи тӗлӗшӗнчен те таса-мӗн.
Аньцинра унашкал транспорта кӑлараҫҫӗ. Шупашкар чиновникӗсем ӑна хула валли туянасшӑн. Ку кӑна мар, Шупашкарта Аньцинпа пӗрле ҫак производствӑна хута ярасси пирки те шухӑшлаҫҫӗ.
Аса илтерер: 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта транспорт реформи пулмалла.
Шупашкарта коммуналлӑ тӑкаксемшӗн сахал тӳлетпӗр. Ҫапла шухӑшлать ЖКХ управленийӗн пуҫлӑхӗ Павел Порфирьев. Унӑн шухӑшӗпе, ку тӑкак тарифне 20 тенкӗ таран ӳстермелле.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 38-мӗш шкулта Павел Порфирьев халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫынсем ӑна тӗрлӗ ыйту панӑ. ЖКХ тарифӗ ҫинче вара тӗплӗнрех чарӑнса тӑнӑ.
Павел Порфирьев палӑртнӑ тӑрӑх, ку тариф Шупашкарта Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи пӗчӗккисенчен пӗри. Пӗр тӑваткалшӑн 8-10 тенкӗ тӳлени ҫурта кирлӗ пек тытса тӑма май памасть иккен, ҫавӑнпа хака ӳстермелле.
«Эксперт комиссийӗ ҫапла пӗтӗмлетнӗ: нумай хваттерлӗ ҫуртсене йӗркеллӗ тытса тӑрас тесен пӗр тӑваткал метршӑн 18-20 тенкӗ тӳлемелле», — тенӗ Павел Порфирьев.
Тин кӑна Шупашкарта «Афанасьев урамӗ» чарӑнӑва куҫарчӗҫ. Халӗ тепӗр чарӑнӑва кунашкал шӑпа кӗтет.
Эгер бульварӗпе Ленин Комсомолӗн урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пӑкӑ яланах пухӑнать. Ҫавна май «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ енчи чарӑнӑва 50 метр куҫарма йышӑннӑ. Малашне вӑл «Хевешски урамӗ» чарӑну ҫывӑхнерех пулӗ.
Унччен чарӑну ҫул хӗресленекен вырӑна ҫитиччен пулнӑ. Ку пассажирсемшӗн те, водительсемшӗн те меллӗ марччӗ. Ҫавна май унта яланах пӑкӑ пулнӑ.
Ҫав вырӑнта ҫуран ҫӳрекенсем ҫула юраман ҫӗрте каҫнине те палӑртмалла. Чылайӑшӗ светофор патнелле утасшӑн мар. Ку та чарӑнӑва кӑштах куҫарма хӗтӗртнӗ.
Шупашкарта арӑмӗпе упӑшки ҫухални пирки сайтра нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: иртнӗ эрнере, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, вӗсем ачине ача пахчине илсе кайнӑ та хӑйсем ҫухалнӑ. Полици вӗсене шырама тытӑннӑ. Тӑванӗсенчен, пӗлӗшӗсенчен ыйтса пӗлнӗ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ведомство сайтӗнче вӗсен сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.
31 ҫулти арҫынпа 36-ри хӗрарӑма тепӗр кунхине тупнӑ. Вӗсем ачине ача пахчине леҫсен урамра такампа паллашнӑ та ун хыҫҫӑн утнӑ-мӗн. Ҫавӑнтанпа вӗсен телефонӗ сӳннӗ. Полицейскисем ҫав ҫынна тупса унӑн хваттерне кайнӑ. Ҫавӑнтах арӑмӗпе упӑшки пулнӑ. Хайхискерсем хӑйсене шырани пирки шухӑшламан та. Хӗрарӑмӑн пичӗ-куҫӗ кӑн-кӑвак пулнӑран ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Арӑмӗпе упӑшки ҫав палламан ҫын патӗнче мӗн тунӑ? Хӗрарӑмӑн мӗншӗн пичӗ кӑвак? Ҫакна полицейскисем уҫӑмлатӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнче ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ.
Ларура 3 асӑрхаттару пулнӑ, 13 штраф ҫырса панӑ. Пӗтӗмпе – 6200 тенкӗлӗх. Йӗркене пӑсни ҫук тесе 2 ӗҫе пӑрахӑҫланӑ, тепӗр 2 ӗҫе тӗплӗнрех пӑхса тухма янӑ.
2 ҫамрӑка профилактика шутне тӑратма йышӑннӑ. 4 ҫамрӑкпа тата япӑх лару-тӑрури 5 ҫемьепе (вӗсенче 8 ача ӳсет) профилактика ӗҫӗ ирттерме палӑртнӑ.
Лару пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, 6 ҫамрӑка тата 2 ашшӗ-амӑшне тухтӑр нарколог патӗнче сипленме янӑ. Вӗсенчен 1 ҫамрӑкӗ унта пӗрремӗш хут каймасть. Пӗр ачан ҫывӑх ҫыннисене ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарасси пирки каланӑ, ку тӗлӗшпе документсем пухма ыйтнӑ.
Шупашкарта Мускав проспектӗнче общество транспорчӗн чарӑнӑвне куҫарнӑ. Малашне «Афанасьев урамӗ» чарӑну И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн хими факультечӗн корпусӗ патнерех пулӗ.
Ҫакна мӗн тӗллевпе тунӑ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чарӑнӑва куҫарни «час пик» вӑхӑтра пӑкӑран хӑтӑлма пулӑшӗ. Тата акӑ мӗн интереслӗ: иртне ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче «Афанасьев урамӗ» шӑпах ҫав вырӑнта пулнӑ-мӗн.
Каласа хӑвармалла: Шупашкар хула администрацийӗ маршрутчиксене ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнса ҫӳреме ыйтать. Астӑвӑр: ҫынсене чарӑнура ҫеҫ антарса хӑварма юрать. Ку йӗркене пӑснӑшӑн водителӗн 3-5 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Шупашкарта арӑмӗпе упӑшки ҫухалнӑ. Сергеевсем авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ачисене — 3 ҫулхи хӗрӗпе 5-ри ывӑлне — 122-мӗш ача пахчине ӑсатнӑ та унтан таҫта ҫӗтнӗ. 36-ри Наталья тата 31-ри Владимир ҫухалнине «Комсомольская правда» хаҫат ӗнер каҫхине пӗлтернӗ.
Ҫухалнӑ мӑшӑр ҫывӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнӑва татнӑран йӗрке хуралҫисем Сергеевсене шырама пуҫланӑ иккен.
Арҫын та, хӗрарӑм та начар кӗлеткеллӗ иккен. Владимир ҫӳллӗшӗ — 180 сантиметра яхӑн, сарӑ ҫӳҫлӗ, тӑрӑхла питлӗ, сӑмси тӳрӗ. Наталья 165—170 сантиметр тӑршшӗ, хура ҫӳҫлӗ, тӑрӑхла питлӗ, сӑмси тӳрӗ. Хӑмӑр тӗслӗ шӑлаварпа, кӑвак джинс шӑлаварне атӑ ӑшне чикнӗ. Арҫын тӗксӗм-хӑмӑр сӑран куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ. Сӑмси ҫинче суран пур-мӗн.
Ҫак кунсенче Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗнче кире пуканӗ йӑтакансен «Хыпар» хаҫат парнине ҫӗнсе илессишӗн пӗтӗм Раҫҫейри турнир пырать. Вӑл эрнекун уҫӑлнӑ, высарникун вӗҫленмелле.
Паянхи ӑмӑртура 85, 95 килограмлӑ тата 95 килограмран йывӑртарах виҫере ӑмӑртӗҫ, ҫавӑн пекех ветерансем кӗрешӗве тухӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн виҫҫӗмӗш кунӗ 11 сехетре уҫӑлӗ.
Турнирта темле самант та пулнӑ: савӑнӑҫ та, ҫын курман чух ларса йӗни те. Помост ҫине тухсан вара спортсменсенчен нихӑшӗ те хӑйӗн-кӑмӑл туйӑмне ирӗке яман — ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑ. Черчен пикесемпе яшсем, тӗреклӗ арҫынсемпе патвар хӗрарӑмсем те кире пуканне ҫӳлелле ҫӑмӑллӑн йӑтнине кӑтартаҫҫӗ.
Турнирта чи маттуррисем Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗн ятне тивӗҫеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |