Шупашкарта пурӑнакан вӑйпитти пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «112» номерпе шӑнкӑравласа Энтузиастсен урамӗнчи пурӑнмалли пӗр ҫурта сирпӗтессине пӗлтернӗ.
Яваплӑ тытӑмсем кун пек хыпар илтсен сехӗрленсе ӳкнӗ, часрах вырӑна вӗҫтернӗ. Ҫурта вӗсем хытах пӑхса ҫаврӑннӑ, йӗри-тавралли территорие те тӗрӗсленӗ. Турра шӗкӗр, сирпӗтмелли хатӗр тупӑнман.
Суйса шӑнкӑравланӑ ҫынна та кӗҫех шырама пикеннӗ. Вӑл Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын пулнӑ. Ҫакскер ҫӑлав тытӑмне ӳсӗр пуҫпа шӑнкӑравланӑ-мӗн.
Арҫын унччен те йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне пулкаланӑ — ӑна тӗрлӗ сӑлтавпа административлӑ майпа темиҫе хут та явап тыттарнӑ.
Арҫынна хальлӗхе 2 уйӑхлӑха хупса усрама йышӑннӑ. Анчах судӑн ҫак йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суя хыпаршӑн арҫынна 5 ҫул таран хупса хурас хӑрушлӑх пур.
Шупашкарти хулан 2-мӗш пульницин тухтӑрӗсем хӑйсем ӗҫлекен сыватмӑшӑн ятне ятнӑ. Вӗсем ӗҫ кунӗ вӗҫленичченех Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне паллӑ тума тапратнӑ. Ҫакна пула Мускав телеканалӗсен эфирнех лекнӗ.
Пиллӗкмӗш канал хыпарланӑ тӑрӑх, пациентсен пӗрне тухтӑрсем вӑхӑт ҫитмесӗрех уяв кӗрекине ларни килӗшмен, вӑл хӑйӗн кӗсье телефонӗнчи камерине ҫутнӑ та заведующи пӳлемне вашлаттарнӑ — ара, хайхискер медсестрасенчен пӗри ун патне шампань эрехӗ чикнӗ хутаҫа йӑтса кӗнине курнӑ-ха та.
Хайхи заведующи правур пациента пӳлӗмрен тӗртсе кӑларса яма, телефонне туртса илме хӑтланнӑ. Анчах ку самантсен ҫамрӑк хӗрарӑм тухтӑрсем мӗн хӑтланнине видео ӳкерсе илме ӗлкӗрнӗ. Хайхи видеона вӑл интернета вырнаҫтарма та ӳркенмен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен тӗп хулана 5 тоннӑран йывӑртарах машинӑсене кӗме чармашкӑн йышӑну кӑларнӑ. Асӑннӑ документа мэрин официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫапла майпа ҫитес тунтикунран пуҫласа Шупашкара кӗмелли ҫулсем ҫинче – тӗпрен илсен, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне тата Улатӑр шоссисенче — виҫев тӗрӗслевӗн стационарлӑ пункчӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ мобильлӗ комплекса хута ярӗҫ. Вӗсем пурте талӑкӗпех ӗҫлӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, Шупашкар хулине ирӗк илмесӗр кӗнӗ водительсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, ку статьяпа килӗшӳллӗн йӗркене пӑснисене 5 пин тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ.
Республикӑра 80 ҫултан иртнӗ ҫынсен шучӗ ҫулран-ҫул ӳсет. Кун пирки Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтерет.
Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑра тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 370 пин пурӑнать. Вӗсенчен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ – хӗрарӑмсем. Ҫакна та палӑртмалла: Чӑваш Енре 100 ҫул каҫнӑ 65 ҫын кун кунлать. Вӗсенчен 62-шӗ – хӗрарӑмсем.
100 ҫул тултарнӑ ҫынсенчен чылайӑшӗ Шупашкарта пурӑнать. Вӗсем 11-ӗн. Ку енӗпе Елчӗк районӗ ытти районтан малта. Унта 6 ҫын 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Республикӑри чи ватӑ ҫын ӑҫта пурӑнать-ха? Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче. Вӑл кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче 104 ҫул тултарнӑ.
Сӑмах май, Раҫҫейре 7 пин ытла ҫын 100 ҫултан иртнӗ.
Грузире ҫуралнӑ, пӗчӗк чухне Шупашкара куҫса килнӗ Софья Авазашвили «Песни» шоу-программӑн кастингне хутшӑннӑ. Максим Фадеевпа Тимати ирттерекен проекта эфира пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑларнӑ.
Шоу-программӑн суйлав тапхӑрӗн пиллӗкмӗш кӑларӑмӗнче Софья хӑй ҫырса кӗвӗленӗ юрра шӑрантарнӑ. Проектра юлас, тепӗр тапхӑра куҫас тесен унта хутшӑнакансен пӗр тӳрене те пулин килӗшмелле. Софья вара тӳрех виҫӗ тӳре кӑмӑлне кайнӑ. «Мана килӗшрӗ, эпӗ сана ӗнентӗм», — тенӗ Максим Фадеев продюсер. «Маншӑн эсӗ тепӗр тапхӑра куҫатӑн», — палӑртнӑ опера юрӑҫи Аида Гарифуллина.
Асӑнса хӑвармалла, ку проект Софья Авазашвилишӗн пӗрремӗш мар. Унччен вӑл Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Голос» шоу-программӑра хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑччӗ.
Раҫҫейре Л.С.Выготский ячӗллӗ конкурс иртнӗ. Нумай пулмасть эксперт канашӗ ӑна пӗтӗмлетнӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: конкурс ҫӗнтерӳҫисен йышне Шупашкарти 10 ача пахчин педагогӗсем кӗнӗ: 2, 8, 70, 95, 106, 123, 127, 164, 167, 201-мӗш номерлисенче ӗҫлекенсем. Пӗтӗмпе конкурса 2769 ҫынран заявка килнӗ. Вӗсен йышӗнче шкул умӗнхи вӗренӗвӗн педагогӗсем тата аслӑ шкулсенче ҫак профильпе ӑс пухакан студентсем пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ педагогсене 50-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Мала тухнӑ студентсене вара 20-шер пин тенкӗ лекӗ.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарти 123-мӗш тата 164-мӗш ача пахчисен педагогӗсене «Ҫуллахи шкула» чӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем экспертсемпе тӳлевсӗрех тӗл пулӗҫ.
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра хитре хӗре суйлӗҫ. Кастинг (акӑлчанларан чӑвашла куҫарсан ҫак сӑмах «умӗн суйлани» е «малтанхи конкурс» тенине пӗлтерет) пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче иртмелле.
Конкурса «Volga Models» модель агентстви ирттерет. «Чӑваш Ен пики — 2018» конкурса хутшӑнма тивӗҫ хӗрсен суйлавӗ Шупашкарти модӑсен ҫуртӗнчи 515-мӗш офисра 16 сехетре пуҫланӗ. Унта 14 ҫултан аслӑрах пикесене йыхравлаҫҫӗ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсен ҫӳллӗ кӗлӗллӗ туфли тата купальник илмелле. «Чӑваш Енӗн пики — 2018» конкурсра ҫӗнтернӗ хӗр Раҫҫейри илем конкурсне килес ҫул хутшӑнӗ.
Маларах, сӑмах май, «Ҫӗнӗ Шупашкар пики — 2018» конкурс иртнӗ. Унта «Volga Models» модель агентствин модельсемпе фотомодельсен курсӗсене ҫӳренӗ Ванесса Васильева ҫӗнтернӗ. Кун пирки модель агентстви халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен биатлонистки Татьяна Акимова Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинчен кайнӑ. Пӑшӑханса ан ӳкӗр, яланлӑхах мар, вӑхӑтлӑха кӑна.
Татьяна Акимова Кӑнтӑр Корейӑри Пхёнчханра иртнӗ Олимп вӑййисем хыҫҫӑн кӑштах канасшӑн. Ҫавӑнпа вӑл Ҫурҫӗр Карелире (Контиолахтире) иртекен Тӗнче кубокне хутшӑнмӗ.
«Халӗ эпӗ килте, Шупашкарта, тренировка ирттеретӗп. Тренерпа шухӑшларӑмӑр та: Олимп ваййисем хыҫҫӑн канса илмелле манӑн. Вӑй-хал хушмалла, психологи тӗлӗшӗнчен ҫирӗпленмелле. Тӗнче кубокне хутшӑнмашкӑн вӑй пухса ӗлкӗреймӗп», — тенӗ Татьяна Акимова.
Шупашкарта пурӑнакан Анна Павлова 1918 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫак кунсенче вӑл 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Анна Павловна пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче кун ҫути курнӑ. Вӑл ҫемьере ҫиччӗмӗш ача пулнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем тӑххӑрӑн ӳснӗ. Анна Павловна шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан та шкултах вӑй хунӑ.
1945 ҫулта вӑл вӑрҫӑран таврӑннӑ Яков Алексеева качча тухнӑ та Ҫӗрпӳ хулине пурӑнма куҫнӑ. Унта та вӗренӳ тытӑмӗнчех тӑрӑшнӑ. Вӗсем пӗрле 58 ҫул пурӑннӑ, тӑватӑ ача ӳстернӗ.
Халӗ Анна Павловна Шупашкарта ачисемпе пурӑнать. Унӑн ултӑ мӑнук, мӑнукӗсен хӑйсен тӑватӑ ача.
Шупашкарти лавккасенчен пӗринче пӗр хӗрарӑм шӑккалат канихвет туяннӑ. Упаковкӑри пылак ҫимӗҫе юратса ҫиес вырӑнне йӗрӗнмелле пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Чие ҫырлиллӗ шӑккалата хӗрарӑм нарӑсӑн 20-мӗшӗнче илнӗ иккен. Унпа вӑл ачасене ҫуралнӑ кунта сӑйлама ӗмӗтленнӗ. «Хапрӑкра ӗҫлекенсем перчетке мӗншӗн тӑхӑнмаҫҫӗ?» — кӑмӑлсӑрланать тавар туяннӑ Екатерина ятлӑ хӗрарӑм.
Пӑтӑрмах пирки вӑл «Про Город» портала систернӗ. Унтисем хапрӑкпа ҫыхӑннӑ. Ӗҫлекенсемпе хапрӑкра тепӗр хутчен инструктаж ирттерме шантарнӑ.
Тӗпчесе пӗлме ятарласа комисси йӗркеленӗ. Пӑтӑрмах хапрӑкри пӗр-пӗр ӗҫчен гигиенӑна пӑхӑнманнипе сиксе тухма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Пылак ҫимӗҫ кӑларакан предприятин тӗп директорӗ Елена Макеева ӗҫре ҫирӗпрех йӗрке тума шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ. | ||
| Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |