Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче Учительсен кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятине хутшӑннӑ. Чи малтан вӑлкуравсене пӑхса тухнӑ, педагогсемпе калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ.
Раҫҫей шайӗнче хисепе тивӗҫнисене уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗсем каланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкул директорӗ Вера Вавилова чи пултаруллӑ вӗрентекенсене укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пулӑшу панишӗн ырласа хӑварнӑ.
Мероприятире учительсен хорӗсен республикӑри конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗ иртнӗ. Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ конкурсра вырӑсла юрласа Улатӑр хулинчи учительсен хорӗ ҫӗнтернӗ. Чӑвашла юрлакансем те кая юлман — кунта Вӑрмар тӑрӑхӗнчи учительсен хорӗ палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Чувашия» санаторие канма кайма путевка панӑ.
Ыран, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ вӗҫленесси пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тӑсма ыйтнӑ.
Паян Михаил Васильевич Шупашкарти ял хуҫалӑх продукцине сутакан пасарсенче пулнӑ. Элтепер кунашкал ярмӑрккӑсем питӗ кирлӗ пулнине, ҫынсен унта пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана йӳнӗрехпе туянма май пуррине аса илтернӗ. Кӑҫал ҫумӑрсем вӑраха тӑсӑлнӑран вырмана часах тухайман, ҫавна май халӑх халӗ хӗле хӗрсе кайсах хатӗрленет.
Вырма кая юлнине шута илсе Михаил Игнатьев ярмӑрккӑна тепӗр эрнене тӑсма ыйтнӑ. Аса илтерер: вӑл ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗн мӗншӗн ҫавӑн чухлех парӑм пухӑнса кайнӑ-ха? Ку кӑтарту 157 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
ЧР транспорт министрӗ ҫакна ӑнлантармалли сӑлтав тупнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, электричествӑшӑн тӳлемен парӑм электричество хакӗ ӳснӗрен пухӑннӑ.
2016 ҫулпа танлаштарсан, предприяти парӑмӗ 25 процент ӳснӗ. Кӑҫал Шупашкарти троллейбус управленине хула хыснинчен 25 миллион тенке яхӑн уйӑрса панӑ. Ку укҫапа парӑмӑн пӗр пайне саплаштарнӑ. Парӑм пӗтмен-ха. Шупашкар хула администрацине ку ӗҫре пулӑшма хушнӑ.
Сӑмах май, предприятире халӗ 2 пин ытла ҫын ӗҫлет. Вӗсене ӗҫ укҫине парса татнӑ. Предприяти троллейбусӗсем 18 маршрутпа ҫӳреҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкарта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль тӑвас ыйтупа канашлу ирттернӗ. «Скоростные магистрали» предприятин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Федор Лычагин пулас проектпа паллаштарнӑ.
«Мускав – Хусан» магистраль Шупашкарпа иртӗ.
Вӑл ҫула «Евразия» груз турттаракан магистралӗн пӗр пайӗ пуласси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл Пекинпа Берлина ҫыхӑнтармалла. «Эпир Китайран Европӗрлӗхе тавара 2–3 талӑкра ҫитересшӗн», — тенӗ Федор Лычагин.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссен магистралӗ Чӑваш Енре 115 км тӑршшӗ пулӗ. Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсемпе иртӗ.
Канашлура магистраль иртмелли участоксене уйӑрас ыйтӑва та хускатнӑ. Ку енӗпе муниципалитетсен халӑхпа та ӗҫлемелле, ҫул валли ҫӗр кирлине ҫынсене ӑнлантарса памалла.
Ку эрне вӗҫӗнче, шӑматкун, Шупашкарта «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупӗҫ. Мероприяти «Северная» тата «Николаевски» суту-илӳ комплексӗсен лапамӗсенче пулӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланӑ.
Унта пыракансене чылай савӑнӑҫлӑ пулӑм кӗтет. Викторинӑсем ирттерӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнепе хавхалантарӗҫ. Пахча ҫимӗҫӗ тата улма-ҫырлана эрешлесе касас енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ.
Аса илтерер: «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак тапхӑрта ҫынсем ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗпе туянма пултарнӑ. Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Муркаш, Элӗк, Вӑрмар, Вӑрнар районӗсенчи аграрисем хӑйсен продукцине сутнӑ.
.
Ултавҫӑсем ветерансене те шӑнман пӑр ҫине лартса яма именмеҫҫӗ. Нумаях пулмасть 98 ҫулти ветерана улталанӑ.
Авӑнӑн 19-мӗшӗнче унӑн хваттерне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе газ службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ӑна хваттере кӗртнӗ. Хайхискер 8800 тенкӗ тӑракан прибор лартасси пирки каланӑ. Хӗрарӑм ветеран пулнӑ май ӑна йӳнӗрехпе тума шантарнӑ. Ҫапла ветеран 5300 тенкӗ кӑларса тыттарнӑ.
Газ тухсанах прибор ӗҫлесе каять, кун пирки тӳрех Горгаза пӗлтерӳ ҫитет имӗш. Арҫын ҫапла ӑнлантарнӑ. Специалистсем хӑйсемех килсе юсаса парӗҫ-мӗн.
Анчах кунашкал прибор 600 тенке яхӑн ҫеҫ тӑрать. Ҫапла майпа ветерана улталаса хӑварнӑ, укҫине сӑптӑрнӑ. Вӑл 9 хут ытларах тӳленӗ.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ЧР Арбитраж судне Чӑваш энергосбыт компанине панкрута кӑларма ыйтса заявлени ҫитнӗ. Тавӑҫра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти троллейбус управленийӗ электричествӑшӑн тӳлемен, парӑм 157,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Тавӑҫа хӑҫан пӑхса тухасси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Сӑмах май, унччен суд унашкал тавӑҫа пӑхса тухнӑ. Ун чухне ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ тӗлӗшпе ҫырнӑ пулнӑ. Анчах ӗҫе чарса лартнӑ, мӗншӗн тесен ун чухне парӑма татнӑ.
Палӑртмалла: нумаях пулмасть ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинче канашлу иртнӗ. Унта парӑмсене пӗчӗклетес тӗллевпе каҫхи рейссене пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Анчах влаҫрисем хальлӗхе графике улӑштарма килӗшмен.
Ятсӑр чарӑнура пассажирсене антармаҫҫӗ. Ҫак ятпа Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра хыпар пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ комплексне хирӗҫ общество транспорчӗн чарӑнӑвне утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче туса хунӑ. Унтанпа вӑхӑт самаях иртнӗ, анчах ҫынсем халӗ те унта анса юлаймаҫҫӗ.
«Остановка без остановок?» (чӑв. Чарӑнусӑр чарӑну-и?) ятпа «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайчӗн вырӑсла версийӗнче паян ку ыйтупа ҫыхӑннӑ хурав пичетленнӗ.
Шупашкар хулин «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управлени» муниципалитетӑн хысна учрежденийӗ каланӑ тӑрӑх, хулари общество транспорчӗн переченьне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн унта общество транспорчӗ чарӑнма пуҫлӗ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хулин администрацийӗнче туризм фирмисемпе транспорт команийӗсен ӗҫченӗсем ларӑва пухӑннӑ. Вӗсем тӗп хулара турист сукмакӗсене йӗркелесси тавра калаҫнӑ.
Турагентствӑсен тата ҫынсене транспортпа илсе ҫӳрекен предприятисен ӗҫченӗсем туристсем валли темиҫе тӗрлӗ программӑллӑ маршрутсем хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ. Сӑмахран, ҫемьепе курса ҫӳреме — 3-4 сехетлӗх, шурӑ Шупашкарпа ушкӑнпа паллашмашкӑн 1 сехетлӗх программӑсем. Тӗплӗ хатӗрленӗ хыҫҫӑн ҫав маршрутсене Раҫҫей туроператорӗсен реестре кӗртӗҫ.
Тӗл пулнисен тӗллевӗсем кунпа кӑна пӗтмеҫҫӗ-ха. Ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсем «Шупашкар хулин турист карттине» тата «Хӑнана тарават Шупашкар» буклет кӑларасшӑн. Шӑпах вӗсем Чӑваш Ене килекенсене тӗп хуламӑрпа ҫывӑх паллашма, кӑмӑла килнӗ сукмакпа курса ҫӳреме май парӗҫ.
Хула администрацийӗн культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва хутшӑннисем Шупашкарти аэропортра Туризмпа информаци центрӗн филиалне уҫтарасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫакӑ Шупашкарта кӑна мар, республикӑра та курса ҫӳрес текенсен йышне ӳстерме май парӗ.
Шупашкарти Республика эндокринологи диспансерне Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпитальне куҫарасшӑн. Ку ыйтӑва юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускав районӗн администрацийӗнче иртекен итлевре пӑхса тухӗҫ.
Медучрежденисене реорганизацилесе эндокрин тытӑмӗн чирӗпе нушаланакан пациентсем валли консультативлӑ диагностика центрӗ тӑвасшӑн. Унта эндокринологсем, хирургсем пулӗҫ.
Тухтӑрсем ӗҫ вырӑнӗсӗр тӑрса юлмӗҫ. Оптимизаци пуҫлӑхсене ҫеҫ пырса тивӗ. Аса илтерер: унччен Шупашкарта Хулари 1-мӗш клиника пульницине тата Хулари 7-мӗш пульницӑна, Хулари 3-мӗш ача-пӑча пульницине тата Хулари 7-мӗш пульницӑна пӗрлештернӗ.
Реорганизацилесен ҫав ҫуртра ача пахчи уҫӑлма пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |