Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Хулара

Шупашкарти ЗАГСра электронлӑ черет ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку мел клиентсене кирлӗ специалистсем патне лекме пулашать.

«Кам юлашки? Эпӗ сирӗн хыҫҫӑн», - ҫакнашкалли урӑх пулмасса Шупашкар хула администрацийӗ шантарать. Мускав проспектӗнче вырнаҫнӑ ЗАГСра малашне электронлӑ черет ӗҫлӗ.

Клиент тытӑмра хӑйне кирлӗ патшалӑх пулӑшӑвне суйлӗ, вара ӑна кирлӗ ҫын патне ярӗҫ. ЗАГСра ҫавӑн пекех мӑшӑрланмашкӑн та электронлӑ майпа черете тӑма май пур. Ят улӑштарас килсен, свидетельство е справка кирлӗ пулсан та электронлӑ черет пулӑшать.

 

Хулара

Шупашкарта хулари 14 маршрутпа пассажирсене илсе ҫӳремешкӗн ирӗк илме усламҫӑсенчен ыйту йышӑнма пуҫланӑ. Паянхи кун ҫав 14 маршрутран 13-шӗнпе Чӑвашавтотранс автобусӗсем хутланӑ.

«Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, тӗп хула администрацийӗ хулари 2, 3, 5, 7, 10, 12, 14, 15, 16, 18, 19, 20, 21, 22, 24 тата 26-мӗш маршрутсемпе уҫӑ конкурс ирттермесӗрех кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӳремешкӗн ирӗк пама документсем йышӑнма тытӑннӑ. Каласа хӑвармалла, 13 маршрутпа Чӑвашавтотранс усӑ курнӑ пулсан, тепринпе, 19-мӗшпе, Троллейбус упраленийӗ транспорт ҫӳретнӗ.

Асӑннӑ маршрутсемпе ҫӳрес кӑмӑллисен юрӑхлӑ транспорт пулмалла, вӗсене хуҫисен карттӑпа тӳлеме май паракан терминалпа, ГЛОНАСС е ГЛОНАСС/GPSпа тивӗҫтермелле.

 

Хулара

Шупашкарти 4-мӗш гимназин экс-директорӗ суд пуласса кӗтет. Ӑна должноҫӗпе ытлашшипех усӑ курнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.

Аса илтерер: следстви версийӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи пуш-авӑн уйӑхӗсенче гимнази директорӗ саккуна пӑсса ҫынсенчен 420 пин тенкӗ илнӗ. 20 яхӑн ҫын ачисене гимназие вӗренме кӗртес тесе ӑна сӗтев панӑ. Укҫана хӑйне тыттарнӑ, ҫын урлӑ панӑ е картта ҫине куҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл пӗр хӗрачан аттестачӗ ҫине «4» тата «5» паллӑсем лартнӑ. Лешӗ вара «3» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ.

2017 ҫулхи нарӑс-ҫӗртме уйӑхӗсенче гимназири пӗр ӗҫчен директора хӑйӗн шалӑвӗнчен 20-шер пин тенкӗ парса тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 100 пин тенкӗ.

Айӑпланакан экс-директора килти ареста лартнӑ. Унӑн Toyota Corolla автомобильне те арестленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50900
 

Сывлӑх

Хулари ача-пӑча 2-мӗш пульницинче ҫӗнӗ инфекци корпусӗ тӑвӗҫ. Аукцион ирттересси пирки утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Ҫӗне корпус хута ямашкӑн пахча ҫимӗҫ управне, ҫӗр айӗнчи резервуара, ҫӳп-ҫап купаламалли лапама аркатӗҫ. Здани 1-3 хутлӑскер пулӗ. Хальхи инфекци корпусӗпе ӑна ҫӗр ҫийӗн тунӑ каҫӑ сыпӑнтарӗ.

Кунсӑр пуҫне подрядчикӑн автотранспорта дезинфекцилемелли здани, котельнӑй, ҫӳп-ҫап хумалли вырӑн тумалла.

Заявкӑсене утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукциона утӑн 27-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанхи хак – 338,1 миллион тенкӗ. Ҫӗнӗ инфекци корпусне килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 18 уйӑхра туса пӗтермелле.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарта аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫав вӑхӑтра пӗр хваттере аҫа ҫапнӑ.

«Благовещенски» микрорайонти хваттере аҫа ҫапнине ҫынсем курнӑ. «Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 22 сехет те 10 минутсенче Пасар урамӗнче вырнаҫнӑ хваттере аҫа ҫапрӗ», - ҫапларах пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. «Эпир машинӑра лараттӑмӑр, пирӗн куҫ умӗнче ҫиҫӗм ялтлатрӗ, виҫҫӗмӗш хутри хваттерӗн чӳречине аҫа ҫапрӗ. Вӑл ҫийӗнчех хыпса илчӗ, вырӑна виҫӗ пушар машини килчӗ», - тенӗ Дарья.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хваттерте тивӗҫлӗ канури ҫын пурӑнать. Вӑл урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50887
 

Раҫҫейре

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Мензелинск аэродромӗнче Екатеринбург, Пермь, Челепи, Ижевск, Шупашкар тата Мускав парашютисчӗсем «Вингсьют – пысӑк формацисем» дисциплинӑра Урал тата Атӑлҫи рекордне ҫӗнетнӗ.

Парашютистсен йышӗнче пирӗн ентеш те пулнине палӑртма кӑмӑллӑ. Эппин, Евгений Абрамов та рекорда ҫӗнетес ӗҫе хӑйӗн тӳпине хывнӑ.

Парашютистсем улттӑмӗш хутӗнче фармаци пуҫтарнӑ. Унта 10 ҫын хутшӑннӑ. Ҫапла вӗсем регионсен хушшинче спорт ҫитӗнӗвӗ тунӑ. Халӗ спортсменсем Раҫҫей тата Европа рекорчӗсене ҫӗнетес ӗҫе хутшӑнма пултарӗҫ. Ӑмӑрту Коломнӑра ҫак уйӑхра иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50844
 

Культура

Кӑҫал федераци Сапантуйӗ Шупашкарта иртесси пирки сай тра хыпарланӑччӗ. Тутарсем уява утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче пухӑнӗҫ. Унта Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов та килме палӑртнӑ.

Президент Чӑваш Ене пушӑ алӑпа ҫитмест. Вӑл наци кӗрешӗвӗнче ҫӗнтернӗ спортсменсене хаклӑ парнепе чысласшӑн. 20 ытла виҫе категорийӗнче мала тухнисене такапа тата хаклӑ парнепе хавхалантарӗҫ. Тӗп ҫӗнтерӳҫе, паттӑра, президент «Вольскваген Поло» машина парнелӗ.

Рустам Минниханов регонти тутарсен наци культурин автономине те парнепе хавхалантарасшӑн. Вӑл Чӑваш Енри тутарсене «Форд Транзит» микроавтобус пама палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пӗрисем хваттере хостела, тепӗр майлӑ каласан, йӳнӗ хӑна ҫуртне, ҫавӑрнӑ.

Пӑтӑрмах тӗлӗшпе Шупашкарти Калинин район прокурорӗ суда ҫитнӗ. Тавӑҫра Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗнчи хваттере хӑна ҫурчӗ евӗр усӑ курни кӳршӗсен саккунлӑ интересне пӑснине палӑртнӑ.

Хваттере хостел евӗр усӑ курнӑ. Унта сакӑр ҫын валли вырӑн йӗркеленӗ. Хӑна ҫурчӗ евӗр ӗҫленине хыпарлакан пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче те рекламӑланӑ, алӑк ҫине те ҫырса хунӑ, епле ӗҫленине кӑтартнӑ.

Ҫак кунсенче суд ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна куҫӑнсӑр майпа йӗркеленӗ. Тӳре Шупашкарти хваттере хостела ҫавӑрни саккунпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ, хӑна ҫуртне ӗҫлеме чарма йышӑну кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.

 

Культура

Кӗҫнерникунсерен Шупашкарти Константин Иванов скверӗнче ҫуллахи вулав залӗ ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех унта сӗтелҫи вӑййисене выляма, пазл пуҫтарма, конкурссемпе викторинӑсене хутшӑнма май пур.

Уҫӑ тӳпе айӗнчи вулав залӗ иртнӗ кӗҫнерникун ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта илемлӗ тата ытти литературӑпа паллашма пулать. Чи пӗчӗккисем валли те, аслисем валли те кӗнекесем пур. Вулавӑша вырӑнтах ҫырӑнма пулать.

Аслисем кӗнеке вуланӑ чухне ачасем вӑйӑсем выляма, ӳкерме, пазл пуҫтарма, конкурссемпе викторинӑсене хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ачасем, ҫамрӑксем валли кӗнекесене Шупашкарти паллӑ ҫынсем сасӑпа та вулӗҫ.

Вулав залӗ тӳлевсӗрех ӗҫлет. Унта 17-19 сехетсенче ҫитме май пур.

 

Хулара

Утӑ уйӑхӗнчен Шупашкарта халӑх транспорчӗпе ҫӳремешкӗн хаксене татах хӑпартӗҫ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтерни тӑрӑх Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Паян хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сити-менеджер хака пӗр эрне каярах ӳстерессине пӗлтернӗ.

Троллейбусра хак 1 тенкӗ, автобусра 2 тенкӗ ӳсӗ.

Аса илтерер, хулара автобуспа тата троллейбуспа ҫӳренӗшӗн хака нумаях пулмасть — нарӑс уйӑхӗнче — хӑпартнӑччӗ. Хальхи вӑхӑтра автобуспа, троллейбуспа пӗрре ларса кайнӑшӑн 18 тенкӗ, машруткӑсенче 22 тенкӗ тӳлемелле. Аллӑн укҫа тӳлемесен (сӑмах пӗрлехи транспорт картти пирки пырать) пассажирсемшӗн хак 4 тенкӗ йӳнӗрех ларать.

 

Страницӑсем: 1 ... 577, 578, 579, 580, 581, 582, 583, 584, 585, 586, [587], 588, 589, 590, 591, 592, 593, 594, 595, 596, 597, ... 1070
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 07

1914
111
Иван Вашки, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1920
105
Чӑваш облаҫӗн пӗрремӗш канаш съезчӗ пуҫланнӑ.
1929
96
Канашра пӗрремӗш электростанци ӗҫлеме тытӑннӑ.
1930
95
Шупашкарта Н.К. Крупская ячӗллӗ парка уҫнӑ.
1931
94
«Штурм» (халӗ «Ялав» ятлӑ) хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1934
91
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1940
85
Эверккел Ваҫҫи, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
69
«Сталинец» хаҫата «Октябрь ҫулӗ» (халӗ «Ҫӗрпӳ хыпарҫи») ят панӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи