Унччен Шупашкар экологи танлаштарӑмӗнче малти йӗркесенчен пӗрне йышӑннӑ. Халӗ вара вӑл унтан пачах тухса ӳкнӗ. Мӗн пулнӑ?
Танлаштарама РФ Ҫутҫанталӑк министерстви тата Халӑх фрончӗ хатӗрлет. Халӑх фрончӗн Чӑваш Енри штабӗн пайташӗ Александр Воробьев пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри ведомствӑсем РФ Ҫутҫанталӑк министерствине хулари экологи лару-тӑрӑвӗ пирки даннӑйсем паман. Ҫавна май Шупашкар Раҫҫейри экологи танлаштарӑмне кӗреймен.
Шупашкарсӑр пуҫне танлаштарӑмран тепӗр 33 хула тухса ӳкнӗ. Вӗсен йышӗнче – Благовещенск, Иваново, Калининград, Красноярск, Магнитогорск, Чулхула, Петрозаводск, Псков, Смоленск, Тверь, Томск тата ыттисем. Малти вырӑнсене вара Ҫырчаллӑ, Хусан, Воронеж йышӑннӑ.
Сӑмах май, танлаштарӑма 100 пин ытла ҫын пурӑнакан 103 хула хутшӑннӑ.
Юр ҫуман-ха. Шупашкарта вара тӑвайкки тӑвасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна Хӗрлӗ тӳремре вырнаҫтарма палӑртнӑ.
Хулари тӗп тӑвайкки 9 метр ҫӳллӗш пулӗ. Унтан виҫӗ вырӑнтан ярӑнса анма май тӑвӗҫ. Кашнийӗ тӗрлӗ ҫӳллӗш пулӗ. Тӑвайккине йывӑҫран тӑвӗҫ. Ӑна ҫутӑсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫапла майпа унта кӑнтӑрла та, каҫхине те ярӑнма май пулӗ.
Тӑвайккине хула гербӗн тӗсӗсемпе илемлетӗҫ. Ҫавӑн пекех «Шупашкар ӑмӑрткайӑкӗсем» баскетбол командин тата «Шупашкар» хоккей клубӗн логотипӗсемпе усӑ курӗҫ.
Тӑвайккине раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тума палӑртнӑ. Анчах унччен юр ҫуса лартӗ-и? Ҫук тӑк ярӑнас килсен кӑштах кӗтме тивӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫакнашкал тӑвайккинчен 120 пин ытла ҫын ярӑннӑ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ пирки ниепле те калаҫма чарӑнаймаҫҫӗ. Ара, парӑмӗ пысӑк-ҫке-ха. Управленин панкрута тухас хӑрушлӑх пур.
Халӑх лӑпланма пултарать – Шупашкарти троллейбус управленине тек панкрута кӑларма ыйтмаҫҫӗ. Аса илтерер: предприяти электроэнергишӗн самай пысӑк укҫа тӳлемен. Ҫавна май Чӑваш электробыт компанийӗ управление панкурата кӑларма ый тнӑ.
Нумаях пулмасть троллейбус управленийӗ парӑман пӗр пайне, 40 миллион тенке, татнӑ. Ку укҫана хула влаҫӗ панӑ. Ҫавӑнпа Чӑваш электробыт компанийӗ управление панкрута кӑларма ыйтмасть, судран тавӑҫа илнӗ.
Чӑваш Енри Арбитраж сучӗ ЧР Спорт министерстви тӗлӗшпе ҫырнӑ тавӑҫа тивӗҫтерме йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайт хыпарлать.
Министерство тӗлӗшпе «Голицын» холдинг компанийӗ тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл 2012-2015 ҫулсенче «Шупашкар-Арена» пӑр керменне хута янӑ. Икӗ енпе тунӑ килӗшӳ тӗлӗшпе ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ иккен. Икӗ килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрремӗш патшалӑх килӗшӗвӗпе ӗҫе – 970 миллион, тепӗр килӗшӳпе 292 миллион тенкӗлӗх хакланӑ.
«Голицына» вара хыснаран 690 миллион тата 261 миллион тенкӗ тӳленӗ. ЧР Арбитраж сучӗ тавӑҫа туллин тивӗҫтернӗ, ЧР Спорт министерствинчен 311 миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Чӑваш наци музейӗнче юрӑ-кӗвӗллӗ литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Степан Аслан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Литература каҫне Степан Асланӑн ачисемпе мӑнукӗсем тата тӑванӗсем кӑна мар, хальхи ҫыравҫӑсем те, Канаш районӗн ентешлӗхӗн хастарӗсем те, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин вӗренекенӗсем те, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем те хутшӑннӑ. Малтанах Степан Асланӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илнӗ, кун пирки пухӑннисене Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне паллӑ ҫыравҫӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ самантсемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч паллаштарнӑ. «Ахрат», «Сехмет», «Хӑват» хайлавсен авторӗн хӗрӗ Алина Асланина-Павлова ашшӗн «Ростки жизни» кӗнекине презентациленӗ, ӑна вӑл вырӑсла хӑй куҫарнӑ.
Палӑртар, литература каҫӗнчех «Чап-мухтавшӑн эп ҫунмастӑп» курав уҫӑлнӑ, унта Степан Асланӑн кӗнекисемпе тата сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать.
Шупашкарти ача пахчисемпе шкулсенче апатлану хакӗ ӳсӗ-и? Ахӑртнех, ку ашшӗ-амӑшне питӗ кӑсӑклантарать.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров акӑ мӗн пӗлтерет: хальхи вӗренӳ ҫулӗнче ача пахчисемпе шкулсенче апатлану хакӗ ӳсмест. Ку ыйту патне ҫитес ҫулхи ҫулла таврӑнма палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑталла лару-тӑрӑва тишкерӗҫ.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсемпе танлаштарсан, Чӑваш Енри ача пахчисемпе шкулсенче апатлану хакӗ чи пӗчӗкки шутланать. Чулхулара, тӗслӗхрен, кунсерен 140 тенке яхӑн тӳлеҫҫӗ. Шупашкарта вара – 65-70 тенкӗ. Кӑҫал хула хыснинчен апатлану валли 60 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Анчах палӑртмалла: апат-ҫимӗҫ хакӗ ӳссех пырать. Эппин, апатлану хакӗ те хӑпарасса кӗтмелле.
Сире общество транспорчӗпе ҫӳреме килӗшет-и? Ку тытӑмра сире йӑлтах тивӗҫтерет-и? Раҫҫейри тӗрлӗ хулара пурӑнакан ҫынсен шухӑшне sz-fo.ru портал ыйтса пӗлнӗ те танлаштарӑм хатӗрленӗ.
«Общество транспортне кӗтсе илме пулать-и? Унпа хулан кирек хӑш кӗтесне те ҫӑмӑллӑнах ҫитме май пур-и?» Ҫак ыйтсене респондентсем хуравланӑ.
Списока Шупашкар хули те лекнӗ. Вӑл 11-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Анчах, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, вӑл 5 йӗрке аяларах аннӑ. Ыйтӑма Шупашкарта пурӑнакан 1214 ҫын хутшӑннӑ.
Танлаштарӑмра 1-мӗш вырӑнта – Тӗмен. 2-мӗш йӗркене Грозный хули йышӑннӑ, 3-мӗшне – Ангарск. Чи аялти йӗркесене Волгоград, Шахты, Балашиха хулисем йышӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче Кӑнтӑр Корейӑри Сеулта кирек пуканӗ йӑтассипе тӗнче ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Шупашкарти «Энергия» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан спортсменсем, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем Алексей Иванов тата Анастасия Александрова унта лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
Алексей Иванов 32 килограмм таякан кирек пуканне 114 хутчен тӗртнӗ, 193 хутчен сулласа ҫӗкленӗ. Ҫапла майпа вӑл ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Кунсӑр пуҫне пирӗн ентеш юниорсен хушшинче тӗнчен икӗ рекордне ҫӗнетнӗ.
Анастасия Александрова та пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 24 килограмлӑ кире пуканне 145 хутчен ҫӗкленӗ. Настя кунашкал кӑтартушӑн савӑннӑ, анчах вӑл кунпа кӑмӑллах юлман.
Шупашкара ҫитес вӑхӑтра йывӑр чирлӗ ачасене ҫӑлӑнӑҫ пама ятарлӑ аппаратсем кӳрсе килӗҫ. Ҫав аппаратсене ытти чухне усӑ курнӑ оборудовани пулӑшайми пулсан ҫеҫ парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен ПТРК пӗлтерет.
Раҫҫейӗн ача-пӑча тӗп реаниматологӗ Сергей Степаненко Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пулнӑ май республикӑри тухтӑрсем валли йӗркеленӗ вӗренӳ семинарне хутшӑннӑ тата сывлӑх сыхлавӗн министрӗпе Владимир Викторовпа тӗл пулнӑ. Сергей Степаненко республикӑра ачасене ҫӑлмалли ҫӗнӗ меслетпе усӑ курма сӗннӗ. Вӑл ӳпкене искусствӑлла майпа нумай вӑхӑт сывлаттаракан аппарата ылмаштарма май парать.
«Пирӗн респираторлӑ пулӑшу меслетне аталантармалла. Чӑваш Енре ӗҫе чунӗпе парӑннӑ тухтӑрсем вӑй хураҫҫӗ. Меслете ӗҫе кӗртме условисем пур», — тенӗ Раҫҫейӗн ача-пӑча тӗп реаниматологӗ.
Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумай юлнӑ пек туйӑнать-и? Анчах сиссе те юлаймастӑр – уяв ҫитсе тӑрӗ. Ҫӗнӗ ҫула ӑҫта ирттересси пирки пуҫ вататӑр-и? Tvil.ru сайт вара туристсене уява Шупашкарта ирттерме сӗнет.
Мӗншӗн шӑпах Шупашкарта-ха? Мӗншӗн тесен тӗп хуламӑрта уява ирттерме укҫа нумай кирлӗ мар-мӗн. Tvil.ru сайт Ҫӗнӗ ҫулта йӳнӗ хакпа канма май пур хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ.
Сайт раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен хӑна ҫурчӗсемпе хваттерсене тара илме мӗн хак пулнине шута илнӗ. Шупашкар танлаштарӑмра 6-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑтамран туристсем Шупашкарта пурӑнмалли вырӑна икӗ талӑклӑха тара илеҫҫӗ. Куншӑн вӗсем 1,5 тенкӗрен те сахалрах тӳлеҫҫӗ.
ТОП-10 списока Смоленск, Аслӑ Новгород, Воронеж, Сарӑту, Новосибирск, Ижевск, Белгород, Липецк, Киров хулисем те кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |