РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем 46 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл унччен темиҫе хутчен те судпа айӑпланнӑскер иккен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче ун пирки маньяк тесе пӗлтернӗ.
Тӗрмерен ҫав этем кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче тухнӑ. Анчах ирӗкре савӑнса та уҫӑ сывлӑпа кӑкӑр туллин киленсе пурӑнас вырӑнне арҫын каллех пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Хальхинче вӑл пӗр хӗре вӗлерессипе хӑратса пусмӑрлама хӑтланнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхн 30-мӗшӗнче ҫурҫӗр тӗлӗнче арҫын Шупашкарти «Байконур» микрорайон ҫывӑхӗнчи вӑрманлӑ вырӑнта 21 ҫулхи хӗре асӑрханӑ. Вӗлерессипе хӑратса ӑна тӗмсем хушшине сӗтрсе кӗнӗ. Анчах хӗре темле пусмӑрас тесен хайхи май килмен, мӗншӗн тесен лешӗ хытах хирӗҫ тӑнӑ, пӗтӗм вӑйран кӗрешнӗ, хӗр тарса ӳкнӗ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.