Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Культура министрӗн ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.02.2022 18:19 | 2042 хут пӑхнӑ
Политика
chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Министр ҫумӗнче шӑп та лӑп пӗр ҫулталӑк ӗҫленӗ Георгий Богуславский министерствӑри пукансӑр юлнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.

Георгий Леонидович — Ставрополь крайӗнчи Кисловодск хулинче 1978 ҫулта ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата Мускаври М.А. Шолохов ячӗллӗ патшалӑх гуманитари институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Культура министерствине куҫиччен вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркне (2007 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе) ертсе пынӑ.

#политика, #Культура министерстви, #ӗҫ вырӑнӗсем, #йышӑнусем, #Кисловодск, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 2289.17.7789
2022.02.05 14:02
Таси паха!!!
Тахҫанах кутӗнчен тапса кӑларса ямаллаччӗ чӑваш халӑхӗнчен йӗрӗнекен йӗксӗке!
Валери Туркай
Каллималлин // 2255.11.6234
2022.02.05 22:49
Тепӗр указ тухнӑ, ӑна каялла илнӗ: роман-тӑк роман.
Базиль Кириллов // 2503.82.5634
2022.02.08 15:46
Уншăн хытă тăраканни Мускаври Думăрах ларать тет, пысăк пуçлăхсене "ман Кĕркурине тивсен туртса çуратап" тесе хăратать тет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем