Дарья Жевалюкова Шупашкарти 64-мӗш шкулта вӗренет. Маттур хӗрача WorldSkills Russia-2020 Наци чемпионатӗнче «Повар ӗҫӗ» компетенцире малти вырӑна йышӑннӑ.
Виҫӗ куна тӑсӑлнӑ ӑмӑртура ҫамрӑксем ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Вӗсем виҫӗ сехет хушшинче виҫӗ блюдо хатӗрленӗ. Кӑҫал пандемие пула ӑмӑрту Кузбасс хулинче онлайн режимпа иртнӗ, ҫавна май дегустаци пулман. 16 ҫулти Дарья заданисене веб-камера умӗнче пурнӑҫланӑ.
Экспертсем Шупашкар хӗрӗ пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫе пысӑка хурса хакланӑ. Дарья ку конкурс питӗ кирлӗ пулнине, вӑл пурнӑҫри ҫула, малашнехи профессие суйлама пулӑшнине палӑртнӑ.
Ҫунана ҫулла, урапана хӗлле хатӗрлемелле. Паян ҫакӑн пирки «Газпром межрегионгаз Чебоксары» организаци ертӳҫи Кияметдин Мифтахутдинов аса илтернӗ. Вӑл журналистсене пресс-конференцие пхнӑ. Унта газ укҫипе парӑмлисем пирки сӑмах хускатнӑ.
Ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен компани умӗнче парӑмлӑ тесе пӗлтерет пресс-конференцие хутшӑннӑ Валентина Багадерова журналист. Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсен тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче парӑм виҫи уйрӑмах пысӑк иккен.
Канашран Шупашкара килекен пуйӑс расписанийӗ вӑхӑтлӑха ылмашӗ.
«Раҫҫей чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществин Чулхулари филиалӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, расписание икӗ кунлӑха ҫеҫ улӑштарӗҫ.
Канашран республикӑмӑрӑн тӗп хулине килекен пуйӑс авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тата юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче станцирен 4 сехет те 34 минутра хускалӗ. Халӗ вӑл унтан 3 сехет те 51 минутра тапранать. 43 минут каярах хускални Ишлей станци патӗнче ҫула юсанипе ҫыхӑннӑ. Канашрах каярах тухнине кура ытти станцие те пуйӑс 43 минут каярах ҫитӗ. Шупашкарта вӑл 6 сехет те 58 минутра пулӗ.
Чӑваш Енре респираторлӑ чирсемпе чирлекенсен шучӗ иртнӗ эрнере каллех йышланнӑ. Халӗ вӗсен шучӗ 6 пинрен иртнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 14-20-мӗшӗсенче 6 385 ҫынӑнне «респираторлӑ чир» диагноз лартнӑ, ку вӑл унчченхи эрнеринчен 1 081 тӗслӗх, е 20,4 процент, нумайрах. Цифрӑсене Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Чирлекенсем Шупашкарта уйрӑмах йышлӑ. Унта 4 308 ҫынна ҫак амак ернӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (305 ҫын чирлет), виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗ (268).
Ҫав вӑхӑтрах специалистсем ку цифрӑсенсен шикленме сӗнмеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче ҫулсерен ҫавӑн пек тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче респираторлӑ чирпе 6 094 ҫын чирленӗ. Унтан чирлисен йышӗ чакма пуҫланӑ.
Вӑрӑран юлать, пушар вара нимӗн те хӑвармасть. Канмалли кунсенче ҫынсем мунча хыпса илнипе нумай шар кураҫҫӗ. Ҫакӑн пикри Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ асӑрхаттарать. Ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче мунчасем тӑтӑшах ҫунаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каҫхи 21 сехет тӗлӗнче Шупашкарти Калинин районӗнчи Айзман урамӗнчи ҫуртра пушар алхасма тытӑннӑ. Специалистсем мунча кӑмаки юсавсӑр пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче вырсарникун йывӑҫ мунча кӗлленнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫав кун пӗрисен мунчи ҫуннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан каччӑ ҫармӑс хӗрне хӗненӗ. Уншӑн ӑна тӗрмене хупса хурӗҫ.
Каччӑ кӳршӗ регионта пурӑнакан 14 ҫулти хӗрпе туслӑ пулнӑ. Туслӑ кӑна та мар, лешӗ унран йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. Пӑтӑрмах 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ака уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Каччӑ ӗҫсе лартнӑ хыҫҫӑн савнийӗпе ялан харкашнӑ. Ун ҫине алӑ та час-часах ҫӗкленӗ. Хӗре каччӑ хӑйӗн килӗнче те, амӑшӗ патӗнче хӗненӗ.
Пӗрмай патак ҫитерсе пурӑнакан каччӑ тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗнтӗ суд та пулнӑ. Ҫамрӑка пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ҫулталӑк ҫурӑлӑха ӑсатмай йышӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана такам вӑрлама пуҫланӑ имӗш.
Палламан арҫын укҫана «ҫӑлмалли» меслет пӗлтернӗ. Хӗрарӑм вӑл каланине пурнӑҫласа пынӑ. Анчах ку укҫана ҫӑлма пулӑшман, пачах тепӗр май – хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен 800 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.
Шар курнӑскер кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Республикӑри икӗ шкулта вируслӑ пневмонипе чирлекенсем нумайланнӑ. Сӑмах – Шупашкарти 55-мӗш шкул тата Элӗк районӗнчи Вутлан шкулӗ пирки.
Вутланри пӗлӳ ҫуртӗнче пӗр класра икӗ ача вируслӑ пневмонипе чирленӗ. Роспотребнадзор ҫак шкулсенче тӗрӗслев ирттерме пуҫланӑ. Ведомство специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенче халӗ ОРВИпе, гриппа чирлекенсем те нумайланаҫҫӗ. Ҫавна май Роспотребнадзор хӑш-пӗр мерӑсем йышӑнма сӗнет. Тӗслӗхрен, класри ачасен 20 проценчӗ чирлесен унта вӗренӗве чарса лартмалла.
Тӗнче курса ҫӳреме юратакансен кӑшӑлвируса пула чӑрмав сиксе тухнӑ хыҫҫӑн хамӑр ҫӗршыври тата тӑван тӑрӑхри кӑсӑклӑ вырӑнсене шырама пуҫларӗҫ. Хитри, ытармалла марри Чӑвашра, чӑн та, пур. Вӑрманпала уй-хир, пӗве-кӳлӗ, авкаланса юхса выртакан юханшывсем, кайӑк-кӑвакал... — пурте пур. Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ ҫывӑхӗнчи чукун ҫул кӗперӗ те туристсене илӗртет. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та пулнӑччӗ. Вӑл кӗпере юсаса ҫӗнетмелине, ун тавралли террриторие хӑтлӑлатмаллине, ун патне пыма ҫул тумаллине палӑртнӑччӗ.
Ӗнер каҫхи 20 сехет те 50 минутра ҫав вырӑнта инкек пулнӑ. Шупашкартан кайнӑ фотограф, 27 ҫамрӑк, кӗпер ҫинчен персе аннӑ. Вӑл вырӑнтах вилсе кайнӑ. Унта РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫитнӗ, тӗпчев пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ та… укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫав арҫынпа тӗнче тетелӗнче ҫырӑннӑ. Хайхи савни унран банк карточкин реквизичӗсене ыйтнӑ. Хӗрарӑм шухӑшласа тӑмасӑрах даннӑйсене ҫырса янӑ.
Арҫын ҫийӗнчех унӑн карточки ҫинчи укҫана вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 50 пин тенке яхӑн. Хӗрарӑм полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл – Тутарстанри пӗр колонире ларакан 28 ҫулти арҫын-мӗн. Вӑрӑ йӗрне тупсан вӑл хӑйех айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |