Сурхурипе Мӑнкун хушшинче Ҫӑварни уявне пӗр эрне тӑршшӗпех паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӑварни уявӗнче ҫамрӑксем сивӗ хӗле хӑвӑртрах хӑваласа, ирттерсе ярас, ӑшӑ ҫуркуннене кӗтсе илес тесе лаша ҫуни ҫине ларса хӗвеле май ярӑнса ҫӳренӗ. Паллах, вӑйҫӑсем те юнашарах пулнӑ. Вӗсем тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗ каласа ҫамрӑксене Ҫӑварни юрри юрлаттарнӑ, савӑнтарнӑ. Ача-пӑча сӑрт-ту ҫинчен ҫунашкапа ярӑннӑ.
Кӑҫал пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗш кунӗччен ҫӑварни эрни тӑсӑлӗ. Ҫак уява Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш номерлӗ гимназинче те савӑнӑҫлӑ ирттерчӗҫ. Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем пулса иртрӗҫ. Уява шкул ачисем, ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Малтанах сӑвӑсем каласа, Ҫӑварни юррисем юрласа Хӗле ӑсатрӗҫ. Мӗн чухлӗ илемлӗ юрӑ шӑранмарӗ-ши Ҫӑварни ҫинчен? Ҫӑварни тӑвайккинчен ҫунашкапа ярӑнмасӑр мӗнле ирттӗр-ха? Пӗчӗкреххисем хаваспах тӑвайккине ҫунашка сӗтӗрсе чупрӗҫ. Пӗрне пӗри ярӑнтарчӗҫ. Эх, кайрӗ вара ача-пӑча сасси урам тӑрӑх…
Ҫӑварни — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни. Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Ӗлӗк ҫӑварни кӗҫнерникун пуҫланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте икӗ эрнене тӑсӑлнӑ. Пӗрремӗш эрни — Аслӑ Ҫӑварни, иккӗмӗшӗ — Кӗҫӗн Ҫӑварни. Христианлӑх сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссеннипе пӗрлешнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗренекенӗсем пушӑн 7-мӗшӗнче Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Урамра кунӗпех ҫил-тӑман алхасрӗ пулин те, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗсем шкул картишне пуҫтарӑнчӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява шкулти воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ А.М.Максимовӑпа аслӑ вожатӑй Н.И.Шибаева йӗркелесе пычӗҫ.
Кашни класс ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ ҫатма икерчӗ хатӗрленӗ, вӗсен тутлӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те хӑналаҫҫӗ.
Уяв питӗ хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ. Малтанах ачасем Ҫӑварни юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ.
Хӗрачасем, хӗрсем, хӗрарӑмсем! Асаннесем, кукамайсем! Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те ҫуркуннехи пӗрремӗш уяв ячӗпе, Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлать!
Ҫуркуннехи тавралӑх епле капӑр, эсир те ҫавӑн пекех илемлӗ пулӑр, ҫуркуннехи ҫил епле ӑшӑ эсир те ҫӑвӑн пекех ӑшӑ кӑмӑллӑ пулӑр.
Телей, юрату ан иксӗлтӗр сирӗн пурнӑҫра!
Ҫитес кунсенче, пушӑн 4-мӗшпе 5-мӗшӗсенче, Аслӑ Сӑвӑҫӑмӑрӑн 105 ҫулне халалласа Митта уявне ирттерме пулӑртнӑ. Йӗркелекенсем: Митта Ваҫлейӗн Хунти, Чӑваш наци конгресӗ, Патӑрьел район администрацийӗ, Патӑрьел районӗнчи «Авангард (Паянхи сас)» хаҫат редакцийӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Аслӑ Арапуҫри Митта ячӗллӗ шкулсем.
Уяв программинче Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26 ҫурт умӗнче вырнаҫнӑ асӑну хӑми умне чечекпе пуҫ тайни, Митта Ваҫлейӗн палӑкӗ умӗнче чечекпе пуҫни тайни, шкул ачисемпе тӗлпулу ирттерни пулӗ. Шупашкарта чечексем пушӑн 4-мӗшӗнче 10 сехетре хурӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти палӑк умне — 11 сехетре. Уяв программине ҫавӑн пекех Патӑрьелти район администрацийӗнчи тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет), «Ҫӑкӑр» музейпе паллашнине (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет ҫурӑ), Аслӑ Арапуҫ ҫӑви ҫинче Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечексем хунине (пушӑн 5-мӗшӗ, 13 сехет), Аслӑ Арапуҫӗнчи шкулти тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 14 сехет) кӗртнӗ.
Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче, тунтикун, Пушкӑртстанри Авӑркас районне кӗрекен Чӑваш Хурамалӗнче «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятлӑ чӑваш тумӗн уявӗ иртрӗ, ӑна Василий Николаев, Геннадий Иванов-Орков тата Виталий Иванов хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑваш тумӗ. Аваллӑхран малашлӑха» кӗнеке тухнӑранпа 10 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.
Уявра чылай халӑх ансамблӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ, хӑйсен тумӗсемпе килентернӗ. Пысӑк уява халӑх та йышлӑ пухӑннӑ — чӑвашсем тӗрлӗ кӗтессенчен пырса ҫитнӗ. Пирӗн республикӑран та хӑнсем пулнӑ, сӑмахран, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова вӗтӗ шӑрҫапа эрешлесе тӗрлес ӑсталӑха кӑтартса панӑ.
Фойере тӗрлӗ куравсем ӗҫленӗ. Чӑваш наци музейӗ кунта вӗсен архивӗнче упранакан авалхи тумсемпе паллаштарнӑ.
Сурхури — чӑвашсен авалхи уявӗ. Ӑна кун таврӑннӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Уяв пӗр эрне хушши пынӑ, каярахпа Христос тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн Кӑшарничченех тӑсӑлнӑ. Сурхури йӑли-йӗркисене кил-ҫуртра ӑнӑҫлӑх, хуҫисен ҫителӗклӗ пурнӑҫ, выльӑх-чӗрлӗхсем ӗрчевлӗ пулччӑр тесе ирттернӗ. Килес ҫулхи тыр-пул тухӑҫлӑхне те ҫав йӑласемпех ҫыхӑнтарнӑ.
Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче тӗрлӗ классенче вӗренекен ачасем ӗлӗкхи йӑласене кӗнекепе ҫеҫ вӗреннипе ҫырлахасшӑн пулмарӗҫ. Шкулта тӑван ен культурине вӗрентекен Галина Алексеевна ертсе пынипе сурхури сӑввисене тӑрӑшсах пӑхмасӑр калама вӗренчӗҫ. Каҫ кӳлӗм калаҫса татӑлнӑ вӑхӑтра Хырхӗрри ӳнер ҫуртне пухӑнчӗҫ. Кунта Татьяна Ивановна Бормотина директор пулӑшнипе хӑйсем ҫине тӗрлӗ тумтир виҫе-виҫе пӑхрӗҫ, кӑмӑла кайнисене суйласа тӑхӑнчӗҫ те ял тӑрӑх кайрӗҫ. Аслӑ урамра килрен-киле шаккаса кӗчӗҫ, такмак-сӑвӑ каларӗҫ.
«Сак тулли ача-пӑча пултӑр!
Урай тулли путек пултӑр!
Кӗтӗвӗн пӗр вӗҫӗ шыв патӗнче пултӑр,
Тепӗр вӗҫӗ картара пултӑр!
Хӗрлӗ Чутайра паян Хӗл Мучисемпе Юрпикисен уявӗ пулчӗ. Уява районти ял тӑрӑхӗсенчен пухӑннӑ тӗрлӗ тумлӑ Хӗл Мучисемпе Юрпикесем, юмахри сӑнарсем хутшӑнчӗҫ. Культура ҫурчӗ умӗнчи чӑрӑш тавра ирттернӗ тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑнса пухӑннисене савӑнтарчӗҫ. Клуб умӗнчи сцена ҫинчи шӳтсем те куракансене ҫав тери килӗшрӗҫ.
Кулчӗҫ, юрларӗҫ, тӗрлӗ вӑйӑсем вылярӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе хӑналарӗҫ.
Сӑнсем (48)
«Ҫӑлкуҫ» кафере ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Сурхури уявне уявларӗҫ. «Ҫӑлкуҫ» кафе уявсен пӳлӗмӗ пысӑках мар пулин те лӑк тулли халӑх пухӑнчӗ кунта. Юхма Мишши, Иван Христофоров, Владимир Агеев, Анатолий Кипеч, Виталий Станьял, Николай Лукианов, Юрий Исаев, Геннадий Тафаев тата ыттисем. Пурне те каласа та пӗтереймӗн. Ҫавӑн пекех хӑнасен йышӗнче Кейт Линдси американ хӗрӗ тата Слакпуҫри (Пушкӑртстан) К. Иванов музей-ҫуртне йӗркеленӗ паллӑ таврапӗлӳҫӗн Пётр Кудряшовӑн ывӑлӗ Василий пулчӗҫ.
Кӗрекене «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин (ҫак уява йӗркелекенӗ) уҫрӗ. Вӑл фонд ӗҫӗсемпе кӗскен паллаштарчӗ. Кӑҫал хулара Сурхурине уявлама пуҫлани 10 ҫул ҫитет иккен — пӗрремӗш хут ӑна Чӑваш наци музейӗн ҫуртӗнче, директор вырӑнӗнче Эдуард Бахмисов ӗҫленӗ вӑхӑтра ирттернӗ.
Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче чӑваш хӗллехи чи паллӑ уява, Сурхурине уявлама пуҫлать. 19-мӗшӗнче вара ҫак уяв вӗҫленет.
Сурхури уявӗ вӑрӑма тӑсӑлать, хатӗрлӗнессе те малтанах пуҫлаҫҫӗ — ачасемпе ҫамрӑксем килӗрен киле ҫӳресе Сурхури ирттерме хатӗр-хӗтӗр‚ ӗҫме-ҫиме‚ салат-хӑмла‚ кӗрпе-ҫӑнӑх пуҫтараҫҫӗ. Уяв кунӗнче юрланӑ, ташланӑ, юмӑҫ янӑ, картана кӗрсе сурӑх ури тытнӑ... Пӗрле апат ларса ҫинипе вара вӑл кун уяв вӗҫленнӗ. Тепӗр кунне ҫветке пуҫланнӑ. Эрнипех ҫӳренӗ вара.
Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те Сурхури ячӗпе саламлать!
Чӑваш халӑхӗн хастарӗсем йӑлана кӗнӗ йӗркепе Сурхурине уявлама кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче (вырсарникун) «Ҫӑлкуҫ» хупаха пухӑнӗҫ, уява «Сӑвар» чӑваш наци культурин аталану центрӗ йӗркелет. Пуҫламӑшӗ — 12 сехетре.
Пухура калаҫу та, юрӑ-ташӑпа савӑнасси те пулӗ. Шӳрпе пулӗ, килти сӑра. Чи пахи вара, паллах, хальхи лару-тӑрӑва сӳтсе явасси. Калаҫу хӗрӳ пуласса шанма пулать: Сурхурине уявлама Иван Христофорова, Виталий Станьяла, Анатолий Кипеча, Праски Виттине тата ытти паллӑ ҫынсене чӗннӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче, спорт уявне ирттернӗ май Куславккари «Атӑл» ятлӑ вӑй-хал культурипе сывлӑх сиплевӗн комплексӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртрӗ.
Ҫак кун «Атӑл» комплекса 1 168 ҫын килчӗ. 400 ҫын бассейра шыва кӗчӗ, 308 ҫын — универсаллӑ пӳлӗмпе ҫырлахрӗ. Тренажерсен залӗ 150 ҫынна илӗртрӗ, кардиотренажерсен залӗ — 30 ҫынна. Прокатра та ҫын сахал мар пулчӗ: 250 ҫын тӑркӑч илчӗ, 30 ҫын — йӗлтӗр.
Ӗнерех Ю.А. Зорин парнисемшӗн республика шайӗнчи волейбол ӑмӑртӑвне те ирттерчӗҫ. Пурӗ 13 волейболҫӑ ушкӑнӗ хутшӑнчӗ. Ҫак турнира Шупашкарти «Дент-а-мед» професилле стоматологин тӗп тухтӑрӗ Юрий Александрович Зорин йӗркеленӗ. Кӑҫалхи парне калӑпӑшӗ 40 пинпе танлашнӑ. Малти вырӑнсене Ҫӗнӗ Шупашкартан килнисем йышӑнчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна «Старко» ушкӑн тухрӗ, хӑйсемпе пӗрле вӗсем 20 пин илсе кайрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑн «Рэмисс» ушкӑна (12 пин) лекрӗ, виҫҫӗмӗш — «Средняя Волга» (чӑв. «Вӑтам Атӑл») ушкӑна.
Спорт уявне вӑй-хал культурипе сывлӑх сиплевӗн комплексӗнче ирттерни пурне те кӑмӑла кайрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |