Авӑнӑн 1-мӗшӗнче уявлакан Пӗлӳ кунӗ кӑҫал кану кунне — вырсарникуна — лекет. Ҫакна пула Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви шкул ачисемпе студентсене, ашшӗ-амӑшӗсене тата вӗрентекенсен пӗрлешӗвне «Пӗлӳ кунне хӑҫан палӑртмалла?» ыйтӑва татса пама шаннӑ. Ӑна валли ятарлӑ ыйтӑм та уҫнӑ, унта асӑннӑ ыйтун икӗ хуравне сӗнне:
► Авӑнӑн 1-мӗшӗ (вырсарникун) (кану кунне вара шӑматкуна, авӑнӑн 7-мӗшне куҫарса);
► Авӑнӑн 2-мӗшӗ (тунтикун).
Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӑн тӗп страницинче тата вӗренӳ министерствийӗн тетелӗнче утӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 20-мӗшчен интрактивлӑ ыйтӑма пуре 35 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Унта хутшӑнакансен 87% Пӗлӳ кунне ҫулсерен ҫирӗпленнӗ йӗрке тӑрӑх, авӑнӑн 1-мӗшӗнчех ирттермелле тесе сасӑланӑ. Ытти 13% вара уява авӑнӑн 2-мӗшӗнче ирттерме ыйтнӑ.
Ҫынсен шухӑшне тӗпе хурса Чӑваш Ен министерстви вӗренӳ учрежденийӗсене Пӗлӳ кунне вырсарникун, авӑнӑн 1-мӗшӗнче ирттерме сӗнет, уншӑн вӗренӳ заведенийӗсене шӑматкун, авӑнӑн 7-мӗшӗнче канма ирӗк параҫҫӗ.
Шупашкар хула кунӗ ҫитнӗ тӗлнелле республика тӗп хулине 10 кӑвакалсен кӳлеписем ҫитсе килмелли ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Кӗҫнерникун, ҫурлан 15-мӗшӗнче вара килсе ҫитнӗ квакалсен кӳлеписене сӑрласа илемлетессипе хула акцийӗ иртнӗ.
К.Иванов скверӗ умӗнчи тӳремре кӑвакалсен макечӗсене, эскизсене, сӑрӑ, киҫтӗксемпе сӗтӗлсем ҫине вырнаҫтарнӑ, шӑпӑрлансем валли ача-пӑча тӳремне йӗркеленӗ, сӑрлама пысаках мар кӑвакалсене хатӗрленӗ. Пултаруллӑ тӑрмашура хастаррӑн масӑллӑ информаци хатӗрӗсен элчисем, хушма вӗренӳ шкулӗн вӗренекенӗсем, ҫамрӑк юхӑмӑн активисчӗсем, блоггерсем, аслисемпе вӗсен ачисем, пуҫлӑхсем, кӗвӗҫӗсем, архитекторсем, спортсменсем тата ӳкеревҫӗсем хутшӑннӑ.
Кашни кӳлӗпе хӑйнӗ евӗрлӗ стильпе ӳкереннӗ. Вӗсене Хӗрлӗ тӳремре 3 метр ҫӳллӗш постаментра вырнаҫтарнӑ та ӗнтӗ.
Сӑрланӑ вӑхӑтри самантсем (68 сӑн)
Кӑвакалсен тӗсӗсем (13 сӑн, Атнер кун кӗнекийӗ)
Ку вырсарникун, ҫурлан 18-мӗшӗнче республикӑн тӗп хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ку уява хула ҫыннисемпе хӑнасем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Анчах та пурин кӑмӑлне ӗнӗрпе паян тӑракан ӑмӑрлӑ, йӗпе ҫанталӑк хуҫать. Пурте пӗр ыйтупа кӑсӑкланаҫҫӗ: «Хула кунӗнче мӗнле ҫанталӑк пулӗ?»
Чӑваш Енӗн гидрометеоцентрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫумӑр паян-ыран кӑна ҫуса тӑрӗ. Вырсарникун вара пӗлетсем хушшинчен хӗвел тухӗ, сывлӑш температури кӑнтӑрла 21–26 градус, каҫ еннелле — 13–17 градус пулӗ. Ҫурҫӗртен килекен ҫил ҫеккунтра 5–10 метр хӑвртлӑхпа вӗрӗ.
Ҫапла вара республика ҫыннисем кулянмасӑрах, тулли кӑмӑлпа Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума пултарӗҫ.
Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 10-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин тата Мӗшӗл ялӗсенче уявсем иртрӗҫ. Мӗшӗл ял кунне вара паллӑ чӑваш ӳнерҫи Николай Васильевич Овчинников ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.
Паллах, уяв юрӑ-кӗвӗсӗр, ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсене парнесемпе чысланисӗр иртмерӗ. Вырӑнти пуҫлӑхсем те халӑх умӗнче сӑмах каларӗҫ, саламларӗҫ.
Мӗшӗл ял кунӗнче ытларах паллӑ ӳнерҫӗн пурнӑҫне аса илчӗҫ — уява та Николай Васильевич ҫуралнӑ ҫурт умӗнче ирттерчӗҫ. Порьфирьева Ева Васильевна — ӳнерҫӗн иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ — ӳнерҫӗн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пачӗ, хӑйӗн амӑшӗн портретне (ӑна ӳнерҫӗ ӳкернӗ) халӑха кӑтартрӗ. Чи кӑсӑкли — «Евчӗ» ӳкерчӗк ҫинче сӑнланнӑ 91-ри Алексеева Р.Е. — хӑй те уявра пурччӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем те ахаль ларманни курӑнчӗ — ял кунӗ тӗлне вӗсем «Пирӗн паллӑ ентеш» курав йӗркеленӗ.
Аксарин ял кунӗ вара клуб умӗнче иртрӗ. Ку уяв ял тӑрӑхӗнчи пуҫлӑхшӑн та хаваслӑ кун пулчӗ иккен — ҫак кун унӑн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килнӗ. Ӗсмел райповӗн суту-илӳ лавккисемсӗр пуҫне Аксарин ялне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксем илемлетнӗ.
Ял уявне йӗркеелссине юлашки ҫулсенче унта та кунта йӑлана кӗртсе ячӗҫ. Нумаях пулмасть, акӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи янтушсем йӗркеленӗ. Ҫак ятпа ял халӑхне Опытнӑй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Данилов саламланӑ. Янтуш ялӗн старостине Петр Ильина вӑл Тав хучӗпе сума сунӑ. Уявӑн тӗп поварне, Галина Федоровӑна та, ҫапла чысланӑ иккен. Тӑван ҫӗршывӑн ветеранӗсене, Никандр Степанова тата Анастасия Егоровӑна, Сергей Степанов усламҫӑ пулӑшнипе парнеллӗ тунӑ. Ялти маттурсене хавхалантарма чи лайӑх сӑра вӗретекене, чечек ӳстерекене, пахча-ҫимӗҫ туса илекене, чи лайӑх хушма хуҫалӑх ыттакана тата ыттисене тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ.
Ялти чи аслӑ ватӑсене — 102-ри Мария Ивановӑпа 99-ти Федосия Степановӑна та — чысланӑ, татах нумай пурӑнма ҫирӗп сывлӑх суннӑ.
Сӑнсем (20)
Паллӑ опера юрӑҫине, Максим Дормидонтович Михайлова, асӑнса паян Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче асӑну кунӗ иртнӗ. Ӑна ял-йышпа хаклӑ хӑнасем хӑйсен паллӑ ентешӗ ҫуралнӑранпа паян 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Уяв ячӗпе ялти культура ҫурчӗн сцени ҫинче профессилле артистсем: Чӑваш паташлӑх оперӑпа балет театрӗн ӗҫченӗсем — солистсемпе симфони оркестрӗ — пырса ҫитнӗ. Ялти культура ҫуртне кӗмелли вырӑна халӗ Максим Максимовӑн бюсчӗ илем кӳрсе ларать. Ун патне Чӑваш енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид николаев чӗрӗ чечек хунӑ.
Максим Дормидоновичӑн профессилле музыка культуринчи тӳпине палӑртнӑ май Вӑрнар ҫӗрӗ хальхи вӑхӑтра тепӗр икӗ опера юрӑҫипе — Чӑваш Республикин халӑх, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисткисемпе Мария Елановӑпа тата Валентина Смирновӑпа — пуяннине палӑртмалла. Сӑмах май, вӗсем те хӑйсен ӗҫтешӗсемпе асӑну кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ концерта хутшӑннӑ.
Сӑнсем (40)
Шупашкар хула кунӗ ячӗпе авиашоу йӗркелеме палӑртнӑ. Штурвал умне Мускав ҫывӑхӗнчи «Пӗрремӗш вӗҫев» аэроушкӑн пилочӗсем ларӗҫ. Авиашоу Хӗрлӗ лапамра иртмелле.
Сывлӑшра тӗрлӗ хурӑмлӑ майпа вӗҫме пултаракан ӑстасем хушшинче тӗнче тата Раҫҫей чемпионачӗсен призёрӗсем иккен. Йышра ҫӗршыври пӗртен пӗр хӗрарӑм-пилот Ирина Маркова та пуласса шанаҫҫӗ. Сывлӑшра тӗрлӗ ӗлке тума пултаракан ӑстасен клубӗнче «Як» маркӑллӑ самолетсем ытларах-мӗн.
Шупашкар хула кунӗ ҫитесси нумай та юлмарӗ ӗнтӗ — эрне ытларах кӑна. Ҫавна пулах ӗнтӗ уява халь хӗрсе кайсах хатӗрленеҫҫӗ.
Шупашкар хули кӑвакалсен кӳлеписемпе тулса ларӗ иккен. Стеклопластикран ӑсталанӑскерсем пысӑках мар, 140х140 см кӑна. Йывӑрӑшӗпе те сахал — 20 кило ҫех. Ҫавах та ҫирӗп тӑтӑр тесе ӑна тимӗр постамент ҫине вырнаҫтарӗҫ.
Уява хатӗрлекен комитета ку шухӑшпа пӗри пынӑ иккен, тӳре-шара вара унпа килӗшнӗ. Ара, кӑвакалсем хула гербӗнче те пур-ҫке. Ҫапла май малтан йывӑҫран кӳлепине касса ӑсталанӑ, кайран вара ун ӗлкипе усӑ курса ҫак кӑвакалсене хатӗрленӗ.
Ҫак кунсенче стекластикран ӑсталанӑ пӗр кӑвакала хулана илсе ҫитернӗ иккен — вырӑна вырнаҫтарсан вӑл епле курӑннине тӗрӗсленӗ пулать. Хула кунӗччен вара 10 кӑвакал ҫитмелле. Халӑх кӑмӑлне ҫӗклемешкӗн вӗсене уявӑн ҫутӑ тӗсӗсемпе сӑрласа лартӗҫ.
Эрнекун пирӗн ҫӗршывра десантҫӑсем хӑйсен уявне паллӑ тунӑ. Ҫак уяв хуласенче тӗрлӗрен иртет — пӗрисем фонтанта шыва кӗреҫҫӗ, теприсем Атӑлпа ҫырлахаҫҫӗ. Хӑйсене эрех-сӑра тӗлӗшӗнчен чарманнине пула десантҫӑсене йӗрке хуралҫисем тытса кайни те тӗл пулать. Шупашкартах, ав, эрнекун унашкал 15 ҫынна хупса лартнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан сывлӑш ҫарӗн салтакӗсем ҫак куна ҫуталӑк хушши асӑнмалӑх питӗ кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ.
Ялтисем те хуларисенни пекех уява паллӑ тумасӑр хӑвармаҫҫӗ. Фонтан таврашӗ ҫукран пулӗ вӗсен канӑвӗ культурӑллӑрах иртет. Ак, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялнех илес. Пӗвесӗр мар ӗнтӗ ҫак тӑрӑх, кирлӗ пулсан фонтан вырӑнне ӑна та усӑ курма пулать пуль. Владимир Владимиров вара, иртнӗ ҫулсенче сывлӑш ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑскер, ҫак кун ялти музейпе паллашнӑ иккен.
Енӗш Нӑрвашри историпе мемориал музейӗнче хӑнана Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене халалланӑ кӗтес кӑсӑклантарнӑ — чылай вӑхӑт хушши вӑл унта сӑнӳкерчӗксемпе, хутсемпе тата ытти тӗрлӗ экспонатсемпе паллашнӑ. Музей ертӳҫине те тав тунӑ — ара кун чухлӗ материала пухма, вӗсене типтерлӗ упраса тӑма самай вӑхӑт кирлӗ.
«Малтан ятшӑн ӗҫлемелле, унтан ят саншӑн ӗҫлӗ», — тесе тахҫан пӗри калани аса килчӗ. Ку каларӑш ят-сумшӑн ҫунакан ҫынна ҫывӑхрахӑн туйӑнать. Анчах хисеплӗ ята, сума ӗҫпе кӑна ҫӗнсе илме пулать-тӗр. Тепӗр ҫынсем пирки нумай каласа кӑтартма кирлӗ те мар — ятне кала та уйӑрса илеҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗрин шутне Максим Михайлова кӗртмелле. Максим Дормидонтович — СССР халӑх артисчӗ. Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗн хӑвачӗпе тӗрек илсе ӳснӗ вӑл. Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл, баспа юрланӑ опера артисчӗ, ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет.
Ентешӗсем тата Чӑваш Республики сумлӑ ҫыннӑн ятне асра тытать. Паллӑ куна халалласа епле мероприятисем ирттерессине унчченех палӑртса хунӑ, вӗҫӗмех йӗркелеҫҫӗ. Ҫавсен шутне ача-пӑча викторинисенчен пуҫласа Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 20-25-мӗшӗсенче иртекен Ҫамрӑк опера юрӑҫисен халӑхсем хушшинчи III конкурсӗ таранах кӗртмелле. Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче вара ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче уяв каҫне пухӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |