Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пуканкасси

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Паян Вӑрнар муниципалӑ округӗнче Кивкассипе Пуканкасси ялӗсен хушшинче апат-ҫимӗҫ тиенӗ Газель аварие лекнӗ. Вӑл ҫулран пӑрӑнса кювета чӑмнӑ.

Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, грузовик водителӗ тепӗр машинӑпа ҫапӑнас мар тесе руле пӑрнӑ та кювета чӑмнӑ. Машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель шар курман. Вырӑна Росгварди, ҪҪХПИ инспекторӗсем ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/95198
 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Вӑрнар районӗнчи Энӗш ялӗнче каҫхине 9 сурӑха йытӑсем е кашкӑрсем тӗп туни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫак районта каллех кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Хальхинче – Пуканкассинче.

Ҫак ялта кӑнтӑр варринчех пӗр хуҫалӑхри сурӑхсене йытӑсем тапӑннӑ. Ҫав самантра кил хуҫи кил-ҫурт таврашӗнчех ӗҫлесе ҫуренӗ. Тӑрук йытӑ вӗрнине илтнӗ, сарай патне чупса пынӑ. Унта вара – икӗ сурӑх вилли, пӗри аманнӑ.

Арҫын кун пирки полицие, ял тӑрӑхӗн администрацине пӗлтермен. Унӑн хуҫалӑхӗнче темиҫе ҫул каялла кун пек тӗслӗх пулнӑ. Анчах ун чухне ял тӑрахӗн администрацийӗ те, участковӑй та вӗҫне-хӗрне тухман. Ҫапах арҫын пӗлет: ҫак ӗҫе йытӑсемех тунӑ, мӗншӗн тесен вӗсене ялта куркаланӑ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63098
 

Ял пурнӑҫӗ

Ольга Терентьевна Терентьева 1925 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10–мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Пуканкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранах ӗҫ патне туртӑннӑ, алӑ ӗҫӗсене вӗренсе ȳснӗ, чӑлха-нуски ҫыхма анчах мар, ҫӗвӗ ӗҫӗнче те, тӗрлеме те, чӗнтӗрлеме те ӑста пулнӑ. Ялта та, ҫывӑхри пасара тухса та хӑйӗн ӗҫӗсене сутса укҫа туса ҫемьене пулӑшнӑ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫлансан вунултӑ ҫулхи хӗр аслисемпе пӗрле сухаланӑ, тырӑ вырнӑ, хӗллехи вӑхӑтра вӑрман каснӑ. Иваново облаҫне торф кӑларма та ӑна темиҫе хут та янӑ.

Ӗмӗрӗпех тӑван ялта, тӑван колхозра ӗҫленӗ. Вӑтӑр ҫул ытла Пуканкасси ялӗнчи сӗт-ҫу ферминче дояркӑра тимленӗ, ҫав вӑхӑтрах бригадӑри ӗҫрен те пӑрӑнман.

Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та юратнӑ ӗҫрен пӑрахма васкаман тата пилӗк ҫул хушши дояркӑра ӗҫленӗ.

Хӑйне телейлӗ туять Ольга Терентьевна, качча тухса ҫемье ҫавӑрайман пулсан та пӗччен мар вӑл ватлӑх кунӗсенче. Тӑван пиччӗшӗн ачисемпе мӑнукӗсем, вӗсен ачисем уявсенче мӑнаккӑшӗ патне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ытти кунсенче ӑна кинӗ Нина Афанасьевна Терентьева пӑхать.

Хисеплӗ ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне ҫуралнӑ кунпа Вӑрнар район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Горбунов, Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров килне ҫитсе саламланӑ, тата нумай ҫул пурӑнма сывлӑх суннӑ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Ӗлӗкрех ял уявӗсене ирттересси йӑлараччӗ. Шел те, юлашки вӑхатра ку чылай ҫӗрте манӑҫа тухса пырать. Вӑрнар районӗнчи Пуканкасси ялӗнче вара ак йӑлана тытсах пыраҫҫӗ.

Пуканкасси ял уявӗ нумаях пулмасть иртнӗ. Халӑх тӗплӗн хатӗрленнӗ. Ун умӗн тавралӑха тирпей-илем кӗртнӗ. Уяв кунӗнче чӑваш тумӗ тӑхӑнса клуб еннелле утнӑ. Унта тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем ҫакнӑ, хӑма ҫапса сцена тунӑ, шӳрпе ҫиме сӗтел хатӗрленӗ. Унтах алӑ ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ.

Икӗ урамра пурӑнакансем юрласа утса ял варринче тӗл пулнӑ, вӑйӑ картине тӑрса «Тутӑр ҫук, тутӑр ҫук» вӑйӑ вылянӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Виктор Анисимов уҫнӑ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров пурне те уяв ячӗпе саламланӑ.

Уявра Пуканкассинчи «Чашма» фольклор ушкӑнӗ, ветерансен «Утмӑлтурат» ушкӑнӗ, Кушар Юнтапари юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ, Ярмушка ялӗнчи шулта вӗренекенсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

Алӑ ӗҫӗсен куравӗ пите пуян пулнӑ. Пуканкассинчи Елена Васильева ав турӑшсене вӗтӗ шӑрҫаран ӑсталанӑ, Любовь Анисимова вак укҫасенчен шкатулка тунӑ, Мария Павлова ҫекӗлпе тата йӗппе тутӑрсем, салфеткӑсем ҫыхнӑ, тӗрленӗ.

Малалла...

 

Пӗлтӗрхи уявра
Пӗлтӗрхи уявра

2010-2011 ҫулсен утӑ уйӑхӗcенче Вӑрнар районӗнчи Авшак Элмен ялӗн уявне чылай ҫын килсе ҫитрӗ. Ҫак уява ялти пултаруллӑ ҫынсем пуҫарнипе тата ялти клуб заведующийӗ, Муракова Елена Васильевна йӗркелесе ячӗҫ. Ял кунне Авшак Элмен ялӗнчи чиркӳ уҫнӑранпа 265 ҫул (1745), ял клубӗ 75 ҫул (1935) ҫитнине халалланӑ. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш хут иртнӗ уява ял халӑхӗ хапӑлласах йышӑнчӗ: урамсене, хуралтӑсене тирпейлесе илем кӗртӗҫ, уява халалласа чӑваш вӑййине асра хӑварма кашни каҫ тенӗ пек репетицие тухрӗҫ.

Уяв халӑхне Ильин В.В. район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, Афанасьев Г.В. Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ӗҫне туса пыраканӗ, Анисимов В.Н. район депутачӗ саламларӗҫ. Отрыванов Станислав Гурьевич, чӑваш таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш халӑх академикӗ ял историйӗ ҫинчен, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Куликова О.Г. (Улькка Элмен), чӑваш ҫыравҫисен союзӗн членӗ, Раҫҫей журналисчӗсен членӗ чиркӳ ҫумӗнче уҫнӑ шкул историйӗпе учительсем ҫинчен каласа пачӗ. Иванова Н.Г, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, шкул программисемпе вӗренӳ кӗнекисем ҫыракан вӗрентӳҫӗ ял чиркӗвӗ Хусан хулинче тупнӑ турӑша халалласа лартнӑ чиркӳ ҫинчен аса илтерчӗ.

Малалла...

 

Уявра
Уявра

Нумаях пулмасть Ярмушка ял тӑрӑхӗнче пысӑк уяв кӗрленӗ: Авшак Элмен ялӗн кунне тата Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗн чиркӗвне никӗсленӗренпе 265 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Уява район администрацийӗн капиталлӑ строительство пайӗн пуҫлӑхӗ В. Ильин уҫнӑ. Сумлӑ уявпа Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Г. Афанасьев, район депутачӗ В.Анисимов саламланӑ.

Авшак Элмен ялӗ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен Чӑваш ен таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ С. Отрыванов каласа панӑ. Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен тата ҫыравҫӑсем союзӗсен членӗ О. Куликова (Улькка Элмен) шкул историйӗпе паллаштарнӑ. Вырӑнти чиркӗве мӗнле никӗслени те кӑсӑклӑ. Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, нумай кӗнеке авторӗ Н.Иванова доцент каласа кӑтартнӑ.

Ят-сума тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесе тивӗҫнисем яланах хисепре. Авшак Элменти паллӑ ҫынсен ӗҫӗ-хӗлӗпе А.Немилов вӗрентекен паллаштарнӑ.

Ял уявӗнчен ачасем те пӑрӑнса юлманнине ырламалла.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=892819
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 23

1917
107
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть