Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Ҫимӗк кунӗсенче автобус шутне ӳстерӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.06.2014 22:09 | 1552 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Республикӑн «Чӑвашавтотранс» предприятийӗ Ҫимӗк тӗлӗнче ҫӑва енне каякан маршрутсен шутне ӳстерме шантарать.

Ваттисен праҫникӗнче, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 10-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссен йышне вунна ҫитерме йышӑннӑ, 14-мӗшне — хӗрӗхе. Вӗсем Чукун ҫул вокзал ҫумӗнчи Вокзал ҫумӗ лапамран хускалӗҫ. 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫав кунсенче Карачура ҫӑви патнех ҫитӗ. Ӑна 10 хутчен хутламалла тӑвӗҫ. 249-мӗш номерлин йышне те 12 таран ҫитерӗҫ.

Ирхи ҫичӗ сехетрен пуҫласа каҫхи 19 сехетчен Богдан Хмельницки урампа Фучик урамӗ пӗрлешнӗ вырӑнтан Карачурари чукун ҫул переезчӗ патне ҫити каякан автобуссене тата ҫӳреме ирӗк илнӗ транспортсӑр пуҫне ыттисене кайма ирӗк памӗҫ. Йӗркене пӑхса тӑма ҫул-йӗр инспекторӗсемпе ҫул-йӗрпе патруль службисене явӑҫтарӗҫ.

#транспорт, #Шупашкар, #Ҫимӗк, #ҫул-йӗр, #уявсем

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.05 08:52
"праçник" сăмаха мĕн сăлтав пирки чăвашла çырман?
2014.06.05 09:03
Аçтахар Плотников
Сăлтавне сана тахçанах каланă.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.05 10:54
Тепĕр хут аса илтер-ха, тархасшăн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем