Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ялӗнчи «Сӑрьен» фольклор ансамблӗ тата Етӗрнери Культура ҫуртӗнчи вырӑс юррин «Калинка» ансамблӗ Чулхулуа облаҫӗнчи Воротынец районӗнче иртнӗ «Питрав пуххи» уява хутшӑннӑ.
Фольклор ансамблӗ репертуара хӑйсен тӑрӑхӗнчи юрӑсене ытларах кӗртнӗ. Куракансем кашни номере тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ-мӗн. Вырӑс юррисене илсен вара Дмитрий Абрамовпа Лидия Краснова солистсене тата Вера Куликова такмакҫӑна кӑмӑлтан ӑш пиллӗн алӑ ҫупса тав тунӑ.
Сӑмах май, артистсем уявран пушӑ алӑпа таврӑнман. Культура енӗпе чылай ҫул килӗштерсе ӗҫленӗшӗн Воротынец район администрацийӗ Тав хучӗ тыттарнӑ.
Сӑнсем (26)
Кӑҫал тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ композиторӗ Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна халалласа унӑн тӑван тӑрӑхӗнче уяв ирттересси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Сумлӑ мероприятире, сӑмах май, композиторӑн 54 хайлавӗ янӑранӑ. Унта Чӑваш патшалӑх академи капелли, ытти артист хутшӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Филипп Миронович 800-е яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ. Вӑл — СССР Патшалӑх Премийӗн Лауреачӗ; Раҫҫей халӑх артисчӗ; Раҫҫей, Чӑваш Республикин тата Дагестанӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ; пилӗк орденпа пӗр медаль кавалерӗ.
Унӑн ентешӗсем, красноармейскисем, кӑҫалхи ҫула район шайӗнче Ф.М. Лукин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Сумлӑ янташӗн ятне асра тытса вӗсем ҫулталӑкӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ.
«Кун пек уява тахҫанах курман», — тенӗ-мӗн Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти уява пухӑннисем. Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрлӗн кӗрлекен ял кунӗ пуль тетӗр-и? Мар-ха. Вӑл тӑрӑхри халӑх валли утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вырӑнти райпо пысӑк уяв туса панӑ.
Мӑн Сӗнтӗрти потребитель обществин савӑнмалӑх-палӑртмалӑх сӑлтавӗ чӑннипех пулнӑ — вӑл 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Вырӑнти райпон «ҫавра» дата ҫывхарнине вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем малтанах туйса тӑнӑ: иртнӗ уйӑх тӑршшӗпех райпо лавккисенче «Чи хастар туянакан» акци иртнӗ. Кам пин тенкӗрен ытлалӑх туянать, ҫавӑ лотерейӑна хутшӑнма тивӗҫет. Уявра вара чи хастар туянакансене парнесемпе чысланӑ. Николай Прохоров (уяв пирки хыпарлакан информацире вӑл ӑҫтан пулнине, шел те, каламан), сӑмахран, велосипедлӑ пулса тӑнӑ иккен. Ӑна кӑна чысламан-ха, ыттисене те парне лекнӗ. Кама — пӗчӗк хумлӑ кӑмака, кама — электричествӑпа ӗҫлекен чейник, кама — парне сертификачӗ. Парне списокӗнче ҫавӑн пекех — карас телефонӗ, телевизор, электровентилятор. Пурне те асӑнса пӗтереймӗн...
Уяв вара ирхи вунӑ сехетре мини-футболтан пуҫланнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пысӑках мар Каткасси ялне нумаях пулмасть хаклӑ хӑнасем пырса ҫитнӗ. Вӗсем хушшинче асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ, халӗ республикӑн тӗп хулинчи паллӑ предприятисенчен пӗрне ертсе пыракан Валентин Иванов; ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Анатолий Князев; Ҫӗрпӳ районӗн тата вырӑнти Паваркасси ял тӑрӑхӗн Шупашкарти ентешлӗхӗсен пайташӗсем пулнӑ. Ун чух Каткассинче ял уявӗ иртнӗ.
Ӑна йӗркелеме укҫа-тенкӗ енчен Валентин Иванов (ун пирки маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ) пулӑшнӑ иккен. Паваркасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Данилов вара ӑна яла хӑтлӑх кӗртме пулӑшнӑшӑн хисеп хучӗпе чысланӑ.
Уява ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ тата ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Вячеслав Оринов уҫнӑ. Ял уявӗнче каткассисене Шупашкартан килсе ҫитнӗ артистсем — Людмила Гордеева, Вячеслав Христофоров, Елена Иовлева — савӑнтарнӑ.
Ыран Раҫҫей Почтин ӗҫченӗсем професси уявне палӑртаҫҫӗ. Унӑн Чӑваш енри филиалӗн кӑҫал тата тепӗр паллӑ кун та пур-мӗн. Шупашкарта почта кантурӗ пурри пирки истори хучӗсенче пуҫласа асӑннӑранпа 220 ҫул ҫитнӗ. Паян Чӑваш Енре пурӗ 402 почта уйрӑмӗ, вӗсенчен 324-шӗ яллӑ вырӑнсенче ӗҫлет, куҫса ҫӳрекен уйрӑм та пур. Юлашкинчен калани — автомобиль ҫинче вырнаҫнӑскер. Вӑл эрнере темиҫе хут темиҫе сехетлӗхе пырса каять. Хаҫат-журналпа тӗрлӗ корреспонденцие, йӑнӑшмастӑп пулсан, Пӑрачкав районӗнчи темиҫе яла ҫитерет.
Професси уявӗ умӗн ҫак тытӑмра тӑрӑшакан Чӑваш Енри виҫӗ ҫын чыслава тивӗҫнӗ — вӗсене «Ҫыхӑну ӑсти» хисеплӗ ят панӑ. Вӗсем пурте Людмилӑсем: Раҫҫей почтин Чӑваш Енти филиалӗнче тӑрӑшакан пӗрремӗш категориллӗ инженер Людмила Васильева, Шупашкар почтамчӗн участок пуҫлӑхӗ Людмила Чукова тата Ҫӗрпӳ почтамчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Людмила Николаева.
Патӑрьел районӗнчи Каншел тата Упамса ялӗнче пурӑнакансем Питравра ял кунне уявлассине йӑлана тахҫанах кӗртнӗ-мӗн. Кӑҫал та вӗсем уява пухӑннӑ. Ҫуралнӑ кӗтесе ун чух ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнисем килсе ҫитеҫҫӗ иккен.
Вӗсенче пурӑнакансене ял кунӗпе саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, Турхан тата Первомайски ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем Александр Сымовпа Владимир Секретов. Патӑрьел район пуҫлӑхӗ, «Малалла» хуҫалӑх ертӳҫи Михаил Петров предприятире ӗҫлекен маттурсене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ тата преми парса хавхалантарнӑ. Ялти хастарсене те уявра палӑртса хӑварнӑ. Упамсара та чыслав ирттернӗ.
Ял кунне уявланӑ вӑхӑтра спорт ӑмӑртӑвӗсем, конкурссем те йӗркеленӗ, каруҫҫелсем те ӗҫлеттернӗ. Тата епле уяв юрӑ-ташӑсӑр иртӗ-ха? Пурте пулнӑ уявра.
Ҫак вырсарникун Чулхула облаҫӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑр культурин фестивальне — ӑна «Питрав пуххи» ят панӑ — ирттерме шут тытнӑ. Унти йӑхташӑмӑрсем ку уява кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут пухӑнаҫҫӗ. Вӑл Воротынец районти Лысая Гора поселокра иртет. Облаҫ шайне кӑларнӑ мероприятире вӑл тӑрӑхри ушкӑнсем кӑна мар, пирӗн республикӑрисем те хутшӑнмалла. Артистсем концерт кӑтартӗҫ, ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем чӑваш сӑрине астивсе пӑхма та май пуласса шантарҫҫӗ. Программӑна туслӑх кӑшӑлӗ йӗркелессине те, чӑваш халӑх вӑййисене те кӗртнӗ-мӗн.
«Питрав пуххи» ирхи вунӑ сехетре пуҫӑнмалла.
Тунтикун, утӑн 8-мӗшӗнче, Раҫҫейри халӑх ҫемье, юрату тата шанӑҫлӑх кунне паллӑ тунӑ. Ҫак уяв патшалӑх шайӗнче 2008 ҫулта кӑна ҫирӗпленнӗ пулин те ӑна паллӑ тӑвасси ҫынсем хушшинче анлӑ сарӑлнӑ.
Асӑннӑ ҫутӑ уяв кунне Улатӑрта хӑйне майлӑ паллӑ тӑвас тенӗ. Пӗрремӗш хут хулара «Ача кӳмисен парачӗ» мероприяти ирттернӗ. Ирхи хӗвеллӗ кунхине ҫамрӑк амӑшӗсемпе ашшӗсем хӑйсен пепкисемпе Турӑ Амӑшӗн Ивер иконин чиркӗве умне пуҫтарӑннӑ, вӗсене унта чиркӳри аслӑ пуп, протоиерей Олег Востриков пил панӑ. Хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗсем ҫурату ҫуртне ҫул тытнӑ. Вӗсене унта учрежденин медицина ӗҫченӗсем кӗтсе илнӗ. Ҫамрӑк ашшӗпе амӑшсем тухтӑрсене вӗсен пысӑк мухтавлӑ ӗҫӗшӗн тав сӑмахӗсем каланӑ, вӗсен ӗҫе пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Уява пухӑнакансене Улатӑрти район пульницин аслӑ тухтӑрӗ Юрий Боголюбов, хула канашлӑвӗн депутачӗ, Улатӑрти тӗпленнӗ вулавӑш системин директорӗ Ирина Благовидова тата чиркӳри аслӑ пуп, протоиерей Олег Востриков Ҫемье, юрату тата шанӑҫлӑх кунӗ ячӗпе саламланӑ.
Вӑрнар районӗнчи ярмушкасем ял уявне пухӑнни пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра кун пек уявсене унта та кунта та ирттереҫҫӗ те, асӑннӑ районти аҫӑмҫырмисем те Ял кунне пуҫтарӑннӑ. Унта ялӑн хастарӗсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӗртессипе ҫине тӑнисене чысланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Горбунов вара ку тӑрӑхрисене район энциклопедине темиҫе штуках парнеленӗ.
Уява пухӑннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарма Вӑрнартан «Тивлет» ансамбль пырса ҫитнӗ. Чӑрӑшкас Хирлепри «Хӗлхем» ансамбль те халӑха савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Кунсӑр пуҫне тӑван ялсене ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ Клара Осокина та саламлама ҫитнӗ. Вӑл ертсе пыракан «Туслӑх» ансамбль Аҫӑм Ҫырма гимнне шӑрантарса панӑ. Ҫак мухтав юррине Валерий Смирнов (Вадим атте) ҫырнӑ иккен.
«Епле уяв шӳрпесӗр ирттӗр?» — теҫҫӗ аҫӑмҫырмасем. Тӑван халӑхӑмӑрӑн наци ҫимӗҫӗ шутланакан ҫак апата икӗ Валентина Иванова — пӗри Николаевна, тепри — Петровна тата Маргарита Герасимова хатӗрленӗ.
Иртнӗ шӑматкун, утӑн 6–мӗшӗнче, Ярмушка ял тӑрахӗнче ял поселенийӗн уявӗ пулчӗ. Тӗплӗн хатӗрленчӗҫ ярмушкасем уява: лапамри курӑка ҫулса пуҫтарчӗҫ, хӑрнӑ йывӑҫсене касса, ҫӳп-ҫапа пуҫтарса тирпейлерӗҫ. Ял ҫумӗнчи лапамра артистсене кӗтсе сцена, куракансене ларма саксем ӑсталарӗҫ. Спорт вӑййисене ирттеме ятарлӑ вырӑнсем те хатӗр. Тӗрлӗ тӗслӗ вӗлкӗшекен ялавсем, илемлӗ сӑнӳкерчӗксем, алӗҫ куравӗсем, тавралӑха сӑнланӑ ӳкерчӗксемпе сӑвӑланӑ хайлавсем — пурте хӑйсен тивӗҫлӗ вырӑнӗсене тупрӗҫ.
Аякран килнӗ хӑнасем, ял-халӑхӗ йышлӑ пуҫтарӑнчӗ уява. Кӳршӗ ялсенчен те ҫитрӗҫ.
Ял уявне вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ Алексей Петров уҫрӗ. Уявпа саламласа район администрацин пуҫлӑхӗ Леонид Николаев ӑшӑ сӑмахсем каларӗ. Ҫавӑн пекех уява хутшӑнакансем ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.
Сӑнсем (148)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |