Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Уйӑп Мишши

Уйӑп Мишши (Михаил Данилович Шумилов) — чӑваш сӑвӑҫи. 1911 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Мӑштавӑш ялӗнче

Тӑван литературӑна аталантарас тӗлӗшпе тава тивӗҫпӗ ӗҫсем тунӑшӑн Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗ ӑна икӗ хутчен Хисеп грамотипе чысланӑ.

Пурнӑҫӗ

Михаил Данилович чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

1923 ҫулта Шӑнкасри пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ, 1927-1927-1930 ҫулсенче Шупашкарти педагогика техникумӗнче, 1930-1933 ҫулсенче Чулхулари педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Шупашкарти ял хуҫалӑх рабфакӗнче истори преподавателӗ пулнӑ.

1933-1935 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1935-1939 ҫулсенче — «Сунтал» журнал редакторӗн ҫумӗ, Чӑваш писателӗсен союзӗн правленийӗн председателӗ.

1939 ҫулта ӑна каллех Хӗрлӗ Ҫара илнӗ, 1952-1954 ҫулсенче каллех — Чӑваш писателӗсен союзӗн правлени председателӗ, 1954-1956 ҫулсенче — «Тӑван Атӑл» альманах редакторӗ. 1958-1963 ҫулсенче Уйӑп Мишши Чӑваш писателӗсен правлени секретарӗ тата литература консультанчӗ. Чӑваш писателӗсен союзӗн правленийӗн ответлӑ секретарӗнче ӗҫленӗ.

Сӑвӑҫ халӑх ӗҫне яланах хастар хутшӑннӑ. Республика тӗп хулинчи ӗҫ ҫыннисем ӑна вӑрҫӑ хыҫҫӑн Хула совечӗн депутачӗ пулма икӗ хутчен суйланӑ. 1967 ҫулхи мартӑн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи суйлавҫӑсем ӑна Чӑваш АССР Верховнӑй Советне депутата суйланӑ.

Пултарулӑхӗ

Уйӑп Мишши ачасем валли нумай ҫырнӑ.

Унӑн 20 кӗнеке тухнӑ:

  • «Ҫамрӑк вӑй» (1931);
  • «Тӑван ҫӗршыв» (1938);
  • «Малалла, хӗвеланӑҫнелле»;
  • «Телей ҫӑлтӑрӗ» (1941);
  • «Ҫутӑ ҫул» (1948)
  • тата ыт. те.

1960 ҫулта Шупашкарта «Ҫутӑ ҫул» ятлӑ сӑвӑсен пуххи вырӑс чӗлхипе пичетленсе тухнӑ. Вӑл Горький, Чехов, Шолохов тата ытти ҫыравҫӑсен кӗнекисене чӑваш чӗлхине куҫарнӑ.


 
Категорисем: Уйӑп Мишши
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-10-12 16:26:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6637 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем