Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Шкул ҫумӗнчи стадион халӑха уява пухрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
А. Замуткина 11.06.2014 22:02 | 1766 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Шулю ял уявӗнче
Шулю ял уявӗнче

Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗн чылай ялӗнче ял уявӗсем иртнӗ. Канмалли кунпа тата Ҫимӗкпе пӗр килни вӗсен сумне, паллах, самаях хӑпартрӗ.

Шулюра кӑҫал ял уявӗ шкул ҫумӗнчи стадионта иртрӗ. Сарлака та тӳрем вырӑн кун пек мероприятисем ирттерме питех те меллӗ. Ҫавӑнпах кунта юрӑ-ташӑ ӑстисем, спортсменсем, куракансем, сутӑҫсем валли вырӑн ҫителӗклӗ пулчӗ. Шулю, Пӗрремӗш Липовка халӑхӗ Ачкасси ял тӑрӑхӗнчи ытти ялсенчен активлӑрах. Ку уявра кӑна мар, пуху, лару ирттернӗ чухне те палӑрать. Хальхинче те уявран ватти те, вӗтти те юлман.

Йышлӑ халӑх хушшинче тӗп хуламӑртан килнӗ, ҫак ялсенчен тухнӑ ентешсене — «Чавал» ентешлӗх ертӳҫин ҫумне, «Буревестник» комбинатӑн ертӳҫине Юрий Кудряшова, Чӑваш патшалӑх академийӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисткине Регина Чишкинана тата ытти сумлӑ хӑнасене — курма пулчӗ. Ҫимӗкпе тата ял кунӗ ячӗпе пухӑннисене Ачкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Герасимов, хӗрлӗчутайсен «Чавал» ентешлӗхӗн председателӗ Александр Самылкин, унӑн ҫумӗ Юрий Кудряшов саламларӗҫ.

Николай Пономарев ертсе пыракан Серенкассинчи Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ пысӑк концерт кӑтартрӗ. Уяв концертне Шулю тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем те хастар хутшӑнчӗҫ. Ҫав хушӑрах спорта юратакансем тӗрлӗ ӑмӑртусенче вӑйӗсене виҫрӗҫ: волейболла, шашкӑлла, шахматла вылярӗҫ, вӗрен туртрӗҫ. Халӑх мӗн каҫченех савӑнчӗ.

Сӑнсем (32)

#Шулю, #Пӗрремӗш Липовка, #Ачкасси ял тӑрӑхӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #ял уявӗсем, #уявсем, #Ҫимӗк, #стадионсем, #шкулсем, #Серенкасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем