Патӑрьел районӗн прокуратури районти шкулсене тӗрӗсленӗ. Ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа-тенке саккуна пӑсса пухмаҫҫӗ-и? Тӗрӗслев ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ: укҫа-тенке саккун чаракан япаласем тӗлӗшпе тӑкакланӑ.
Прокуратура Сӑкӑтри шкула тата ача пахчине, Шӑнкӑртамри «Салтак тӳми» ача пахчине, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчине тӗрӗсленӗ. Пуринче те саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупнӑ. Ашшӗ-амӑшӗнчен хуҫалӑх материалӗ, дезинфекци, кӗнеке, вӗренӳ пособийӗ валли, мультимедийлӑ хатӗр-хӗтӗре пӑхса тӑма укҫа пуҫтарнӑ-мӗн.
Патӑрьел районӗн прокуратури ҫӳлерех асӑннӑ заведенисенче ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫӗнетнӗ парка уҫнӑ. Унта ӗнер тӳре-шара пухӑннӑ, хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ.
«Коновалово» парка 3 миллион та 281 пин тенкӗпе ҫӗнетнӗ. Ӗҫе «Хулара хӑтлӑ пурнӑҫ тӑвасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Проект халӑх шухӑшне шута илме май парать. Ҫынсем хулари хӑш объекта ҫӗнетмеллине суйлама пултараҫҫӗ.
Халӗ ҫӗнӗ те хӑтлӑ парка ашшӗ-амӑшӗ, ачисем хаваспах канма ҫӳреҫҫӗ. Унта шӑпӑрлансене ярӑнмалли чуччусем, тӑвайккисем вырнаҫтарнӑ.
Пукшӑртстанри Владислав Юсупов блогер Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ тесе хӑй вӑхӑтӗнче Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Ҫак сӑмах-юмах тухсанах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗччӗ.
Халӗ вара Пушкӑртстанри Кушнаренково районӗн судӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тавӑҫне пӑхса тухнӑ. Ӗпхӳри блогера ҫырнине суд суя тесе йышӑннӑ.
Владислав Юсуповӑн хӑй маларах ҫырса хунине хуратмалла, 4 пин тенкӗ укҫа тӳлемелле. Чӑваш Ен ШӖМӗ унран 40 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ, суд 4 пинпе ҫырлахма йышӑннӑ.
.
Чӑваш Енре наци чӗлхине упрассипе ҫыхӑннӑ фильм ӳкересшӗн. Ҫавна май аукцион ирттересси пирки те пӗлтернӗ. Саккас параканӗ – Чӑвашфильм. Фильмӑн малтанхи ячӗ - "Наследие" (чӑв. "Еткерлӗх").
Фильма ӳкерме федераци тата республика хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 2 183 344 тенкӗ. Электронлӑ аукцион чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртӗ.
Аукционра ҫӗнтерекенӗн фильма раштавӑн 10-мӗшӗччен ӳкерсе пӗтермелле. Унӑн хронометражӗ 30 минутран сахал мар, анчах 40 минутран ытларах мар пулмалла.
Етӗрне районӗнчи ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗвесемшӗн явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне районӗн прокуратури асӑннӑ тӑрӑхра гидротехника сооруженийӗсене (ансатрах каласан ку вӑл пӗвесем тенине пӗлтерет ӗнтӗ) епле тытса тӑнине тӗрӗсленӗ.
Надзор органӗн специалисчӗсем ял тӑрӑхӗсенче хӑйсен балансӗ ҫинчи пӗвесене тивӗҫлипе тытса тӑманнине палӑртнӑ. Ҫавӑн валли хыснара укҫа та пӑхса хӑварман иккен.
Гидротехника сооруженийӗсене ыррӑн пӑхса тӑманнине кура Етӗрне районӗнчи виҫӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗ пӑхса тухса ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр районта ҫывӑх вӑхӑтра юсав кӗтсе илеймӗҫ. Кунта сӑмах нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси пирки пырать. «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организацире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсавшӑн укҫа тӳлемен муниципалитетсем тӗплӗ юсава ҫывӑх 5 ҫулта кӗтсе илесси иккӗленӳллӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан Чӑваш Енри ҫынсенчен 99,83 проценчӗ кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пынӑ. Ҫак енӗпе Улатӑр (106%), Ҫӗнӗ Шупашкар (104%), Куславкка районӗ (103%), Шупашкар хули (102 %), Канаш хули (100%) лайӑххисен ретӗнче. Комсомольски (61 %), Улатӑр (74 %), Ҫӗмӗрле (74 %) районӗсем кайра пыраҫӗ. Вӗсенче ҫитес 5 ҫулта тӗплӗ юсав ирттересси иккӗленӳллӗ. Ҫапла хӑратать «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организаци.
Чӑваш Ен ертӳҫисем «Мускав – Чулхула – Хусан» автоҫул валли ултӑ районта ҫӗр уйӑрма палӑртаҫҫӗ. Объекта «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» транспорт коридорӗ проекта пурнӑҫланӑ май тӑвасшӑн.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ТАСС хыпарланине ӗненсен, Китайпа Чӑваш Ене ҫыхӑнтаракан автомобиль ҫулӗ валли Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсенче «Мускав – Чулхула – Хусан» ҫул валли ҫӗр уйӑрмалла.
Мускавран Хусана каякан автомагистраль тӑршшӗ 729 км пулмалла. Ӑна тума 550 млрд тенкӗ уйӑрмалла. Ҫула 2024 ҫул тӗлне туса пӗтересшӗн.
Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче ку проекта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «аслӑ стройка» тесе хакланӑ.
Ҫак уйӑхӑн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнч Карачура ялӗ патӗнчи М-7 федераци ҫулӗ ҫинче шар курнисене Чӑваш Ен хысни шучӗпе укҫа уйӑрнӑ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне ӑна пурне те парса пӗтернӗ. Ӗнер ӑна Тольяттинчен пиччӗшне пытарма килнӗ аппӑшне панӑ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен 3,2 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑччӗ. Вилнисен ҫемйисене ҫав укҫаран 250-шар пин тенкӗ тӳлеме, инкекре аманнисене 50-шар пин тенкӗ парас тенӗ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Социаллӑ старховани фончӗ урлӑ та укҫа илес шанчӑк пур. Анчах вӑл «кӗмӗл» официаллӑ майпа ӗҫленисене ҫеҫ лекӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗпе Роструд ҫавсен списокне палӑртать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта топиарисем (искуственнӑй газонран тунӑ кӳлепесем) пулӗҫ. Вӗсене Винокуров урамӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Унта «Упа», «Пысӑк упа», «Пӗчӗк упа», «Йывӑҫ», «Виҫӗ сысна ҫури», «Ашак» тата тӑватӑ сак вырнаҫтарасшӑн. Ҫак кӳлепесене туянмашкӑн хула администрацийӗ 1 миллион та 463 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Кун тӗлӗшпе юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче аукцион ирттерӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗн килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн кӳлепесене 30 кунра вырнаҫтармалла. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Ҫӗнӗ ҫул тӗлне (чӳк уйӑхӗн варриччен ӗҫе вӗҫлеме шантараҫҫӗ) пулӗҫ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗмпӗрте пурӑнакан арҫын Чӑваш Енри темиҫе лавккаран укҫа вӑрланӑ. Вӑл Чӗмпӗртен пирӗн республикӑна ҫынсене турттарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 13 сехет те 40 минутра хайхискер Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи лавккана кӗнӗ, сутуҫа рис виҫсе пама ыйтнӑ. Лешӗ аппаланнӑ вӑхӑтра ку сентре айӗнчи курупкана йӑтса тухса тарнӑ. Унта вара 10 пин тенке яхӑн пулнӑ. Сутуҫӑ ӑна хӑваласа ҫитме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах. Юрать, ҫынсем ҫав арҫын ларса тарнӑ машина номерне астуса юлнӑ.
Ҫак преступление тӑвиччен арҫын Канашри лавккаран 3500 тенкӗ йӑкӑртма ӗлкӗрнӗ. Патӑрьел тата Чӗмпӗр полицейскийӗсем пӗрле тӑрӑшнипе ӑна тытса чарнӑ. Палӑртмалла: арҫын унччен те вӑрланӑшӑн, ҫаратнӑшӑн, ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн, пуҫтахланнӑшӑн судпа айӑпланнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ӑна хальлӗхе арестленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |