Шупашкарта вырнаҫнӑ Регионсен хушшинчи суту-илӳ центрӗн (ӑна МТВ-Центр тесен халӑх лайӑхрах пӗлет) хуҫи улшӑннӑ. Ӑна Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн депутачӗн Владислав Кригерӑн ҫемйи туяннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-портал пӗлтерет.
Хайхи ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, суту-илӳ комплексӗ сахалтан та 2 миллиарда яхӑн тенкӗпе сутӑннӑ. Ҫапла майпа тулли мар яваплӑ «МТВ 21» пӗрлӗх, «МТВ-Центрпа» хуҫаланаканскер, харпӑрлӑхҫине улӑштарнӑ. «Контур. Фокус» тытӑмра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрлӗх капиталӗ 100 проценчӗпех Лидия Кригер аллинче. Лидия Кригер вара Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн чи пуян депутачӗн Владислав Кригерӑн амӑшӗ.
Палӑртса хӑвармалла, унччен «МТВ 21» Питӗрти «Бст Центр» пӗрлӗхӗн тата «Санкт-Петербург» лизинг компанийӗн учредителӗн Ирина Беликӑн пулнӑ. Николай Герасиовӑн суту-илӳ комплексӗ панкрута тухсан «МТВ-Центр» «Санкт-Петербург» банка пӑхӑнакан предприяти аллине куҫнӑ.
Улатӑрти сивӗтмӗш савучӗ панкрута тухнӑ. Хайхи предприятин темиҫе милллион тенкӗлӗх парӑм капланнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗ
Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ сивӗтмӗшсем кӑларакан савут пакрута тухнине ҫирӗплетнӗ. Унӑн учредителӗ — тӑван республикӑн харпӑрлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви. Савутӑн, тӗпрен илсен, «Газпром межрегионгаз Чебоксары», «Электроприбор» савут тата ытти предприяти умӗнче 26 миллион тенкӗ ытла парӑм пухӑнса кайнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, хальхи вӑхӑтра конкурс ӗҫӗ-хӗлӗ пырать, вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, савутӑн тӗп директорне те ӗҫрен кӑларнӑ.
Шупашкара автономлӑ майпа ҫӳрекен пӗрремӗш троллейбус ҫитнӗ. Ӑна паян, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, трейлерпа илсе ҫитернӗ.
Ҫӗнӗ троллейбуса ҫӗнӗ маршрутпа ярӗҫ. 10-мӗш маршрут «Садовый» микрорайонпа хулан тӗп урамӗсене ҫыхӑнтарӗ. Шупашкарта пӗтӗмпе кунашкал пилӗк троллейбус ямалла. Хула троллейбуссене икӗ ҫуллӑх лизингпа 57 миллион тенкӗлӗх туяннӑ. Пӗр троллейбус валли хыснаран 11,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунашкал транспорт электричествӑсӑр ҫӳрет, ӑна подзарядка ҫеҫ тумалла.
Хальлӗхе ҫӗнӗ транспорта 1-мӗш троллейбус депоне лартнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата Григорий Артемьев халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Республикӑра кӗҫех цифра телекуравӗ ӗҫлесе каяссине, аналог телекуравне пӗтерессине сайтра пӗлтернӗччӗ. Тӳлевсӗр 20 канала курас тесен DVB-T2 цифра приставки, антенна лартмалла. Вӗсене вара укҫалла туянмалла.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене цифра телекуравне куҫмашкӑн компенсаци парӗҫ. Ку проекта ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хатӗрленӗ.
Цифра телекуравӗн сигналне йышӑнма пултаракан ялсенче пурӑнкансен компенсацийӗ 1750 тенкӗрен нумайрах пулмӗ. Чӑваш Енре 83 ялта цифра телекуравӗн сигналӗ ҫук. Ҫавна май унта пурӑнакан ветерансемпе сахал тупӑшлӑ ҫемьесен компенсацийӗ 6500 тенкӗрен ытларах пулмӗ. Ку укҫана спутник телевещанин тата конвертерлӗ спутник антеннин сигналне илме пултаракан хатӗр-хӗтӗр туянма парӗҫ.
Пӗр хутчен тивӗҫекен тӳлеве кӑҫал ҫӗртмен 30-мӗшӗччен парӗҫ. Ҫак тӗллевпе республикӑра 9,6 миллион ытла тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Шупашкарти икӗ ҫамрӑк суя мелпе генеральнӑй директор ятне илнӗ. Ҫирӗмрискерсен унсӑр пуҫне кашнин хӑйӗн организаци пур. Анчах ҫакӑ йӑлтах — хут ҫинче кӑна.
Вӗсем укҫашӑн хайсен ячӗпе суя фирмӑсем уҫма килӗшнӗ. Хӑйсем ҫавсенче ӗҫлемеҫҫӗ те, ӗҫлеме те шухӑшламан. Пуҫлӑх ячӗ те ячӗшӗн кӑна.
Пӑтӑрмаха Федерацин налук службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ, вӗсемех хутсене тӗпчевҫӗсене ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн каччӑсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫ пуҫарнине прокуратура тӗрӗсех тесе ырланӑ. Тӗпчевҫӗсем халӗ малалла тимлеҫҫӗ. Укҫашӑн суя ӗҫ тума килӗшнӗ ҫамрӑксен пӑтӑрмахӗ мӗнпе вӗҫленни каярах паллӑ пулӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче ферма уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, вырӑнти тӳре-шара, ял халӑхӗ пухӑннӑ.
Фермӑна Комсомольски районӗнчи Тукайӗнче уҫнӑ. Унӑн хуҫи — «Рассвет» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ.
Ҫӗнӗ фермӑна 200 пуҫ ӗнелӗх тунӑ. Унтах — сумалли зал, администраципе хуҫалӑх пӳлӗмӗсем. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 50 миллион тенке ларнӑ, ҫав шутран 28 миллионне ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илнӗ.
Ял хуҫалӑх кооперативӗнче ӗне выльӑх шутне ҫывӑх вӑхӑтра икӗ хута яхӑн ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки предприяти ертӳҫи Михаил Афанасьев пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ фермӑра проект хӑвачӗпе 2020 ҫулта ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ун чухне ҫулталӑкне 1200 тоннӑран кая мар сӗт суса илме палӑртаҫҫӗ. Ку цифра пӗлтӗрхинчен 1,7 хут пысӑкрах.
Сӑмах май, 2018 ҫулта тукайсем кашни ӗнерен вӑтамран 6455 килограмм (республикӑра – 5500 килограмм) сӗт суса илнӗ.
Чӑваш Енӗн Правительстви «Трактор савучӗсем» концерна пулӑшӗ. Кун пирки ТАСС информаци агентстви ӗнер пӗлтернӗ. Предприяти ҫӗнӗ проектсене укҫа хывнине тата савута аталантарма илекен кредитӑн процент ставкине субсидилеме республика укҫа хывма хатӗр. Ҫакӑн пирки регион ертӳҫи Михаил Игнатьев ӗнер Мускавра иртнӗ X Гайдар форумӗнче каланӑ.
ТАСС «Трактор савучӗсем» концерн темиҫе ҫул каялла йывӑр лару-тӑрӑва лекнине, унта производство чарӑнса ларнине, ӗҫлекенсене шалу тӳлеменнине аса илнӗ. Предприятие укҫа-тенкӗ енчен сыватас тесе 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Тулашэкономбанк ҫирӗплетнӗ программӑпа килӗшӳллӗн 5,75 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. 2017 ҫул вӗҫӗнче концерн «Ростех» аллине куҫнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ТАСС информаци агентствине савутӑн малашлӑхне ӗненнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсене кӑҫал та укҫа уйӑрса пулӑшӗҫ. Грант кирлисенчен документсене йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Кӑҫал ҫак тӗллевпе республика хыснинче 525 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Шырав отрячӗсене укҫан пулӑшма пирӗн республикӑра 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухне Михаил Игнатьев Элтепер «О мерах государственной поддержки поискового движения в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинче шырав юхӑмне патшалӑх енчен пулӑшасси ҫинчен) хушу кӑларнӑччӗ. Ҫапла вара вӗренӳ организацийӗсем ҫумӗнче йӗркеленӗ шырав отрячӗсене 100-шер пин тенкӗ виҫӗ грант уйӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсене — 75-шер пинлӗх виҫӗ грант.
2017—2018 ҫулсенче 12 шырав отрячӗ валли 1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
Чӑваш Енре ҫамрӑксен патшалӑх премине илме документсем йышӑнаҫҫӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ хутсене 2019 ҫӳлхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри 36-мӗш пӳлӗме ҫитермелле.
Маттур ҫамрӑксен патшалӑх премине тивӗҫ тесе шухӑшлакан ӗҫӗсене хакласа сӗнекеннисем — министерствӑсемпе ведомствӑсем, муниципалитет районӗсемпе хулисем, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем, организацисем, халӑх пӗрлешӗвӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен редакцийӗсем. Преми валли хутсем тӑратассине ӗҫ коллективӗсенче сӳтсе явмалла.
Преми илес текенсен пӗлтӗрхи ҫитӗнӗвне шута илӗҫ. Патшалӑх премине малтан сакӑр сферӑра панӑ пулсан, 2018 ҫултанпа ҫак хисепе вунна ҫитернӗ. Преми 50 пин тенкӗпе танлашать.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗ шурӑ, тулли приводлӑ кроссоверпа ҫӳреме пуҫлӗ.
Михаил Игнатьев мӑшӑрӗ валли иномарка кредитпа туянасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ . Хусанти KazanFirst кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, автосалона маларах Элтепеи амӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе кайнӑ. Ӗнер вара машинӑна туяннӑ.
Официаллӑ декларацие ӗненсен, Игнатьевсен 2006 ҫулта кӑларнӑ «Mercedes-Benz B170» (B-класс) ҫеҫ пулнӑ.
Сӑмах май, официаллӑ деклараци тӑрӑх хакласан, 2017 ҫулта Михаил Игнатьев 3 миллион та 889 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, унӑн ытти тупӑшӗ (кунта вклад, дивиденд тата ытти кӗрет) 1 миллион та 66 пин тенкӗпе танлашнӑ. Элтепер мӑшӑрӗ ун чухне 696 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, урӑх тупӑшӗ 5 пине яхӑн пухӑннӑ. Ҫемьен пӗлтӗрхи тупӑшӗ каярах паллӑ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |