Пӗр хӗрарӑм «Про Город» хаҫата хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӑтӑрмаха каласа кӑтартнӑ. Хайхискер диван ҫинче ларнӑшӑн укҫа тӳленӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм «Модӑсен ҫурчӗ» суту-илӳ центрне телефон юсаттарма пынӑ. Хайхискере 20 минут кӗтме ыйтнӑ. Вӑл суту-илӳ центрӗнче уткаласа ҫӳренӗ, каялла таврӑннӑ – телефон хатӗр мар-ха. Хӗрарӑм кӳршӗ суту-илӳ пайӗнчи диван ҫине кайса ларнӑ. Унччен те пулман – унти сутуҫӑ ӑна укҫа тӳлеме ыйтнӑ – диванпа усӑ курнӑшӑн 100 тенкӗ памалла-мӗн.
«Раштавӑн 21-мӗшӗнче телефон юсаттарма «Модӑсен ҫуртне» килтӗм. Кӳршӗ пайра кӗтсе ларнӑ чухне ҫамрӑк арҫын, сутуҫӑ, корпоратив пурлӑхӗпе, диванпа, усӑ курнӑшӑн 100 тенкӗ ыйтма тытӑнчӗ. Эпӗ сусӑр пулнине, ура ыратнине, тепӗр пилӗк минутран каяссине ӑнлантарма тытӑнтӑм. Кун хыҫҫӑн вӑл мана каларӗ: «Ҫук, тӳлӗр». Тӳлерӗм, тавар чекӗ пачӗҫ», - каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм редакцие.