Шупашкарта заправкӑсен сечӗн гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ ҫынна пуҫиле майпа явап тытарнӑ. Ӑна суд 270 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Заправкӑсен сечӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын шалу тӳлеменшӗн ята кӗнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалу парӑмӗ пирки асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗ Александр Полтинин ирттерекен йышӑнусенчен пӗринче систерекен тупӑннӑ.
Ӗҫ укҫи тӳлеменнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 уйӑхӗччен предприятие панкурт тесе йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗр ҫын умӗнче предприятин ӗҫ укҫи парӑмӗ 46 пин тенкӗрен иртнӗ. Апла пулин те шалупа татӑлма васкаман. Предприяти счёчӗ ҫинчи укҫана хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тӑкакланӑ тата гендиректора шалу тӳленӗ.