Елчӗк районӗнче пурӑнакан, юсанмалли 4-мӗш колонире (вӑл Шупашкарта вырнаҫнӑ) ӗҫленӗ ҫамрӑк тата унӑн тусӗ ҫыннӑн банк картинчен укҫа вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 26-ри ҫамрӑк Елчӗкрен Шупашкара каякан пӗчӗк автобус салонӗнче ют телефон тупнӑ. Ӑна йӑтса вӑл хӑйӗн 23-ри тусӗ патне васканӑ. Туссем карас телефонне тишкернӗ май ют смс-ҫырусене вуланӑ. Унта ҫырни тӑрӑх телефон хуҫин банк картти ҫинче укҫа пуррине ӑнланнӑ. Кӗҫех вӗсем карттӑ ҫинчен 8 пин тенкӗ укҫана тӗрлӗ счёт ҫине куҫарнӑ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май, 26-ри ҫамрӑкӑн килӗнче тӗтӗмсӗр тар тупнӑ. Вӑл хайхин 37 грамм ытла упраннӑ. Тара ҫамрӑк 2014 ҫулхи кӗркунне туяннӑ иккен. Ун чухне унӑн граждан хӗҫпӑшалӗпе усӑ курма ирӗк пулнӑ, анчах ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗнче ирӗк панӑ вӑхӑт вӗҫленнӗ. 26-ри каччӑн тӗтӗмсӗр тара упранӑшӑн та явап тытма тивӗ.
Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн администрацийӗ юбилей тӗлне кӑлармалли медаль эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс ирттернине пӗлтернӗ.
Чи кирли – эскизӑн аналогсем пулмалла мар. Ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫе вара ҫӑв уйӑх вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Чи лайӑх эскиз авторне 10 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Килӗшӳ алӑ пуссан тепӗр 5 пин тенкӗ парӗҫ.
Юбилейлӑ медальпе республика аталанӑвне тӳпе хывнӑ тава тивӗҫлӗ ҫынсене чыслӗҫ. Аса илтерер: Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле те медаль ҫирӗплетнӗ. Вӗсемпе чи малтан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене наградӑланӑ.
Малашне республикӑра пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлемӗ. Вӗсене «ҫӳп-ҫап реформи» пуҫланнӑ кунран, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, перерасчет туса парӗҫ.
Республика влаҫӗ акӑ мӗнле йышӑну тунӑ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, «блокадниксем», концлагерьте пулнӑ ҫынсем ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлемӗҫ. Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе ҫакнашкал 620 ҫын пурӑнать.
Ҫак категорири ҫынсем патне юлашки квитанци ака уйӑхӗшӗн килӗ, кун хыҫҫӑн вара урӑх ярса памаҫҫӗ. Ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен вӗсен нимӗн те тумалла мар, вӑл хӑйех пурнӑҫланса пырӗ.
Тӳре-шаран тупӑш декларацине малалла тишкерер. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн енчӗкне те кӗрсе пӑхар.
Сити-менеджер, 2017 ҫулпа танлаштарсан, пӗлтӗр 3 процент нумайрах ӗҫлесе илнӗ. Виҫӗмҫул енчӗкне 1 420 927 тенкӗ кӗнӗ пулсан пӗлтӗр – 1 465 496 тенкӗ.
Унӑн усӑ курмалли 38,1 тӑваткал метрлӑ хваттер пур. Ывӑлӗн вара пысӑкрах – 135,6 тӑваткал метрлӑ хваттер.
Декларацире мӑшӑрӗ Татьяна Ладыкова ӗҫлесе илнӗ тупӑша кӑтартман. Вӑл кашни ҫулах хулари тата республикӑри чи пуян арӑм пулнӑ. Сӑмахран, 2017 ҫулта Татьяна Ладыкова 15,5 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӗсенчен 365 пин тенки – тӗп ӗҫ вырӑнӗнчен.
Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра Алексей Ладыков венчет ҫӗррисӗр ҫӳренине асӑрхакансем пулнӑ. Унччен вӑл ӑна тӑхӑнсах ҫӳренӗ.
Шупашкарти «Дорисс парка» 45 миллион тенкӗ тӳлесе хӑтлӑлатма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе кам пурнӑҫласси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Аукцион ирттерессине вара пӗлтернӗ ӗнтӗ. Подрядчика ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртмалла.
Парка илемлете хӑтлӑлатакан организацие мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама хыснаран 45 миллион тенкӗ уйӑрса пама планланӑ. Палӑртнӑ ӗҫсене подрядчикӑн ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне пурнӑҫласа пӗтермелле.
Подряд организацине палӑртмалли аукцион иртессине Патшалӑхӑн госзакупкинсен порталӗнче хыпарланӑ. Техника ӗҫӗнче палӑртнине ӗненсен «Дорисс паркра» сцена, выляв лаптӑкӗсем, скейт-парк, амфитеатр, Work Out валли лапамсем, йытӑ уҫӑлтармалли вырӑн пулӗ. Кунсӑр пуҫне паркра йывӑҫ-тӗм лартмаллине те пӑхса хӑварнӑ.
Пӗлтӗр Шупашкарти общество транспорчӗсенчи билет икӗ хутчен хакланнӑ: утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата раштавӑн 1-мӗшӗнче. Кӑҫал хака татах хӑпартма палӑртнӑ. Улшӑнусем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулӗҫ.
Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче постановлени проекчӗпе паллашма пулать. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, общество транспорчӗпе каймалли билет хакӗ 2 тенкӗ ӳсӗ.
Ҫапла майпа авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа троллейбуспа каймашкӑн 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ, карточкӑпа тӳлесен – 20 тенкӗ. Автобуссемпе маршруткӑсенче хак 25 тенкӗпе танлашӗ, карточкӑпа – 21 тенкӗ.
Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет хакӗ 900 тенке ҫитӗ (халӑхпа организацисем валли). Студентсемпе вӗренекенсен билета 650 тенкӗпе туянма тивӗ.
2017 ҫулта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 3 миллион та 889 пин те 315 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Пӗлтӗр вара унӑн тупӑшӗ нумайрах пулнӑ.
2018 ҫулта Михаил Васильевич тӗп ӗҫ вырӑнӗнче 5 миллион та 415 пин те 586 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Кунта тӑватӑ ҫул канман отпуска шутласа пани те кӗнӗ. Кунсӑр пуҫне Элтепер пӗлтӗр 653 пин те 338 тенкӗ илнӗ. Ҫапла майпа унӑн енчӗкӗ пӗтӗмпе 6 миллион та 68 пин те 924 тенкӗпе пуянланнӑ. Элтепер уйӑхне вӑтамран 505 пин тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ.
Элтеперӗн мӑшӑрӗ пӗлтӗр ӗҫре 731 350 тенкӗ илнӗ. Кунсӑр пуҫне хушма тупӑш пулнӑ: 5,90 тенкӗ. Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: пӗлтӗртенпе ЧР правительствин пайташӗсен тата ЧР Элтеперӗн шалӑвӗ 10 процент пӗчӗкленмелле пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта бассейнра 9 ҫулти арҫын ача путса вилни пирки пӗлтӗр кӗркунне пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ, халӗ ӑна суд пӑхса тухнӑ.
Ачан амӑшӗ хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа тӳлеме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл куншӑн 3 миллион тенкӗ ыйтнӑ. «Амӑшӗ кӗҫӗн ывӑлне ҫухатнӑ, унӑн пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ пӗтнӗ. Ывӑлне ҫухатнӑскерӗн чунӗ халӗ те ыратма чарӑнман, ыйхи вӗҫнӗ, чӗри ыратма тытӑннӑ», - ҫапла палӑртнӑ документра.
Суд шкултан 1 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Аса илтерер: 2018 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт шкулӗнче 9-ти арҫын ача бассейнра путса вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра ашшӗ фойере ларнӑ.
Шупашкарта Элӗк район хӗрне явап тыттарнӑ. Ӑна хӑйӗн ячӗпе предприяти уҫнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 25 ҫулти хӗр юридици сӑпачӗлле организацие укҫашӑн уҫма килӗшнӗ. Уншӑн ӑна 3 пин тенкӗ сӗнекен пулнӑ. Ҫавна май вӑл налук инспекцийӗнче хӑйӗн ячӗпе предприяти уҫтарнӑ, хут ҫинче унӑн тӗп пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ, анчах хӑй вӑл организацире ӗҫлемен. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗ организацие Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне кӗртнӗ.
Предприяти-организаци уҫма документсемпе саккуна пӑсса усӑ курнӑшӑн хӗре РФ Пуҫиле кодексӗн 173-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланманнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, 15 пин тенкӗ суд штрафӗ
панипех ҫырлахнӑ.
Пенси тӳлемелли графика ҫу уйӑхӗнче улшӑну кӗртнӗ. Кун пирки РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри пайӗнче пӗлтереҫҫӗ. Графика ылмаштарни уяв тата канмалли кунсем ҫывхарнипе ҫыхӑннӑ.
Почта ҫыхӑнӑвӗн ялсенчи уйрӑмӗсенче пенсипе ҫак кунсенче тивӗҫтерӗҫ: паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, – ҫу уйӑхӗн 7 тата 8-мӗшӗсемшӗн; ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 9 тата 10-мӗшӗсемшӗн. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен яланхи графикпах парӗҫ.
Почтӑн хулари уйрӑмӗсенче паян ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗшӗн тӳлӗҫ; ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 8 тата 9-мӗшӗсемшӗн. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче яланхи график ҫине куҫӗҫ.
Перекет банкӗн уйрӑмӗсене пенсие ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсемшӗн паян куҫарӗҫ, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 12–15-мӗшӗсемшӗн.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса 11-мӗшӗччен иллмелли графиклӑ, пенсие почта-банкра тата ытти банкра илсе тӑракансене ыран куҫарса парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванщиков Юрий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |