Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Тутарстанӑн Элмет районӗнчи Патраклӑ ял тӑрӑхӗнче Тутарстанӑн Чулман Атӑлӑн леш енче пурӑнакан чӑвашсен «Учук» пӗрремӗш уҫӑ фестивалӗ иртрӗ. Фестиваль 8 сехетре пуҫланчӗ. Икӗ вӑкӑра пусса Турра кӗл туса чӳклерӗҫ. 10 сехетре вара фестиваль уҫӑлчӗ — фестивале курма килнӗ хӑнасем умӗнче юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.
Фестиваль вӗҫӗнче вара Шупашкартан килнӗ артистсем (К. Голубева, А. Шадриков, А. Васильев, В. Кузнецова, П. Ермолаев) юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.
Фестивале лайӑх хатӗрленӗшӗн Chuvash.Org пӗрлӗх Альмукова Инна Ивановнӑна, Тутарстан чӑвашӗсен диапорин ертӳҫине Яковлев Константин Геннадьевича, вӑхӑтлӑ информаципе тиӗҫтернишӗн "Сувар" хаҫат редакцине тата ытти пулӑшакансене пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Элӗк салинче «Виръял шевлисем» ятлӑ XII-мӗш регионсем хушшинчи чӑваш эстрада юррисен фестивалӗ иртрӗ. Фестивале 70 ытла юрӑҫ хутшӑнчӗҫ. Вӗсен Чӑваш Енӗн 11 районӗсенчен, тата ҫавӑн пекех Тутарстанпа Чӗмпӗр облеҫӗсенчен ҫитрӗҫ.
Комсомольски районӗнчи Алина Просвирнова фестивальте «Тупатӑпах» юрра юрласа кӑтартрӗ, уншӑн вара вӑл чи пысӑк оценкӑсене тивӗҫрӗ. «Гран-при» номиницишӗн 46 хутшӑнакан кӗрӗшрӗҫ пулин те ӑна Алина Просвирнова ҫӗнсе илчӗ.
Чӑваш Енӗн ҫут ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна «Чӑваш чӗкеҫӗ» конкурса 5 пин ытла ача хутшӑнасшӑн. Хутшӑнас килсен ачасен ун ҫинчен кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен пӗлтермелле. Ҫавӑн пекех Тутарстанран 224 ача, Пушкӑртстанран 221 ача хутшӑнасшӑнни пирки пӗлтернӗ.
Хӑй конкурсӗ нарӑсӑн 8-мӗшӗнче иртӗ. Конкурса 3-11 класр ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен пӗр сехет те вунпиллӗк минут хушшинче конкурс валли ятарласа хатӗрленӗ 30 ыйту ҫине хуравламалла. Хуравланӑ чухне пилӗк тӗсрен пӗрине ҫеҫ суйламалла.
Кашни хутшӑнакан сертификат илӗ, хӑйсене чи лайӑх кӑтартнӑскерсем — парнесене тивӗҫӗҫ.
Конкурса Чӑваш патшалӑх университечӗ, «Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхпа ҫутлӑх ӗҫӗнче» обществӑллӑ организацийӗн чӑваш уйрӑмӗ, Чӑваш Енӗн ҫут ӗҫ Министерстви ирттереҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, 2006 ҫулта ку конкурса Чӑваш Енрен 8674 ача, Тутарстанран — 221, Пушкӑртстанран — 494, Чӗмпӗр облаҫӗнчен 80 ача хутшӑннӑ.
Тутарстанра 2006 ҫула литературӑпа ӳнер ҫулӗ ячӗпе «Сувар» хаҫат информаци енӗпе пулӑшнипе Хусанти «Сувар» ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ Тутарстанри чӑваш юрӑҫисен «Акатуй» ятлӑ пӗрремӗш аудио альбомне кӑларнӑ.
Альбома Хусанти, Чаллӑ, Анат Кама хулисен тата Элмет, Чистай, Теччӗ, Аксу, Пӑва районӗнчи юрӑҫӑсен пултарулӑхӗ кӗнӗ. Ытларах енӗпе унта 30 ҫула ҫитменнисен юррисене кӗртнӗ. Сӑмахран, чи ҫамрӑк юрӑҫа, Сергей Платонова, 18 ҫул кӑна. Юрӑсен сӑввисене те Тутарстанри авторсем ҫырнӑ.
Пуш уйӑхӗн 18 Хусанти МВД КЦ-ӗнче ку прокта хутшӑннӑ юрӑҫӑсен концерчӗ иртӗ. 2006 ҫулхи ҫу пуҫламӑшӗ валли пӗрлешӳ иккӗмӗш альбома кӑларасшӑн.
Эпир ҫамрӑқ юрӑҫӑсене ҫитӗнӳсем сунатпӑр, итлекенсем альбома лайӑх йышӑнасса шанатпӑр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |