Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем палӑрчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.12.2009 07:30 | 2477 хут пӑхнӑ

«Халап хапха тӑрринче» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ.

Пурӗ 73 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ярса парасса ытларах та ярса панӑччӗ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрисене йышӑнма май килмерӗ. Хайлавсене йышӑннӑ май ҫакӑ сисӗнчӗ — конкурс положенине чылайӑшӗ тимлӗн вуламан. Ӑмӑртун йӗрки-шывӗ тӑрӑх пирӗн пата хайлавне кӑна мар, халапне те ярса памалллаччӗ. Хӑшӗ-пӗри кун пирки манса кайнӑ. Йышӑннисен шучӗ ытла та сахалланса каясран ҫӑлкуҫне те пулин кӑтартнисене пурне те йышӑнтӑмӑр.

Йышӑннӑ хайлавсенчен 6 ушкӑн йӗркелерӗмӗр. Хӑш-пӗр ушкӑнра сӑвӑ сахал ярса панӑран вӗсене ыттисемпе пӗрлештертӗмӗр. Вырӑнсене ҫапла уйӑртӑмӑр:

1-5 классенче вӗренекенсем

* 1 вырӑн. Дарья Мидукова ҫырнӑ «Иртни...» сӑвӑ. Ҫӗмӗрле районӗ, Хутарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ гимнази.

* 2 вырӑн. Надежда Сергеева ҫырнӑ «Пырса курӑр манӑн ялӑма» очерк. Сӗнтӗрвӑрри хули, Атӑлҫи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.

* 2 вырӑн. Виктория Павлова ҫырнӑ «Милла вӑрманӗ» калав. Ҫӗрпӳ районӗ, Апакассинчи пӗтӗмешле тӗп пӗлӳ паракан шкул.

* 3 вырӑн. Анастасия Иванова ҫырнӑ «Юратнӑ кукамай» калав. Шупашкар хули, 49-мӗш вӑтам шкул.

* 3 вырӑн. Александра Андреева ҫырнӑ «Илемпи куҫҫуль ҫырми» халап. Ҫӗрпӳ районӗ, Михайловка шкулӗ.

6-8 классенчи ачасен cӑввисем

Ку ушкӑнра пурӗ 10 ӗҫ хутшӑнчӗ. Вӗсенчен 5-ӗшӗ ҫак вырӑнсене йышӑнчӗҫ:

* 1 вырӑн. Екатерина Майорова ҫырнӑ «Вырӑс Сурӑм сали ҫинчен хывнӑ халап» сӑвӑ. Элӗк районӗ, Юнтапари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 2 вырӑн. Анастасия Фёдоровӑн «Илленушкӑнь» сӑвви. Элӗк районӗ, Тавӑтри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул. Сӑмах май каласан, ку ушкӑнра пӗринсӗр пуҫне — пурте Элӗк районӗнчен.

* 2 вырӑн. Валерия Константиновӑн «Таркӑн салтак варӗ» сӑвви. Элӗк районӗ, Юнтапари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 3 вырӑн. Виктория Трофимова ҫырнӑ «Пирӗн ял» сӑвӑ. Элӗк районӗ, Вутланти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.

* 3 вырӑн. Максим Левый хайланӑ «Ылхан» сӑвӑ. Елчӗк районӗ, Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

6-8 классенчи ачасен калавӗ, очеркӗ, халапӗ

Ку ушкӑнра пурӗ 25 ӗҫ килчӗ. Вырӑн илме ҫаксем тивӗҫрӗҫ:

* 1 вырӑн. Максим Катин ҫырнӑ «Тӗпсӗр кӳлӗ» калав. Елчӗкри вӑтам шкул вӗренекенӗ.

* 2 вырӑн. Татьяна Павловӑн «Тӑрна ҫырми мыскарисем» халапӗ. Канаш районӗ, Сиккассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 3 вырӑн. Наталия Соловьевӑн «Чӳк ҫырми» калавӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкул.

* 3 вырӑн. Елена Ильина ҫырнӑ «Пирӗн ял» калав. Элӗк районӗ, Вутланти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.

9-11 классенче вӗренекенсем

Ку ушкӑнра пурӗ 11 ӗҫ килчӗ. Вырӑнсем ҫаксене лекрӗҫ:

* 1 вырӑн. Вероника Тябукова ҫырнӑ «Тӗмерти Сартас кӳлли» сӑвӑ. Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 2 вырӑн. Михаил Шибаевӑн «Хресне ҫӑлкуҫӗ...» калавӗ. Ку хайлавшӑн 1-мӗш вырӑн та пама пулӗччӗ ӗнтӗ, ҫапах та пӗлтӗр ӑна 1-мӗш вырӑн панине пула, кӑҫал ыттисем йышӑнчӗр терӗмӗр (Вероникӑн сӑвви те пӗрремӗш вырӑна юрӑхлӑ та...). Ачи чӑн та пултаруллӑ! Йӗпреҫ районӗ. Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 3 вырӑн. Анна Курчина ҫырнӑ «Тукшик улӑхӗ» очерк. Елчӗк районӗ. Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 3 вырӑн. Александра Артемьева ҫырнӑ «Юратнӑ ялӑм — Таяпа Энтри» сӑвӑ. Елчӗк районӗ. Таяпа Энтри шкулӗ.

Вӗрентекенсен сӑввисем

Кӑҫал эпир ҫӗнӗ ушкӑна кӗртес терӗмӗр — шкулта ачасене вӗрентекенсене. Вӗсен хушшинче те пултаруллӑ ҫын сахал мар.

Ку ушкӑнра пурӗ 6 сӑвӑ килчӗ. Вырӑнсене ҫапла уйӑртӑмӑр:

* 1 вырӑн. Лилия Васикова ҫырнӑ «Кивӗ Саврӑш кивӗ мар!» сӑвӑ. Тутарстан, Аксу районӗ, Кивӗ Саврӑшри вӑтам шкул.

* 2 вырӑн. Алина Петровӑн «Карман-ту» сӑвви. Элӗк районӗ Чӑваш Сурӑмӗнчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул.

* 3 вырӑн. Светлана Яруткинӑн «Спаскав Якурӗ» сӑвви. Хӗрлӗ Чутай районӗ, Хусанушкӑнчи тӗп шкул.

Вӗрентекенсен пьеси, калавӗ, очеркӗ, юмахӗ

Ку ушкӑнра пурӗ 13 хайлав килчӗ. Вырӑнсем ҫаксене лекрӗҫ:

* 1 вырӑн. Антонина Михеева ҫырнӑ «Ҫунатсӑр Ҫилҫунат» пьеса. Елчӗк районӗ, Энтепери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.

* 2 вырӑн. Ирина Васильевӑн «Ҫӑмахуй...» калавӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Хуракассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 3 вырӑн. Татьяна Цыркуновӑн «Мӑнҫырма» калавӗ. Вӑрмар районӗ, Мӑнҫырмари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

* 3 вырӑн. Галина Николаевӑн «Майра сукмакӗ» очеркӗ. Канаш районӗ, Хучелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.

* 3 вырӑн. Галина Зотовӑн «Ӗне вӑрмана тарса ҫухалчӗ» юмахӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкул.

 

Вулакансем кӑмӑлласа йышӑннӑ хайлав вара ку ҫулхине Мария Веникова ҫырнӑ «Савнӑ ялӑм, тӑван ял» сӑвӑ. Мария чылай конкурса хутшӑнать ҫавӑнпа та ку парне вырӑнлӑ пулӗ тесе шутлатпӑр.

Ӑмӑртӑва хутшӑннисене пурне те мухтас килет! Вырӑнӗ пурне те лекмерӗ пулсан та эсир маттур! Халапӗсене тупса хайлав ҫырма самай вӑхӑт кирлӗ — эсир вара ӳркенмен!

Кашни ҫӗнтурӳҫӗ парнеллӗ пулӗ — 1-мӗш вырӑн йышӑнакансене 60х40 см пысӑкӑш карттин, ыттисене 30х20 пысӑкӑш рамкӑри сӑнӳкерчӗк. Асӑнмаллӑх юлаҫҫех пулӗ тесе шутлатпӑр.

 

Ку конкурсра вырӑн йышӑнаймарӑр пулсан — тепӗн ӑмӑрту валли вӑй пухӑр. Тепӗр ҫул, чипер пулсан, тепре те ирттерӗпӗр. 2010 ҫулхи конкурса фантастикӑпа тата фэнтези стилӗпе ҫыхӑнтарас тетпӗр, ӑмӑртӑвӑн ячӗ малтанлӑха «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...». Вырӑн йышӑнасшӑн пулсан — хальтерех пуҫлӑр, ҫулталӑк хушшинче ҫырнӑ хайлава якатса ҫитереттӗрех.

 

Пур хутшӑнакана та тепӗр хут ӑнӑҫу сунар!

#Элӗк районӗ, #Елчӗк районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Тутарстан, #Аксу районӗ, #Вӑрмар районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #литература, #чӑваш чӗлхи, #конкурссем, #Шупашкар, #Ҫӗрпӳ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем