Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Алӑкран тухрӑм — тайӑлтӑм...»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.05.2010 10:01 | 1959 хут пӑхнӑ

Ҫӗнтерӳ Кунне 65 хут уявлас умӗн кӗнеке лавккисене ҫӗнӗ кӗнеке ҫитрӗ — «Алӑкран тухрӑм — тайӑлтӑм...» юрӑсен пуххи. Ӑна пухса кӑлараканӗ — Светлана Лаврентьева. Кӗнекене пӗлтӗр пуш-ҫертме уйӑхӗсенче ирттернӗ Республикӑри вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юрлакан юрӑсен I фестиваль тӑрӑх хатӗрленӗ.

Кӗнекене тури, анатри тата анат енчи чӑвашсен салтак юррисем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех унта тӑлӑха юлнисен, упӑшкисене ҫухатнисен юррисем те пур. Юрӑсене республикӑри 14 районта, Тутарстанӑн Пӑва районӗнче, Сарӑту облаҫӗнчи Пасар Карапулак районӗнче ҫырса илнӗ.

Кӗнекепе Чӑваш наци музейӗнче ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче паллаштарчӗҫ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн Министрӗ Роза Лизакова, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев тата ыттисем пулчӗҫ. «Уяв», «Валинке» тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин студенчӗсем кӗнекене кӗнӗ юрӑсене шӑрантарчӗҫ.

Кӗнекене эсир лавккасенче туянма пултаратӑр.

#Чӑваш Ен, #Тутарстан, #Сарӑту облаҫӗ, #Шупашкарти музыка училищи, #кӗнекесем, #Пӑва районӗ, #Пасар Карапулак районӗ

 

Комментари:

2010.05.14 11:46
Аçтахар Плотников
http://suvar.su/2870.html — «Сувар» хаçатри хыпар

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем