Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Теччӗсен ҫӗнӗ энциклопедиллӗ кӗнеке

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.06.2010 16:36 | 2243 хут пӑхнӑ

Нумай пулмасть Тутарстанӑн Теччӗ районӗнчи чӑваш центрӗн ертӳҫи Владимир Григорьевич Вериялов ҫӗнӗ кӗнеке кӑларчӗ — кун пирки «Сувар» хаҫат пӗлтерет. 100 экземплярлӑ «Чувашские населенные пункты. Тетюшский муниципальный район Республики Татарстан» кӗнекене Теччӗ районӗ 80 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ.

Кӗнекере чӑваш халӑх академикӗ Теччӗ тӑрӑхӗнчи мӗнпур чӑваш ялӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ: Пухтел, Аслӑ Ӑнӑ, Ивански, Кӑнна Кушки, Ҫӗньял, Победа, Таяпа, Чакӑлтӑм, Хупкӗпер, Таркан Пуҫ, Юккел, Кушкуй, Шанчӑ, Кивьял, Ҫармӑс, Чӑваш Чураппанӗ. Кашни яла сӑнланӑ чух автор малтан ялӑн географилле вырӑнне илсе кӑтартать. Хусантан миҫе ҫухрӑмра вӑл, Пӑваран. Асфальтлӑ ҫул пур-и, ҫук-и тата ытти те. Ял канашӗн почта адресӗ таранччен ҫырать. Иккӗмӗш абзац — ял халӑхӗ. Миҫе пурнан ҫурт, мӗн чухлӗ арҫынпа хӗрарӑм. Демографи кӑтартӑвӗнчен те иртсе кайман ҫыракан — юлашки ҫул ялта миҫе ҫын ҫуралнипе вилнине те кӗнекене кӗртсе хӑварнӑ. Ял халӑхӗ мӗн ӗҫлесе пурӑнни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Колхоз саланнӑ хыҫҫӑн ҫынсене миҫешер гектар ҫӗр валеҫсе панине те ҫырнӑ кунта, ялта мӗн чухлӗ выльӑх усрани таранчченех илсе кӑтартнӑ.

Ялти учрежденисемпе предприятисене уйрӑммӑн илсе кӑтартнӑ: шкулта миҫе ача вӗренет, садика миҫен ҫӳреҫҫӗ, миҫе лавкка, ферма пур-и, клуб ӗҫлет-и, килсене шывпа газ кӗртнӗ-и тата ытти те. Автор чылай яла сӑнланӑ чух тӗл-тӗл ӗлӗкхи производство мӗнлерех пулнине те сӑнласа кӑтартать: миҫе арман, тимӗрҫӗ лаҫҫи пулнӑ тата ытти те. Ҫапларах В.Вериялов ялсен историйӗсем ҫине куҫать. Ку ял сӑн-сӑпачӗпе паллашнӑ чухне чи кӑсӑклантаракан вырӑн темелле-тӗр. Хӑш ял хӑҫан йӗркеленнӗ, камсем пуҫласа янӑ. Кунта, паллах, архиври кӑтартусемпе усӑ курни сисӗнет. Ҫакӑнпа кӗнеке пахарах та. Ҫапла эпир Пухтел ялӗнче 1926 ҫулта миҫе ҫын пурӑннине, авалхи Хулаш ӑҫтарах вырнаҫнине, хупкӗперсем мӗнле ялсем никӗсленине вуласа пӗлетпӗр.

Кӗнекене Теччӗ тӑрӑхӗнче туянма май пур, е «Сувар» хаҫат редакцине кӗрсен паллашма пултаратӑр.

Тепӗр кӑсӑклантаракан самант. Ялти урамсен халӑх хушшинчи ячӗсем. Вӗсен ҫумӗнчех автор официаллӑ ятсене скобкӑра илсе кӑтартать. Ҫапла эпир Кивьялта Шапакасси, Хупкӗперте Хуракасси, Юккелӗнче Мунчакас, Ҫармӑсра Кӑркӑскасси, Чураппанра Саплӑккаспа Навускас та пуррине пӗлетпӗр.

#Теччӗ районӗ, #кӗнекесем, #Тутарстан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/2975.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем