Паян каҫхине, ҫу уйӑхӗн пӗрремешӗнче, Китайра тӗнчери чи вӑрӑм кӗпере уҫӗҫ.
Кӗпере Ханчжоу кӳлмекӗ урлӑ хывнӑран ӑна кӳлмек ячӗпе калаҫҫӗ. Вӑл Шанхайпа Нинбо хулин промышленость пайне ҫыхантарӗ, тӑршшӗ — 36 ҫухрӑм. Lenta.Ru сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, енчен те Ла-Манш тинӗс пырӗнче ку кӗпере тӑвас шухӑш ҫуралнӑ пулсан ун тӑршшӗ Франципе Аслӑ Британине ҫыхӑнтарма ҫитӗччӗ.
Вӑрӑм кӗперсем Раҫҫейре те пур. Сӑмахран, Тутарстанра Чулман Атӑл урлӑ 14 ҫухрӑмлӑ кӗпер хывнӑ. Ӑна 2002 ҫул вӗҫӗнче хута янӑ.
Аслӑ патриарх И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнӗ май, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинчи шкул картишӗнче унӑн палӑкне уҫрӗҫ. Хаваслӑ мероприятие Тутарстанран – ТР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ А. Гайнутдинов, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн ҫумӗ А.Поминов, ЧНКА председателӗ К.Яковлев, Ҫӗпрел, Пӑва, Аксу районӗсен ЧНКЦ председателӗсем; Чӑваш Енрен – ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Г.Чернова, ЧР Культура министерствин этникӑпа конфесси хутшӑнӑвӗсен тата культура еткерлӗхне упракан уйрӑмӗн ертӳҫи М.Краснов, ЧНК председателӗ Г.Архипов, Шупашкарта пурӑнакан Тутарстан чӑвашӗсен «Пӑлхар» ентешлӗхӗн ертӳҫи Н.Угаслов, чӑваш интеллигенцийӗн представителӗсем; Чӗмпӗртен – Чӗмпӗр облаҫӗн Вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ Ф.Улензеева, УОЧНКА председателӗ В.Сваев, Чӗмпӗр хулин ЧНКЦ ертӳҫи И.Гаврилова, асӑннӑ регионсен массӑлла хыпар хатӗрӗсен ӗҫченӗсем тата нумай-нумай хӑнасем килчӗҫ. Вӗсене Теччӗ муниципаллӑ район ертӳҫи М.Ибятов, Ӗҫтӑвком ертӳҫи Н.Зотов, ЧНКЦ председателӗ В.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ТР Культура министерствинче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене хатӗрленес тӗлӗшпе республикӑри йӗркелӳ комитечӗн канашлӑвӗ иртрӗ. Ларӑва йӗркелӳ комитечӗн председателӗ, ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ – культура министрӗ Зиля Валеева ертсе пычӗ. Вӑл чӑвашсен аслӑ патриархӗ чӑвашсемшӗн кӑна мар, ку тӑрӑхра пурӑнакан ытти чылай халӑхсемшӗн те сахал мар тунине палӑртрӗ.
Теччӗ муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Мухаррям Ибятов И.Я. Яковлев юбилейне хатӗрленес ӗҫсем еплерех пыни ҫинчен каласа пачӗ. Ун сӑмахӗсенчен, Кӑнна Кушки ялӗнче вырӑнти шкул тата музей ҫурчӗсене юсаса пӗтернӗ, шкул картишне тата ялӑн тӗп урамне йӗркене кӗртнӗ.
– Халӗ пӗрремӗш чӑваш театрне йӗркеленӗ И.С. Максимов-Кошкинский, Александр Алга, Анна Казакова, Тихӑн Петӗркки тата ку ялта ҫуралса ӳснӗ ытти паллӑ чӑвашсен мемориал-экспозицийӗсене ҫӗнетес ӗҫсем пыраҫҫӗ, – тесе пӗлтерчӗ Теччӗ районӗн ертӳҫи.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн пуҫарӑвӗпе Шупашкарти Филармонире 18 сехет те 30 минутра "ХУСАН ЧӐВАШӖСЕМ" ушкӑн И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ концерт ирттерет. Чӗрӗ музыка, альтернативӑлла юрӑсем, патриотла сӑвӑсем итлес текенсем килсе курма пултаратӑр. Билетсем Филармони кассинче, ЧНКри киоскра хальлӗхе пур.
«Кукаҫипе куками» — репертуарти ҫӗнӗ юрӑсенчен пӗри.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитет. Тӑван чӗлхе аталанӑвӗшӗн, чӑваш халӑхӗшӗн ҫав тери пысӑк ӗҫсем туса хӑварнӑ вӑл. Иван Яковлевич кашни чӑвашшӑн Турӑ вырӑнӗнче. «Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тунӑ май хамӑр халӑха хут вӗрентес тесе вӑй-халне шеллемен аслӑ ҫыннӑмӑра И.Я.Яковлева халалласа викторина ирттерес терӗмӗр» — тесе палартаҫҫӗ суварҫӑсем. Кӑмӑл тӑвакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ унта. Пур ыйту ҫине те тӗп-тӗрӗс хуравланисене «Сувар» хаҫат редакцийӗнчен парнесем кӗтеҫҫӗ. Чи хастар шкула редакцин Тав хучӗпе ятарлӑ парни кӗтеҫҫӗ.
«Сувар» редакцийӗ викторина хуравӗсене акан 20-мӗшӗччен йышӑнать, И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗ тӗлне пӗтӗмлетме шутлать. Хуравсене почта урлӑ ярас пулсан конверт ҫине «Викторинӑна» тесе ҫырма ан манӑр. Хӑвӑрӑн ятӑра, хушаматӑра, адресӑра, хӑш шкулта, миҫемӗш класра вӗреннине (е ӗҫленине) палӑртма ан манӑр. Ҫавӑн пекех викторина хуравӗсене «Суварӑн» электронлӑ адресӗпе те ярса пама пултаратӑр: suvar@mail.
Чӑваш наци конгресӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Кӗмӗл сасӑн» черетлӗ конкурсне ирттерет. Конкурса чӑвашла юрлама пӗлекен 16-35 ҫулхи ҫамрӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Енчен те эсир ку конкурса хутшӑнса палӑрас тетӗр пулсан, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗччен заявка ямалла. Заявка ҫумне 10х15 сӑнӳкерчӗк тата икӗ юрӑн (вӗсенчен пӗри халиччен илтменни пулмалла) фонограммине ярса памалла. Вӑхӑчӗ хӑвӑрт шӑвать. Ӗнер кӑна нарӑс уйӑхӗ пуҫланнӑччӗ, паян ак вӗҫленсе те пырать. Ҫапах та виҫӗ кун сирӗн пур — ӗлкерме те пулать.
Конкурса ярса панӑ юрӑсене итленӗ хыҫҫӑн вӗсенчен чи лайӑххисене суйласа илеҫҫӗ те пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне Шупашкара чӗнӗҫ. Унта ҫитессипе, киле таврӑнассипе ҫыхӑннӑ ҫул тӑкакӗсене командировкӑна яракан ен саплаштарать. Шупашкарта вара йышӑнакан ен тӳлет, вырнаҫтарать, апатлантарать.
Конкурсра ҫак номинацисем пулӗҫ: национализмпа патриотизм тематикипе чи лайӑх юрӑ; чи лайӑх композитор; чи лайӑх поэт; чи лайӑх ҫӗнӗ юрӑ; куракана килӗшнӗ чи лайӑх юрӑ. Номинацисем нумай, тупӑшса пӑхмалли сӑлтавӗ те пур пек туйӑнать.
Тутар республикинчи Ҫӗпрел районне кӗрекен Хулаҫырма ялӗнче Николай Угаслов парнисене ҫӗнсе илессишӗн чӑваш кӗрешӳ ӑстисем ӑмӑртрӗҫ. Кавир ҫине ҫӗр спортсмен ытла, Тутарстан, Чӑваш Ен, Чӗмпӗр паттӑрӗсем тухрӗҫ. Уйрӑм ушкӑнсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Чӑваш республикин Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗн кӗрешӳҫисем ҫӗнсе илчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта Тутарстанри Ҫӗпрел районне кӗрекен Матак паттӑрӗсем, кавир хуҫисем вара виҫҫӗмӗшсем.
Ҫӗпрел районӗнче кӗрешӳ спорчӗ аван аталанса пырать. Николай Угаслов ҫывӑх вӑхӑтра кашни чӑваш шкулнех кӗрешӳ кавирӗ туянса пама шантарчӗ.
Кӑрлач уйӑхӗнче Кивӗ Улхашра милици майорне Виктор Рахманова асӑнса чӑваш кӗрешӗвӗн ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта облаҫри тата Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен (Хулаҫырми, Матак, Ҫӗнӗ Йӗлмел) килнӗ спортсменсем хутшӑнчӗҫ.
Сумлӑ хӑнасем хушшинче УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев (вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ), чӑваш усламҫисен «Эртел» ушкӑн арaсем В.В.Крлыков, А.П.Альмяшкин пулчӗҫ. Ҫаплах Раҫҫейри чӑваш кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ О.А.Захаров Мускавран килсе ҫитни те пысӑк пулӑм пулчӗ.
Командӑсем хушшинче Аслӑ Нагаткин кӗрешӳҫисем ҫӗнтерчӗҫ (тренерӗсем Б.А.Чернов, А.А.Яковлев). Иккӗмeш вырӑнта – кивулхашсем (Н.А.Узеринов), виҫҫӗмӗшсем – ҫӗнйӗлмелсем (П.И.Рафиков).
Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫаксем пулса тӑчӗҫ: Павел Рдюков (Кивӗ Улхаш), Дмитрий Лымбин (Елшанка), Марат Халимов (Ульяновск), Данил Горохин (Ҫӗнӗ Микулин), Андрей Шигирданов (Аслӑ Нагаткин), Михаил Белозёров (Ульяновск, ДЮСШ-7), Андрей Стратонов, Стас Савёлов (иккӗшӗ те – Аслӑ Нагаткин), Сергей Покровский (Ульяновск, ДЮСШ-7), Алексей Петров, Алексей Краснов, Денис Архандеев, Максим Изендеев, Эдуард Чумакин (пурте – Аслӑ Нагаткин), Никита Фёдоров, Александр Никифоров (иккӗшӗ те – Елшанка), Фёдор Шагаев (Ҫӗнӗ Йӗлмел), Пётр Краснов (Аслӑ Нагаткин).
Тутарстанпа Ульяновск облаҫӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентӳҫисем чӑмӑртанса ӗҫлеме тӗв турӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Тутарстанри Теччӗ районӗнче – Кӑнна Кушкинчи вӑтам шкулта – икӗ регионти тӑван чӗлхемӗре вӗрентекенсен конференцийӗ иртрӗ. Унта Ульяновск облаҫӗнчен – 17, Теччӗ районӗнчен – 15 вӗрентӳҫӗ хутшӑнчӗҫ. Конференцин тӗп теми – “И.Я. Яковлев еткерлӗхe тата хальхи шкул”.
Конференцие йӗркелекенсем – облаҫри вӗрентӳ департаменчӗ, УОЧНКА тата Теччӗ районӗн вӗрентӳ уйрӑмӗ.
Ҫула тухас умӗн Чӗмпӗр Ен вӗрентӳҫисем Аслӑ Патриархӑмӑр палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Палӑртни лайӑх пурнӑҫлантӑр тесе авалхи йӑлапа И.Я. Яковлевран пил илчӗҫ.
Иван Яковлевич ҫӗрӗ хӑнасене яланхи пекех ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗ. Малтанах вӗрентӳҫӗсене ял администрацин пуҫлӑхӗ С.
Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта вӗренекенсем утӑ уйӑхӗнче Тутар Республикинчи Пӑлхар хулинче пулса курнӑ. Географипе вӗрентекен Л.И.Петрикова ачасене авалхи чӑваш хули ҫинчен уроксенче пӗрре кӑна мар каласа панӑ. Ҫапах та куҫпа курни ӑсра тарӑнрах упранать, ҫавӑнпа ӗнтӗ кану тапхӑрӗнче мӑн пӗлӳпе кӑсӑкланакансен ӗлӗкхи саманари пӑлхар шӗкӗр хулине ҫитсе курас ӗмӗте пурнӑҫлама мел пулчӗ. Шкул ачисем автобуспа Теччӗ хулине ҫитрӗҫ. Кунта чӑвашсен аслӑ сӑвӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши учительсен семинаринче вӗреннӗ. Теччӗре педагогика училищин музейӗнче Ҫеҫпӗл Мишши кӗтесӗ пур. Анчах кунта нумай вӑхӑт чарӑнма май килмерӗ. Атӑл ҫыранӗнче ҫӗр каҫма тӳр килчӗ ачасене. Кӑвайт чӗртсе апатланчӗҫ. Ирхине малалла ҫула тухрӗҫ.
Хула кун-ҫулӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн хыҫҫӑн кӑвак тӳпе айӗнче вырнаҫнӑ архитектура палӑкӗсемпе паллаш кӑмӑл турӗҫ элӗксем. Юлашкинчен Хура палата текен вырӑна ҫитсе курчӗҫ. Ачасем ҫулҫӳреврен сӑн ӳкерчӗкӗсем, кӗнекесем, суренирсем илсе таврӑнчӗҫ. Ҫак экскурсири чи хакли — ачасен ҫамрӑк чунсенче, ӑс-тӑнӗсенче яланлӑхах авалхи асамлӑхсем, тӗлӗнтермӗшсем упранса юлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |