Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Литература ӑмӑртӑвӗн иккӗмӗш пайӗ пуҫланчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.11.2009 19:22 | 1680 хут пӑхнӑ

«Халап хапха тӑрринче...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗрремӗш пайӗ, хайлавсем йышӑнасси, вӗҫленчӗ.

Пурӗ 70 яхӑн хайлав ҫитрӗ. Ку пӗлтӗрхинчен сахалтарах, кризис алхасни сисӗнет-ши? :). Кӑҫалхи ӑмӑртӑва пур районтан та хутшӑннӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ пулӗ. Паллах, Пӑрачкав, Улатӑр районӗсене шута илмӗпӗр — конкурсӗ пирӗн чӑвашла. Уйрӑмах Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк, Вӑрмар, Канаш районӗнчен нумай хайлав килчӗ.

Ултӑ ӗҫе йышӑнаймарӑмӑр. Пӗри пӗлтӗрхи хайлава ярса панӑ (унпа вырӑн та йышӑннӑччӗ), теприсем е топонимсене ҫеҫ ӑнлантарса панӑ (ку ӑслӑлӑх конкурсӗ мар, литература ӑмӑртӑвӗ) е ӗҫе ярса панӑ чухне йӑнӑшсем тунӑ, пире кирлӗ информацие кӑтартман. Енчен те хутшӑнакан ни хӑш ҫулхине, ни класне палӑртман пулсан — пирӗн ӑна хӑш ушкӑна кӗртмелле тет? Юрать-ха, хӑшӗ-пӗри телефон номерӗсене ҫырса кӑтартнӑ — шӑнкӑравласа пӗлме май пулчӗ. Пӗри тата хайлавне ярса панӑ — ҫырма чӑвашлах ҫырнӑ, анчах тӑррисене лартса тухман. Унашкал ӗҫе, паллах, эпир вырнаҫтараймастпӑр — ӑмӑртӑва та кӗртейместпӗр. Икӗ страница текстра тӑррисене лартса тухма самай вӑхӑт кирлӗ — ку вӑл текста ҫӗнӗрен ҫырнипе пӗрех.

Кӑҫалхи тепӗр уйрӑмлӑх — ӑмӑртӑва Чӑваш Ен тулашӗнчисем хутшӑнни. Тутарстанран 4-5 хайлав килчӗ, вӗсенчен вырӑн йышӑнма юрӑхлисем те пур.

Ӑмӑртӑвӑн малалли пайӗ — конкурса ярса панӑ ӗҫсене хакласси. Конкурса раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетме палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, «Халӑх кӑмӑлне кайнӑ хайлав» номинацине кӑларма пулӑшакан сасӑлав пырать. Мӗнле сасӑламалла? Ӑмӑрту страницине уҫмалла та унта вырнаҫнӑ хайлавсем пирки хӑвӑр шухӑша пӗлтермелле. Хӑш хайлавшӑн ытларах сасӑ пухӑнать — ҫавӑ ҫак номинацине тивӗҫет те. Пӗчӗк асӑрхаттару: малти вырӑнсене тухнӑ хайлавсене шута илмӗпӗр (атту парне айне пулӗҫ тата :))

Мӗнех, ӑмӑрту малалла пырать — сасӑлӑр! Хутшӑнакансене вара ӑнӑҫу сунатпӑр. Хутшӑннӑшӑн тавтапуҫ, тавах сире.

#литература, #чӑваш чӗлхи, #Канаш районӗ, #Елчӗк районӗ, #Тутарстан, #конкурссем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Элӗк районӗ

 

Комментари:

Галина // 1316.02.2024
2009.11.10 21:40
Конкурсантсем иртнĕ çулхинчен сахалтарах. Кунта кризиса айăплама кирлех мар пулĕ тетĕп.Мана фантастика хайлама çăмăлтарах пек, вĕренекенсем те шутласа кăларма маçтăртарах. Вырăнти ял историне, çырма-çатра ăçтан хăйĕн ятне тупнине пĕлекен çынсем те сахалтарах.
Эпĕ конкурса хутшăннă пур вĕренекене те Тав хучĕ пама сĕнесшĕн.Материалсем тупнă, илемлĕ чĕлхепе çырнă тата ярса панă.Çĕнтерÿçĕ ятне кам тивĕçеймест, ăна Тав хучĕ тивĕçтĕр.
2010-мĕш çул -вĕрентекенсен çулĕ. Конкурсри хайлавсене уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларсан ачасем еплерех савăннă пулĕччĕç.Тепĕр çул вара конкурса хутшăнман ача та юлмĕччĕ.
2009.11.20 21:04
Аçтахар Плотников
Тепĕр çул пирĕн пĕрлĕхе йĕркеленĕренпе 5 çул пулĕ — çавна асра тытса чи лайăх хайлавсене пухса кĕнеке кăларас шухăш пур. Вырăн йышăннисем çеç мар, ытти лайăх хайлавсене те кĕртме палăртатăп-ха...
Ăмăртăва хутшăннине палăртакан «ĕнентерӳ хутне» пурне те парăпăр тен. Тĕрлĕ тĕслине мар пулин те, хура-шурăлла тунине те пулин парăпăр.
Халĕ парнесем хатĕрлетпĕр.
Çапах та ку çул чаплă хайлавсем ытларах пулчĕç.

Тепĕр çул каллех фантастикăпа фэнтази ани çине куçăпăр пулĕ :)
Андрей // 1112.16.8326
2009.11.21 06:33

Конкурса хутшăннă ачасемпе вĕрентекенсен ĕçĕсем пысăк шая хăпарнă тесе палăртăттăм.Кунта çакна каласа хăвармала,
пултарулăх ăмăртăвне ăнăçлă хайлавсем чылай ярса панă.Пĕрне мухтаса,тепĕрне хурласа калани вырăнсăр та пулнă пулĕччĕ.
Пурте тăрăшнă,тĕпченĕ,пĕлнĕ.Тата çакна та калас килет,кĕнеке кăларса ачасене савăнтарни - чи пысăк парне.
Тепĕр конкурса тата та ытларах шкул ачи хутшăнĕччĕ.Çĕнĕ конкурса вара кулленхи пурнăçпа çыхăнтарсан авантарах та пек.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем