Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Раҫҫейри чи пысӑк тупӑшлӑ 25 театр йышне лекнӗ. Укҫа-тенкӗне РБК журнал шутласа тухнӑ. Пӗтӗмлетӳ савӑнмаллиех мар — хыснаран илекен укҫа-тенкӗне шута илмесен Раҫҫейре пӗр тупӑшлӑ патшалӑх театрӗ те ҫук. Театрсене тишкерме аналитиксем Раҫҫейри 650 патшалӑх театрӗн пӗлтӗрхи тупӑшӗсемпе тӑкакӗсене илнӗ.
Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна 7 823 млн тенкӗ пӗтӗмӗшле тупӑшпа Раҫҫей Пысӑк театрӗ йышӑннӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ рейтингра 19-мӗш вырӑна лекнӗ: пӗтӗмӗшле тупӑш 137 млн тенкӗ, комерциллӗ тупӑш — 16 млн тенкӗ, тӑкак — 100 млн тенкӗ. Чи нумай укҫаллисен йышне ҫавӑн пекех И.Гончаров ячӗллӗ Чӗмпӗрти драма театрӗ (17-мӗш вырӑн), Удмуртин вырӑс драма патшалӑх театрӗ (20-мӗш вырӑн) лекнӗ.
Тӗнче тӑрӑх ҫулҫӳреве велосипедпа тухнӑ Никита Васильев пирки эпир сире пӗлтерсех тӑтӑмӑр. Халь чӑваш ҫулҫӳревҫи пирки тепӗр хыпар ҫитрӗ — ҫул ҫинче вӑл халь пӗччен мар иккен, унпа пӗрле Ҫӗнҫӗпӗр хулинче ҫуралса ӳснӗ Настя Сафонова пырать. Хӗр хӑйӗн ӗҫне пӑрахса (Ҫӗнҫӗпӗр хулинче радиоертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ) вӑл Никитӑпа пӗрле Чӑваша ҫитме шут тытнӑ.
Барнаула ҫитнӗ хыҫҫӑн Наҫтука ҫӗнӗ велосипед парнеленӗ, хула ҫыннисем ӑна ҫула хатӗрлесе янӑ. Сӑмах май вӑл ку вӑхӑт тӗлне хӑйӗн пӗрремӗш 100 ҫухрӑмне та хыҫа хӑварнӑ.
«Акӑ Наҫтукӑн пӗрремӗш ҫӗр ҫухрӑм те пулчӗ. Эпӗ чӑн та тӗлӗнтӗм. Унччен нихҫан та йывӑр ҫӗклемпе инҫе ҫула тухман хӗршӗн Настя питӗ лайӑх пырать. Ӑна кӗтме тивменнипе пӗрех, сӑртсем ҫинелле ҫеҫ уншӑн хӑпарма йывӑртарах. Анчах вӑхӑт кӑна тӳрлетӗ. Мӗн калас, эпӗ хам та ывӑннӑскер», — ҫапларах нумай пулмасть пӗлтернӗ Никита хӑйӗн блогӗнче.
Аса илтеретпӗр, Никита хӑйӗн ҫулҫӳревне 2015 ҫул вӗҫӗнче тухнӑ. Вӑтам Азире хӗл каҫнӑ хыҫҫӑн вӑл Инҫет Тухӑҫалла ҫул тытнӑ. Тепӗр хӗле Никита Кӑнтӑр-Тухӑҫ Азире ирттернӗ — Китайра, Вьетнамра, Лаосра, Камбоджӑра, Тибетра, Монголинче пулнӑ.
Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун йышӑнма сӗннӗ — арҫынсене арӑмӗсене улталасан, е тепӗр май айӑккинелле чупсан, штрафлама сӗннӗ. Ҫак саккун проектне Ленинград облаҫӗн Саккун хатӗрлекен пухӑвӗн депутачӗ Владимир Петров хатӗрленӗ. Кун пирки Ura.Ru портал паян хыпарланӑ.
Владимир Петров ҫак саккуна Патшалӑх Думинче намӑс сӑмахсемпе ҫемьере усӑ курнишӗн штрафлама сӗннӗ хыҫҫӑн хатӗрленӗ. Парламентари шухӑшӗпе халӑха намӑс сӑмахпа усӑ курма чарма юрамасть. Апла йышӑнсан ӗҫ тухӑҫлӑхӗ те чарӑнӗ, промышленность ӗҫлеймӗ.
Владимир Петров шухӑшӗпе арҫын арӑмне улталанине миравай тӳресем пӑхса тухма тивӗҫ. Айӑккинелле чупнине пӗлсен айӑпа кӗнӗ арҫынна е штрафламалла, е килтен тухмалла мар йышӑнмалла имӗш. Владимир Петров пӗлтернӗ тӑрӑх унашкал саккунсем йышӑнсан арҫынсем арӑмӗсене улталама та пӑрахӗҫ, вӗсен ҫӑварӗсенчен намӑс сӑмахсемпе те тухмӗҫ.
РФ Патшалӑх Думине саккун проектне пӑхса тухма тӑратнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ҫемьере усал сӑмахпа вӑрҫнӑшӑн айӑпласшӑн.
Саккун проекчӗ урамра общество йӗркине пӑснӑшӑн кӑна мар, хваттерте пуҫтахланнӑшӑн та явап тыттарасшӑн. Тӗплӗнрех каласан, ҫемьере харкашнӑшӑн, пӗр-пӗрне усал сӑмахпа кӳрентернӗшӗн штраф тӳлеттересшӗн..
Саккуна улшӑнусем кӗртесшӗн: 1-2 пин тенкӗ штраф тӳлеттересшӗн. Халӗ вара ку штраф 500 тенкӗрен пуҫласа 1 пин тенкӗ таран танлашать. Е 40 сехет ӗҫлеттересшӗн. Кунашкал айӑплав вара халӗ ҫук.
2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускаври пӗр клиникӑра пирӗн ентеш, «Любэ» ушкӑн бас-гитарисчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Павел Усанов вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, Павел Усановпа Мускавра ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче сывпуллашнӑччӗ. Тепӗр кунхине ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗччӗ. Ӗмӗрлӗх каҫне вӑл тӑван тӑрӑхӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, тупнӑччӗ.
Пульницӑна Павел Усанова ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫӗ йывӑр суранланнипе илсе пынӑ. Бас-гитариста такам хӗненӗ тесе калаҫрӗҫ. Павел тӑна кӗмесӗрех вилнӗ.
Халӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Суд умне унччен те судпа айӑпланнӑ Максим Добрый тӑрӗ. Бас-гитаристпа иккӗшӗн хушшинче ресторанта хирӗҫӳ сиксе тухнӑ. Максим Добрый ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн обществӑлла палати чи ыркӑмӑллӑ 10 хула ятне пӗлтернӗ. Вӗсен шутне Шупашкар та кӗнӗ. Танлаштарӑма ҫуркунне пӗтӗм Раҫҫейӗпе иртнӗ «Ырӑ ӗҫсен марафонӗ» экологи акцийӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. «Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хула ҫыннисем экологи мероприятийӗсене ыттисенчен ытларах йӗркеленӗ», — обществӑлла палатӑн пресс-службинче ҫапла пӗлтернӗ.
Чи ыркӑмӑллӑ хула шутне Питӗр хули йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Мускав облаҫӗнчи Химки хули. Виҫҫӗмӗш — Кронштадт. Шупашкар ҫиччӗмӗш йӗркене тивӗҫнӗ. Мускав вара — саккӑрмӗш кӑна. Унсӑрӑн пуҫне чи ырӑ кӑмӑллӑ хуласен йышне Хусанпа Чӗмпӗр (4-мӗшпе 5-мӗш вырӑнсем), Чулхула (10-мӗш вырӑн) кӗнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей кунӗ ячӗпе ҫӗршыври 30 регионта «Парад дружбы народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен туслӑхӗн парачӗ) иртмелле. Ӑна 2014 ҫулта пуҫласа йӗркеленӗ. Шупашкар хула урамне ҫав кун пирӗн республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ҫыннисем те тухмалла.
Раҫҫей халӑхӗсен туслӑхӗн парадне пуҫласа Кировра йӗркеленӗ. Унӑн пуҫаруҫи «Яркий город» культура фончӗ пулнӑ. Урама халӑха илсе тухнисем ҫӗршыв ертӳҫин Владимир Путинӑн пуҫарӑвӗсене ырланине пӗлтернӗ. Тата вӗсем пӗр халӑхпа тепӗр халӑх туслӑ пурӑнччӑр, килӗштерсе ӗҫлеччӗр, савӑнччӑр, пӗр ҫемьери пек пулччӑр тесе палӑртнӑ.
Тулаш хӑрушлӑхран та асӑрханма пулӑшакан тесе шухӑшлакан мероприятие кӑҫал пирӗн ҫӗршыври 10 миллион ытла ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Раҫҫейре пурӑнакан чухӑн ҫынсене уйӑхсерен талон парасшӑн. Ку – ҫӗнӗ проект. Ӑна 2018 ҫулта хута яма палӑртнӑ.
РФ промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров каланӑ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫ карточки ҫине уйӑхсерен 833 тенкӗ куҫарса тӑрӗҫ. Ҫапла майпа ҫулталӑкне 10 пин тенке яхӑн пухӑнӗ. Ку проекта пурнӑҫлама ҫулталӑкне хыснаран 300 миллиорд тенкӗ уйӑрма тивӗ. Талона Раҫҫейре пурӑнакан 19 миллион ҫынна пама палӑртнӑ.
Ку талона илес тесен сахал тупӑшлӑ пулнине ӗнентерекен справка кирлӗ. Тӗслӗхрен, ӑна нумай функцилле центра илме пулать. Сӑмах май, кун пек мелпе АПШра 50 ҫул усӑ кураҫҫӗ. Унта чухӑн ҫынсене уйӑхсерен 130 доллар куҫарса параҫҫӗ.
«Симӗс патруль» Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗ регионсен тасалӑхне тишкернӗ. Хальхинче вӗсем ҫуркуннехи кӑтартусене шута илнӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республика чи таса регионсен танлаштарӑмне кӗнӗ. Чӑваш Ен чи таса пилӗк регион йышне лекнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Малти вырӑна кам йышӑннӑ-ха? Тамбов облаҫӗ. 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене Алтай крайӗпе Алтай Республики пайланӑ. Чӑваш Ен — 4-мӗш вырӑнта.
Малти 10 регион йышне Чӗмпӗр, Белгород облаҫӗсем, Мускав, Питӗр хулисем, Ростов тата Курск облаҫӗсем лекнӗ. Аутсайдерсен йышӗнче — Курган, Иркутск облаҫӗсем, Бурят Республики, Севастополь хули, Ӗренпур, Мускав облаҫӗсем тата Ленинградпа Свердловск, Челепи облаҫӗсем.
Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентстви регион пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «вӑйлӑ витӗмлӗ» пуҫлӑхсен йышӗнчех юлнӑ-ха, анчах темиҫе йӗрке аяларах аннӑ.
Ака уйӑхӗнче Михаил Игнатьев 31-мӗш вырӑнта пулнӑ. Халӗ — 39-мӗш вырӑнта. Ҫапла вӑл 8 йӗрке аннӑ. Ҫакна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ара, ку должноҫа Элтепер ӑна хӑй лартма шухӑшланӑ вӗт.
Танлаштарӑмра унчченхи пекех Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров малти йӗркесене йышӑннӑ. Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов вара пиллӗкмӗш йӗркене аннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев йышӑннӑ. Юлашки йӗркесенче — Иваново облаҫӗн тата Еврей автономи округӗн ертӳҫисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |