Раҫҫейре ҫу уйӑхӗнче ҫӗнӗ саккунсем вӑя кӗрӗҫ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫленӗшӗн тӳлемелли чи сахал виҫе (МРОТ) ӳсӗ. Вӑл 11 пин те 163 тенкӗпе танлашӗ (халӗ – 9489 тенкӗ).
Курорт тӳлевӗ вая кӗрӗ. Алтай крайне, Краснодар крайне тата Ставрополь крайне кайма шут тытнӑ туристсенчен талӑкра пӗр ҫынран 50 тенкӗ пухӗҫ. Ҫитес ҫул ку виҫе 100 тенкӗпе танлашӗ.
Малашне клиент валюта операцийӗ ирттернӗ чухне банксен хирӗҫлеме май паракан сӑлтавсем нумайланӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен банксем Раҫҫей саккунӗсене пӑхӑнмасӑр ӗҫлекен лотерея, казино йӗркелӳҫисен счечӗ ҫине укҫа куҫарма ирӗк пулмӗ.
Ҫавӑн пекех ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне пула хӑрушсӑрлӑх мерисем вӑйланӗҫ. Ку Волгоград, Свердловск, Калининград, Чулхула, Ростов, Самар облаҫӗсене, Мӑкшӑ Республикине, Мускава, Питӗре, Хусана тата Сочие пырса тивӗ.