Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне
Хура пӗлӗтсем хупласа илчӗҫ Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисене. Чӗлхемӗрсем ҫинче, вӑл шутра вырӑс чӗлхи ҫинче те, хура ҫӑхансем явӑнаҫҫӗ.
Юрӑхсӑр тӗрлӗ саккунсемпе хушусем кӑларса, патшалӑх чӗлхесен усӑ курмалли анлӑшне хӗссе пычӗ, шкулти вӗрентӗве пӑтратса тӑчӗ, хыпарлав хатӗр-хӗтӗрӗ — ҫӑткӑнлӑха майлӑ ҫаптарнипе — наци ӑнкарулӑхне сӳнтерме тапаҫланчӗ.
Чӑваш чӗлхипе ӑспурлӑхӗ куҫа курӑнман хаяр хӑрушлӑх умне пырса тухрӗ.
Яш-кӗрӗм наци туйӑмне вуҫех ҫухатрӗ. Тепӗр 10–15 ҫултан чӑвашла калаҫакансен шучӗ ҫурри ытла касса татнӑ пек чакса ларать. Эпир, аслӑ ҫулсенчи ҫынсем, халӑх шӑпи ҫинчен анлӑрах шутламасӑр, ютри лайӑха мухтаса, ҫамрӑк ӑрӑва тӑван ӑс-хакӑлпа чӗлхерен пистертӗмӗр,
Тӳрех каламалла: ҫӗршыв ертӳлӗхӗ харкам хӑйӗн пурлӑхӗ-ырлӑхӗшӑн антӑхать, «единая российская нация» ҫинчен шавласа ҫӗршыври халӑхсен кӑкне-тымарне тӑпӑлтарать. Ку пулӑм Европӑра пачах та ҫӗнӗ ҫӗнӗ мар. Ӑна Раҫҫей нумай хутчен чӑтнӑ. Ҫӗнтернӗ. Халӑхран тухнӑ паттӑрсен пуҫне каснине, халӑх телейӗшӗн тӑракансене хамӑр влаҫ пуҫиле янине, таса ячӗсене элекпе вараланине чӑваш халӑхӗ те пайтах чӑтнӑ.
Ҫулсерен 60–95 пин ҫухрӑм ҫӳрекен йывӑр тиевлӗ машина хуҫисем валли «Платон» тӳлевне йӳнӗрех тӑвасшӑн. Анчах хальлӗхе ку калаҫу шайӗнче кӑна-ха. Сӗнӗве ҫирӗплетмен.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «Платонри» скидкӑсем пирки РФ Транспорт, Экономика тата Финанс министерствисене шухӑшлама каланӑ. Палӑртмалла: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тариф ӳснӗ, кашни ҫухрӑмшӑн 1,9 тенкӗ тӳлемелле.
Транспорт министрӗ Максим Соколов «Платон» дальнобойщиксемшӗн ҫивӗч ыйту пулманнине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи даннӑйсене ӗненес тӗк, ҫакна 424 машина ҫеҫ хирӗҫ. Пӗтӗмпе ку тытӑмра вара 820 пин машина регистрациленӗ.
Сӑмах май, канмалли кунсенче Иркутскра «Платона» хирӗҫ йӗркеленӗ авточупу пуҫаруҫисене тытса чарнӑ. Вӗсем ку акци пирки администраципе калаҫса татӑлман.
Пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса пырассипе полномочисене тӗрӗс уйӑрасси пирки (выр. Договор о разграничении предметов ведения и полномочий между Российской Федерацией и Татарстаном) Раҫҫей Федерацийӗпе пӗртен-пӗр субъект килӗшӳ тунӑ — ку вӑл пирӗн кӳршӗллӗ Тутарстан. Ҫак килӗшӳн вӑхӑчӗ кӑҫалхи ҫулталӑкӑн варринче тухмалла. Ҫавах та Минтимер Шаймиев шухӑшӗпе ӑна нимӗнле улшӑнусемсӗр малалла та тӑсма пултарӗҫ.
Ку пирки вӑл Хусанта иртнӗ Тутарстан халӑхӗсен III пухӑвӗнче тухса каланӑ.
«Уйрӑмах палӑртас килет, унта Тутарстан валли налук, укҫа-тенкӗ е экономика енчен нимӗнле ҫӑмӑллӑхсем те ҫук. Паян, ҫак килӗшӳ аталану вӑйне панине шута илсе, вӑл пурри республикӑна ӑнӑҫлӑ ӳсӗмсем тума пулӑшнине шута илсе, унӑн малалла та ӗҫлемеллех. Килӗшӗвӗн содержанине нимӗнле улшӑнусем кӗртмесӗр ӑна малалла тӑсма пулать. Ку конституцине ҫирӗплетекен, пирӗн патшалӑхӑн федераллӑ никӗсне хӑватлантаракан норма пулӗ», — тенӗ Шаймиев.
Палӑртмалла, сӑмах пыракан килӗшӗве 2007 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унӑн вӑйӗ вунӑ ҫула тӑсӑлмалла. Килӗшӳ тӑрӑх ӑна тӑсассин е пӑрахӑҫлассин йӗрки федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн пулмалла.
РФ Патшалӑх Думи ачасене экзотикӑллӑ ятсем хума чарнӑ. Ҫавӑн пекех ятра хисеп, паллӑсем, символсем, япӑх сӑмахсем пулмалла мар. Тӳрех каласа хӑварас пулать — ку саккун Раҫҫейри тӗрлӗ халӑхӑн тӑван ячӗсене пырса тивмест. Тӗслӗхрен, чӑваш ячӗсене.
Ку проекта Патшалӑх Думине ҫулталӑк каялла, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тӑратнӑ. Ӑна Валентина Петренко сенатор хатӗрленӗ. Халӗ ӑна йышӑннӑ. Ҫакна Ҫемье кодексне кӗртнӗ. Ачасен ятне ашшӗ-амӑшӗпе калаҫса ҫыртараҫҫӗ.
Анчах саккун ачасене икӗ хушамат пама чарман. Халӗ ҫемье ҫавӑрнӑ чухне те икӗ хушамат суйлама юрать. Ачана вара кунашкал хушамат ашшӗнчен е амӑшӗнчен куҫма пултарать. Ашшӗн тата амӑшӗн хушаматне пӗрлештерсе те ачана иккӗшне те пама юрать.
Ку саккуна йышӑниччен ЗАГС ӗҫченӗсен ачана регистрациленӗ чухне ашшӗ-амӑшне хирӗҫлеме юраман. Пӗр сӑмахпа, аслисен тӗпренчӗкне мӗнле ят хурас килнӗ – ҫапла ҫыртарнӑ.
Саккуна йышӑнмашкӑн ачана БОЧ рВФ 260602 (Биологический объект человека рода Ворониных — Фроловых, родившийся 26.06.2002) ят хуни хистенӗ. Ку ыйту 10 ҫул татӑлмасть. 2004 ҫулта ача документсемсӗрех пурӑннӑ. ЗАГС ҫак ята хурас мар тесе суда панӑ, вӑл ЗАГС енче пулнӑ.
Шупашкар арҫынни тунӑ экспоната Питӗрти «Русский левша» музейре вырӑн тупнӑ. Ӑна Сергей Казначеев хатӗрленӗ.
Шупашкар ҫынни Христос ҫуралнипе хисепленекен храмӑн копине тунӑ. Ку ӗҫпе вӑл 26 ҫул аппаланнӑ. Ҫак арҫын профессипе – музыка инструменчӗсен настройщикӗ.
Пӗррехинче унӑн аллине «Зодчий» журнал лекнӗ. Вӑл унта шӑпах ҫак храмӑн литографиллӗ стнаницине курнӑ. Ҫапла арҫын ку храма тимӗртен тума шухӑшланӑ.
Арҫын хӑйӗн хваттерӗнчи шкап хыҫӗнче мастерской йӗркеленӗ. Вӑл храма хӑйӗн чертежӗ тӑрӑх хатӗрленӗ. Сергей Казначеев тахҫан кӗмӗл укҫа пухнӑ. Шӑпах вӗсенчен вӑл храм ӑсталанӑ.
Шупашкар каччине ҫар ҫыннисем шыраҫҫӗ. Псков облаҫӗнче контракт мелӗпе ҫарта тӑраканскер пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӑван тӑрӑхне отпуска кайнӑ. Унӑн 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче таврӑнмалла пулнӑ. Анчах вӑл чаҫа халӗ килсе курӑнман.
Никита Титов сӑлтав пуррине ӗнентерсе нимӗнле документ та тӑратман. Вӑл халӗ ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ, ҫар ҫыннисем ӑна шыраҫҫӗ.
Никитӑна дезертир тесе айӑплама пултарӗҫ. Ӑна куракансене Псков гарнизонӗн следстви уйрӑмне пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Унта ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать: 8(8112)747162 е 89118962140.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Виталий Милонов хатӗрленӗ саккун проектне кӗҫех пӑхса тухӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, 14 ҫул тултарман ачасен халӑх тетелӗнче регистрациленме юрамасть, регистрациленекен ҫынран паспорт ыйтмалла. Питӗ лайӑх шухӑш ку. Атту халӗ ачасем шкула кайнӑ-кайман халӑх тетелӗнче ларма тытӑнаҫҫӗ. Ку кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗ ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрланне те халӑх тетелӗнче регистрацилет, лешӗ лайӑх ҫырма-вулама хӑнӑхиччен унӑн ятӗнчен хӑйсемех лараҫҫӗ.
Саккун проектӗнче пӗр ҫын ятӗнчен темиҫе страница уҫма юраманнине те палӑртнӑ. Ҫакна та ырламалла. Халӗ ҫынсем урӑх ятпа регистрациленсе лараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче вара халӗ темӗнле ушкӑн та, темӗнле ҫын та пур. Суя ятран ҫынсен пуҫне минретекенсем сахал-им вара? ИГИЛа та (ӑна Раҫҫейре йӗркелеме чарнӑ) ҫамрӑксене халӑх тетелӗ урлӑ илӗртнӗ тӗслӗх нумай пулнӑ. Унта ачасемпе ҫамрӑксен пуҫне минретекен ушкӑн та сахал мар. Нумаях пулмасть «Контактра» халӑх тетелӗнче «Синий кит» вӑйӑ анлӑ сарӑлнӑ. Унти ушкӑнра тӑракан ачасемпе ҫамрӑксем ку вӑййа выляса анраҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ тӗслӗх пӗрре мар пулнӑ.
Мускаври супермаркетсенчен пӗринче сахӑр миххинче: «Помогите мы в рабстве» (орфографине ылмаштармарӑмӑр. Чӑв. Пулӑшӑр! Эпир чуралӑхра), — тесе ҫырнӑ хут тупнӑ. Лавккарисем малтан пӗрле ӗҫлекенсем ҫапла шӳтленӗ пуль тенӗ. Анчах апла маррине ӑнланнӑ хыҫӑн правӑна сыхлакан органсене пӗлтернӗ.
Сахӑра Курск тӑрӑхӗнчи савутсенчен пӗринчен кӳрсе килнӗ иккен. Правӑна сыхлакансем унта ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Вӗҫем складсене тӗрӗсленӗ, территорие пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах чурасене асӑрхаман. Тӗпчев малалла пырать-мӗн.
Маларах эпир Иркутск облаҫӗнчи полицейскисем унти вӑрман касакан предприятисенчен пӗринче чурасене тытнине тӗрӗсленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Мускав облаҫӗнчи Серпухов хулинче пӗр арҫын Братск хулинчен илсе килнӗ строительство материалӗ хушшинче записка тупнӑ. Унта: «Пулӑшӑр! Пире шывсӑр тата паспортсемсӗр тытаҫҫӗ. Эпир кунта нумайӑн. Албек», — тесе ҫырнӑ тенӗччӗ.
Кӑнтӑр Сахалинра ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнӗ. Унта 18 ҫул тултарман хӗрсем вӑй виҫнӗ.
Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 31 регионтан 140 спортсменка хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентешсем вуннӑн пулнӑ. Чӑваш спортсменкисем пухмача тӗрлӗ медальпе пуянлатнӑ.
Екатерина Михайлова, Альбина Хрипкова тата Алена Тимофеева хӑйсен виҫе категорийӗсенче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Надежда Матвеева, Наталья Прокопьева вара кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Пӑхӑр медале вара Виктория Александрова, Елизавета Смирнова ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмпе чӑваш спортсменӗсем ҫичӗ медальпе таврӑннӑ.
Ку ӑмӑрту Европа шайӗнче иртекен тупӑшӑва каймашкӑн суйлав тапхӑрӗ пулнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗнче Босния тата Герцовогинӑра иртӗ.
Кӑҫал Раҫҫей музыка конкурсне «Евровидение» хутшӑнмӗ. Чылай вӑхӑт шӑв-шав пулнӑ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршыв унта конкурсҫа яма хирӗҫленӗ.
«Евровидение» кӳмепе ҫӳрекен Юлия Самойловӑна яма палӑртнӑ. Ҫак кунсенче Раҫҫей конкурс йӗркелӳҫисем сӗннӗ условисем тивӗҫтерменни пирки пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Раҫҫей «Евровидение» тӳрӗ эфирта кӑтартмӗ. Йӗркелӳҫӗсем артиста улӑштарма е видеокӗпер урлӑ юрлама сӗннӗ.
Юлия Самойлова Крыма кайса килнӗрен Украинӑри хӑрушсӑрлӑх служби ӑна хӑйсен ҫӗршывне 3 ҫуллӑха кӗме чарнӑ. Ку шӑв-шав ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ. «Евровиденин» сӑнав канашӗн председателӗ Украина влаҫӗсен хӑтланӑвӗ конкурспа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |