
Шупашкара вӗҫнӗ самолетӑн Чулхулара анса ларма тивнӗ. Кун пирки www.vgoroden.ru портал пӗлтерет.
Паян, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чулхулари Стригино аэропортра тӑватӑ самолет анса ларнӑ: «Мускав – Хусан», «Баку – Хусан», «Ҫӗнӗ Уренгой – Хусан», «Мускав – Шупашкар» рейссемпе вӗҫекенсем. Самолетсем мӗншӗн унта ӑнсӑртран аннин сӑлтавне хальлӗхе каламан.
Кӑшт маларах асӑннӑ аоэропортра «Надым – Мускав» рейспа вӗҫекен «тимӗр кайӑк» та анса ларнӑ. Халӗ вӑл унтан вӗҫсе хӑпарнӑ ӗнтӗ. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропорт штатлӑ режимла ӗҫлет.

Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре икӗ шкул автобусӗ ҫул ҫинче аварие ҫакланни пирки пӗлтернӗччӗ. Улатӑр районӗнче тата Шупашкар хулинче ачасене илсе ҫӳрекен транспорт пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Телее, вӑйлах суранланнисем пулман. Малашне шкул автобусӗсен тӗлӗшпе ушӑну пулӗ.
Улшӑнусем ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ. Шкул автобусӗсен водителӗсен мӗнле ҫӗнӗлӗхсене шута илмелле пулӗ-ха?
Ачасене илсе ҫӳрекен автобусӑн тӑрринче сарӑ е хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ маяк пулмалла. Водительсен тӗлӗшпе саккун ҫирӗп пулӗ. Малашне «D» категориллӗ транспортра ҫулталӑкран кая мар стаж пухнӑ водительсем ӗҫлейӗҫ.

Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти икӗ ача пахчи Раҫҫейри чи лайӑх организацисен йышне кӗнӗ.
Ача пахчисем «Раҫҫейри чи лайӑх 100 предприятипе организаци» конкурсра палӑрнӑ. Экспертсен канашӗ Шупашкарти 19-мӗш тата 128-мӗш ача пахчисене «Шкул умӗнхи пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени» номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене йышне кӗртнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускавра раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче чысланӑ. Унта патшалӑх тата общество деятелӗсем, общество организацийӗсен, Раҫҫейри субъектсен администрацийӗсен элчисем тата журналистсем хутшӑннӑ.

Шупашкар чухӑн тата хӑй тӗллӗн пурӑнайман хуласен йышне кӗнӗ. Кун пирки «Стрелка» кансалтинг бюровӗ пӗлтерет.
Танлаштарӑма ҫын пуҫне мӗн чухлӗ тупӑш пулнине шута илсе хатӗрленӗ. Хыснана тавӑрса памалла мар укҫа килнине, республика тупӑшне те пӑхма манман.
Шупашкарсӑр пуҫне чухӑн хуласен йышне Брянск, Владикавказ, Владимир, Волгоград, Ижевск, Йошкар-Ола, Курск, Липецк, Орел, Саранск, Сарӑту, Тверь, Чӗмпӗр, Черкесск, Элиста, Курган кӗнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын пуҫне 16,5 пин тенкӗ лекет.

Алексей Казаков тата Андрей Кошкин Якутире иртнӗ пӗтӗм тӗнчери конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫапла майпа вӗсем парнене – 50 пин тенке – тивӗҫнӗ.
Алексейпа Андрей – И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн технологипе экономика факультечӗн вӗрентекенӗсем. Алексей – доцент, Андрей – машиноведени кафедрин вӗренӳпе методика кафедрин специалисчӗ.
Вӗсем конкурсра «Юрлӑ асанне» скульптура ӑсталнӑ. Ҫапла пирӗн ентешсем «Юрлӑ скульптурӑсем» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Пӑрлӑ скульптурӑсем» номинацире, шел те, пирӗн ентешсем малти вырӑнсене йышӑнайман.
Сӑмах май, конкурса Китайри, Монголири, Голландири, Францири, Беларуҫри, Пушкӑртстанри, Тывари, Чӑваш Енри, Питӗрти, Мускав облаҫӗнчи, Якутири 25 команда хутшӑннӑ.

Ҫитес ҫул Раҫҫейре мӗнле ҫулталӑк пуласси паллӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин кун пирки волонтерсен канашлӑвӗнче пӗлтернӗ.
Владимир Владимирович раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Раҫҫейри доброволец – 2017» премие панӑ. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл 2018 ҫул ҫӗршывра Доброволецсен ҫулталӑкӗ пулассине палӑртнӑ.
«Ку сирӗн ҫулталӑк пулӗ, ҫӗршыври пур ҫыннӑн та ҫулталӑкӗ», - тенӗ Владимир Путин.
Палӑртса хӑвармалла: волонтерсен Пӗтӗм Раҫҫейри канашлӑвне Чӑваш Енрен те делегаци кайнӑ. Унта республикӑри 200 ҫын хутшӑннӑ.

Нумаях пулмасть сусӑрсен хушшинче йӗркелекен «Абилимпикс» олимпиадӑн Раҫҫей шайӗнчи тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче ӑс пухакан Илья Леонтьев иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ӑмӑрту Мускавра раштав уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта регион шайӗнче ҫӗнтернӗ 900 ҫамрӑк тупӑшнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче иртнӗ, унта 20 студент, 13 шкул ачи тата ӗҫлекен 5 специалист хутшӑннӑ. Вӗсем йывӑҫран касса кӑларассипе, апат пӗҫерессипе, ҫӗлессипе, сӗтел-пукан пуҫтарассипе, массаж тӑвассипе тупӑшнӑ. Шкул ачисем тӗрлесе кӑтартнӑ, ӳнер дизайнӗпе тӗлӗнтернӗ.
Мускаври тупӑшӑва Чӑваш Енрен 7 ҫамрӑк кайнӑ. Илья Леонтьев «Йывӑҫран касса кӑларасси» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Шупашкарти каччӑн ҫӑхавне Европӑри ҫынсен прависене хӳтӗлекен суд пӑхса тухӗ.
Ку ӗҫ 2012 ҫултах пуҫланнӑ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хастарсем пикет ирттернӗ. Ҫак каччӑ РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн портречӗ патне пынӑ та ӑна аллине тытнӑ, унтан лачлаттарса сурнӑ. Куншӑн полицейсиксем ӑна 15 талӑклӑха арестленӗ.
Суд постановленийӗнче акӑ мӗн ҫырнӑ: «Каччӑ ҫакна ҫынсен умӗнче тунӑ, ҫапла майпа обществӑна хисеплеменнине кӑтартнӑ».
Анчах Шупашкар каччи суд йышӑнӑвӗпе килӗшмен, вӑл Европӑри ҫынсен прависене хӳтӗлекен суда ҫитнӗ.

Мускаври аэропортра полицейскисем ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Кияметдин Мифтахутдинова тытса чарнӑ. Вӑл сумка вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. Сумкӑра вара укҫа пулнӑ. Анчах депутат ҫакӑ тӗрӗс маррине, ӑнланманлӑх сиксе тухнине ӗнентерет.
Вӑл раштавӑн 1-мӗшӗнче Питӗртен Мускава вӗҫнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫитсен ун патни пакунлисем пынӑ та пӗр пассажирӑн сумкине вӑрланӑ тесе айӑплама пуҫланӑ. Сумкӑра 400 доллар пулнӑ-мӗн.
Кияметдин Мифтахутдинов тытса чарнӑ чухне сумкӑна вӑрламаннине, шӑпах ӑна тавӑрса пама хатӗрленнине ӗнентерме пуҫланӑ. Депутат корочкине кӑтартсан та полицейскисем хайхискере яман, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«Ку ӑнланманлӑх. Питӗртен вӗҫсе тухиччен эпӗ тепӗр регионти ӗҫтешпе кафере апатлантӑм. Лешӗ самолета пӗрремӗш ларчӗ, эпӗ вара вӑл сумкине манса хӑварнӑ пуль терӗм, мӗншӗн тесен сумка юнашар пукан ҫинче выртатчӗ. Ӑна усал тӗллевпе илмерӗм. Мускава ҫитсен сумка манӑн ӗҫтешӗн марри тӑрӑ шыв ҫине тухрӗ. Пирӗн рейс тытӑнса тӑчӗ, эпӗ Шупашкара вӗҫекен самолета кая юлаттӑм, ҫавӑнпа малтан регистрациленесшӗнччӗ, унтан сумкӑна полицие кайса парасшӑнччӗ.

Паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Голос» проектра пирӗн ентеш Алла Меунаргия «Нокауты» тапхӑрта тупӑшӗ.
Авӑн уйӑхӗнче вӑл проекта хутшӑнса итлев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Ун чухне Алла «Зима в сердце» юрра шӑрантарнӑ. Шоун тепӗр тапхӑрӗнче вӑл вокал енӗпе Эка Джанелидзепе тупӑшнӑ. Жюри пайташӗ Пелагея Аллӑна суйланӑ.
Алла проекта хутшӑнсан сӑн-сӑпатне улӑштарнӑ: ҫӳҫне кастарнӑ, ҫутатнӑ. Паян пирӗн ентеш каллех тупӑшӑва тухӗ. Хальхинче вӗсем виҫҫӗн тухӗҫ, кашниех пӗрер юрӑ шӑрантарӗ. Юрӑҫсенчен иккӗшӗ ҫеҫ тепӗр тапхӑра лекейӗҫ.
Алла паян хӑйне епле кӑтартӗ? Ҫакна 21.30 сехетре телевизор умне вырнаҫсан пӗлме пултаратӑр.
