Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Раҫҫейре

Кунашкалли республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре те пӗрремӗш хут пулӗ. Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче экономика диктанчӗ ҫырма чӗнеҫҫӗ. Акци 12 сехетре пуҫланӗ.

Диктант «Вӑйлӑ экономика – чечекленекен Раҫҫей!» ятлӑ. Ӑна халахӑн экономика пӗлӗвне лайӑхлатас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Диктант тест евӗр пулӗ.

Шупашкарта диктанта 2-мӗш гимназире, 47-мӗш шкулта, 48-мӗш тата 64-мӗш шкулсенче ҫыртараҫҫӗ. Унта ҫитейменнисен онлайн-версие ҫырма май пур. Вӑл пур ӳсӗмрисем валли те пӗрешкел пулӗ, ҫавӑнпа питех йывӑр мар. Акци лапамне килнисене вара икӗ ушкӑна уйӑрӗҫ: шкул ачисем тата аслӑ ӳсӗмрисем.

 

Раҫҫейре

Шупашкарти шкул ачисен КВН командине телевизорпа кӑтартӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн ентешсен команди телевидени сезонне лекнӗ.

Шупашкар ачисен команди «ГТО» ятлӑ. Вӗсене «Ача-пӑча КВНӗ» телевидени сезонне хутшӑнма чӗннӗ. Авӑн уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче Анапӑра ача-пӑча КВН командисен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн гала-концерчӗ иртнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне пирӗн ентешсен командине сезона хутшӑнакансен списокне кӗртни паллӑ пулнӑ.

Шупашкар ачисем КВНра мӗнле вылянине курас килсен СТС телеканал пӑхмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44808
 

Раҫҫейре

Шупашкарти пӗр каҫхи клубра вилнӗ ҫамрӑк арҫын пирки Пӗрремӗш канал сюжет ӳкернӗ. Кун пирки «Мужское\Женское» кӑларӑмра кӑтартӗҫ.

Александр Гордон тата Юлия Барановская ертӳҫӗсем эфира Александр Комиссаровӑн тӑванӗсене – амӑшне Ольгӑна тата пиччӗшӗпе арӑмне Алексейпа Ольгӑна – чӗннӗ.

Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхи клубра ҫамрӑк арҫын вилнӗ. Ҫавна май унти хуралҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Авӑнӑн 23-мӗшӗнчен Сашӑн 40 кунхи пулнӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем Мускава кӑларӑмра ӳкерӗнме кайнӑ. Ольга Комиссарова каланӑ тӑрӑх, ӳкерӳ 1,5 сехете тӑсӑлнӑ. Сашӑн тӑванӗсем кӑларӑма пӗр хӑрамасӑр ӳкерӗнме килнӗ ҫынсене тав тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44800
 

Раҫҫейре

«Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче 2018 ҫулта канмалли кунсен графикне пичетленӗ. Ку графике официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.

Кӑҫал раштавӑн 30-мӗшӗнчех канма пуҫлӑпӑр. Кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла. Кӑрлачӑн 6-мӗшӗ, шӑматкун, пушӑн 9-мӗшӗ ҫине куҫӗ. Ҫапла майпа пушӑн 8-11-мӗшӗсенче канӑпӑр.

Нарӑсӑн 23-25-мӗшӗсенче те ӗҫе тухмалла мар. Акан 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен кантарӗҫ. Акан 29-мӗшӗ, шӑматкун, тунтикуна, акан 30-мӗшӗ ҫине, куҫӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче пӗр кун ҫеҫ канӑпӑр. Ҫӗртмен 10-12-мӗшӗсенче – канмалли кунсем. Чӳк уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче те ӗҫе тухмӑпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44647
 

Раҫҫейре

И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ Алла Меунаргия (хӗр чухнехи хушамачӗ Костина) «Голос» телепроект витӗр тухнӑ. Вӑл «Гости из будущего» ушкӑнӑн «Зима в сердце» юрра суйланӑ. Ун енне Леонид Агутин тата Пелагея ҫаврӑннӑ. Алла Пелагейӑна суйланӑ.

Алла Костина ЧППУн ют чӗлхесен факультетне 2008 ҫулта пӗтернӗ. Студент чухне вӑл пултарулӑх конкурсӗсене пӗрре мар хутшӑннӑ. 2006 ҫулта Волгоградра иртнӗ «Раҫҫей студенчӗсен ҫуркунни» фестивальте «Автор юрри» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, 2009 ҫулта «Алла Костина» ушкӑн йӗркеленӗ.

Алла 2009 ҫултанпа Самар хулинче пурӑнать, унти йӗкӗте качча тухнӑ. Пӗрремӗш тур витӗр тухнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм «Голос» телепроектра малалла тупӑшӗ.

 

Раҫҫейре

«Вӑрман касакан – 2017» Раҫҫей чемпионатне пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн ентешсем унта ҫитӗнӳ тунӑ. Палӑртма кӑмаллӑ: вӗсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Чӑвашсем Карелири спортсменсене ҫеҫ ҫӗнеймен.

Чемпионата Петрозаводскра пӗтӗмлетнӗ. Ҫав хуларах ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Конкурсра Карелири вӑрман касакансене ҫитекенни пулман. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Тутарстан спортсменӗсем йышӑннӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Ен команди тӗрлӗ номинацире призлӑ тӑхӑр вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн ентеш Артем Шашков тӑватӑ медаль ҫӗнсе илнӗ, Андрей Климин тата Сергей Субботин пӗрер медале тивӗҫнӗ. Юниорсен хушшинче те пирӗн ентеш палӑрнӑ. Тата палӑртмалла: пирӗннисем команда эстафетинче мала тухнӑ.

 

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Никита Васильев ҫулҫӳревҫӗ Шупашкарти Наци вулавӑшне тӗлпулӑва йыхравлать. Тӗнче тӑрӑх велосипедпа ҫула тухнӑ Никита Васильев пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑчӗ. Аса илтерер, утӑ уйӑхӗн ҫурринче Никита ҫул ҫинче пӗччен маррине пӗлтернӗччӗ, Ҫӗнҫӗпӗр хулинче ҫуралса ӳснӗ Настя Сафонова унпа ҫула тухнӑччӗ. Радиоертӳҫӗре ӗҫлекен хӗр хӑйӗн ӗҫне пӑрахса Никитӑпа пӗрле Чӑваша ҫитме шут тытнӑ.

«Икӗ ҫул тата 34 500 км хыҫра», — тесе ҫырнӑ ӗнер Никита тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Аякри ҫӗрсем тӑрӑх ҫухрӑм хыҫҫӑн ҫухрӑм хӑварса ҫӳренӗ каччӑпа Мари Элпа Чӑваш Ен чиккинче авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 12 сехетре тӗл пулма, унтан каччӑпа пӗрле Шупашкарти Наци вулавӑшне килме май пур.

 

Чӑваш чӗлхи

Нумай пулмасть «Эхо Москвы» (чӑв. Мускав ахрӑмӗ) радио эфирӗнче «Сирӗншӗн кӑна» (выр. «Персонально ваш») радиокӑларӑм тухнӑ, унта Алексей Венедиктов Владимир Путин наци чӗлхисене кашни тӑрӑхра мӗнле вӗрентнине тӗрӗслеме ыйтни тавра калаҫу ирттернӗ. Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ наци чӗлхисене, вырӑслисӗр пуҫне, вӑйпа вӗрентме юраманни пирки каланӑччӗ.

«Эхо Москвы» радиостанцин тӗп редакторӗ Владимир Путина кунашкал ыйту ҫӗклени наци республикисенче кӑмӑлсӑррисен йышне ӳстерме пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл 1917 ҫулхи Нарӑс пӑлхавӑрӗпе тата Совет Союзӗ арканни хушшинчи пӗрпеклӗхсене асӑннӑ. Ку пулӑмсенче те Раҫҫейри халӑхсен ыйтӑвӗ пӗчӗк пулманнине палӑртнӑ.

Радиокӑларӑм вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑпа ҫыхӑннӑ шухӑша та илсе кӑтартнӑ. Денисов текенскер хӑйне чӑваш чӗлхине вӗрентсе самай нушалантарни пирки пӗлтерсен Алексей Венедиктов кун пирки ҫапларах хуравланӑ: «Паллах, кун пек шухӑшсем те пур. Апла пулсан Чӑвашра эсир мӗн тӑватӑр? Илӗр те Липецка куҫӑр — унта унашкал йывӑрлӑх пулмӗ. Е, атьӑр, Чӑваш Ен ятне мӗнле те пулин урӑххи ҫине улӑштарӑпӑр.

Малалла...

 

Раҫҫейре

Дагестанри Махачкала хулинчи 59-мӗш шкула паллӑ ентешӗмӗрӗн, икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗн, Чӑвашран пуҫласа уҫлӑха ҫӗкленнӗ летчик-космонавтӑн Андриян Николаевӑн ятне парӗҫ. Ҫакна Ҫурҫӗр Кавказ порталӗнче ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Ак-Гель микрорайонта хӑпартса лартнӑ ҫӗнӗ шкула 804 ача вырнаҫайӗ. Маларах асӑннӑ порталта ҫырнӑ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденине икӗ ҫулта таса уйри 2,6 гектар ҫинче ҫӗкленӗ. Унта ҫывӑхри ултӑ шкулти ачасем те ҫӳреме пуҫлӗҫ. 1-мӗш класран пуҫласа 8-мӗшсем таран кӑҫал 600 ача вӗренме пырӗ, вӗсенчен сакӑрвуннӑшӗ шкул урати урлӑ пуҫласа ура ярса пусӗ.

Андриян Николаев ячӗллӗ шкулта мастерскойсем, кулинари класӗ, хореографи залӗ, ӳкермелли студи, психолтгпа логопед пӳлӗмӗсем пӑхса хӑварнӑ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Енри почтальон Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ те «Лада Веста» машинӑна тивӗҫнӗ.

Машина хуҫи – Диана Илеменева. Вӑл Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи почта уйрӑмӗнче ӗҫлет.

Конкурс финалӗ ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ. Унччен Диана регион шайӗнчи конкурсра мала тухнӑ. «Чи лайӑх ҫыхӑну операторӗ» конкурса Мускаври, Шупашкарти, Бийскри, Сызраньти, Шарьйӑри, Питӗрти, Ставропольти, Тӗменти, Нерюнгри 10 почтальон килнӗ.

Пирӗн ентешӗн чи лайӑх кӑтартусем пулнӑ. Ҫапла вӑл пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ. Диана Мускавра ҫӗнӗ машинӑпа таврӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, [48], 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, ... 110
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 19

1914
111
Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1937
88
Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ.
1939
86
Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1982
43
Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ