Ҫак эрнере пирӗн республикӑна Якут Республикинчен самолет вӗҫсе килнӗ. Унта камсем пулнине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри кӗске хыпарӗнче асӑнман. Ют регионтан вӗҫсе ҫитнӗ пассажирсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем тата тухтӑрсем кӗтсе илнӗ. Вӗсем пурте кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли тум тӑхӑннӑ. Вӗсем ҫеҫ мар, аэропорт ӗҫченӗсем те, экипаж та.
Самолетсем вӗҫме пуҫланӑ вӑхӑта лару-тӑру улшӑнасса шанннине пӗлтернӗ Шупашкарти аэропортра.
Аса илтерер: аэропорт хальлӗхе ӗҫлеме пуҫламан-ха. Якутирен чартер рейспа килнӗ суперджета кӗтсе илме ҫеҫ унтисем темиҫе сехетлӗхе тухнӑ. Чӑваш Енрен Мускава самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнмалла. Каярах ҫавӑн пекех авиарейссем Питӗре, Сочине, Симферополе пулмалла.
ЧӑваштЕнре пурӑнакансем ӗнер харӑсах виҫӗ ҫӗршывран Мускава вӗҫсе килнӗ. Паян вӗсем республика правительстви уйӑрна машинӑпа Чӑваш Ене ҫитнӗ.
Ентешӗмӗрсене ют ҫӗршывран ятарлӑ авиарейссемпе илсе килнӗ. Ӗнер килнӗ йышра — пӗр ҫын Шри-Ланкӑран таврӑннӑскер, тепри – Грецирен, виҫҫӗн – Индирен.
Мускаври «Шереметьево» аэропортран тӑван тӑрӑха илсе килме Чӑваш Ен правительстви машина уйӑрнӑ. Еӗтешсене Муркаш районӗнчи «Алые паруса» санаторире йӗркеленӗ обсерватора ӑсатнӑ. Унта вӗсен икӗ эрне карантинта пулма тивӗ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енри 262 ҫын чикӗ леш енче тӑрса юлнӑ. Ҫав шутра ачасем те пур. Пурӗ 33-ӗн. Вӗсенчен чылайӑшӗ
– Таиландра, АПШра, Индире. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн республикӑри 74 ҫынна тӑван тӑрӑха илсе килнӗ.
Шупашкарта пӗр арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл пирӗн патри ҫын мар, кӳршӗ регионтан. Анчах тӑванӗсем пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Чӑваш Енре ҫухалнӑ.
Краснов Кузьма Константинович, 28 ҫултискер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мускавран Чӗмпӗр облаҫне таврӑннӑ. Пиччӗшӗ мӗн пӗлнине каласа кӑтартнӑ: тӑванӗ Шупашкарта автобусран аннӑ, киле ҫитмен. Вӗсем ун патне шӑнкӑравланӑ – сӳнсе ларнӑ. Тепӗр кунхине, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, тӑванӗсем Шупашкара килсе полицие кайнӑ, вӑл ҫухални пирки заявлени ҫырнӑ.
Кузьма Краснов 172 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ҫухалнӑ кунхине хаки тӗслӗ ветровка, кӑвак джинс шӑлавар, кӑвак кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан, ун пирки мӗн те пулин пӗлсен полицие е пиччӗшӗ патне (89278241543) шӑнкӑравлӑр.
Шупашкарти аэропорт ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Аса илтерер: ҫав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпани самолечӗсем Шупашкара Мускавпа ҫыхӑнтарӗҫ. Малтанхи вунӑ кунта – икӗ кунта пӗрре, каярах, билетсем, лайӑх сутӑнсан, кашни кун вӗҫме тытӑнасса шанаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пирӗн республикӑран Сочине самолетпа кайма май килӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗ хыҫҫӑн – Питӗре.
Халӗ вара Крыма та Чӑваш Енрен самолетсем ҫӳреме пуҫлассине пӗлтӗмӗр. Шупашкарти аэропортра хыпарланӑ тӑрӑх, унта икӗ авиакомпани илсе ҫӳрӗ. «Smartavia» авиакомпани Симферополь хулине ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен эрнекунсерен вӗҫме тытӑнӗ, «Nordwind Airlines» – ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен. Юлашкинчен калани авиапассажирсене эрнере икӗ хут: тунтикунпа эрнекун – турттарма палӑртать.
Билетсене халех туянма май пур.
Шупашкар хулинчи Евгения Волкова Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай женимся» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл ӳкерӗннӗ передачӑна «Пострадавшая художница» ят панӑ. Кӑларӑма ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче эфира кӑларнӑ.
Телепередачӑн анонсӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, 31 ҫулти Евгения хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йывӑр тапхӑрта пулӑшма килӗшекен арҫын тупӑнасса шанать.
Вӑл хӑй — художник-декоратор. Мускаври савутсенчен пӗринче упаковщик пулса ӗҫлет. Пӗр вӑхӑт вӑл усал арҫынпа нушаланса пурӑнни, лешӗ ӑна хваттере хупса лартса кӑларманни, хӗнени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл халӗ ют ҫын кредичӗсене тӳлесе пурӑннине пӗлтернӗ. Мӑшӑр пулма шыракан ҫын хӑйне хӳтӗлеме пултаракан шанчӑклӑ ҫын пултӑр тесе ӗмӗтленет иккен Шупашкар хӗрарӑмӗ.
Тӗнчере кӑшӑлвирус сарӑлнӑран ҫӗршывран тухса ҫӳреме чарнӑ. Анчах ку чарӑва йышӑниччен ют тӑрӑха вӗҫнӗ ҫынсем пур-ха. Чӑваш Енре пурӑнакан 230 ҫын хальлӗхе киле таврӑнайман. Ытларахӑшӗ — Таиландра, АПШра, Индире.
Республика правительстви унашкал ҫынсене киле таврӑнма пулӑшать. Ҫу уйӑхӗн 14-15-мӗшӗсенче Раҫҫее ҫынсене самолетпа илсе килнӗ. Вӗсенчен 7-шӗ – Чӑваш Республикинчен.
Ҫак ҫынсен ЧР правительстви Мускаври «Шерметьево» аоэропортра кӗтсе илмелле тунӑ. Вӗсене халӗ Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» (чӑв. «Вӑрманти юмах») санаторие вырнаҫтарнӑ. Унта вӗсем 14 кун пурӑнӗҫ.
«Победа» (чӑв. «Ҫӗнтерӳ») авиакомпани Шупашкартан Мускава тата Питӗре вӗҫме каллех билетсем сутма тытӑнасшӑн. Рейссене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӗҫ.
Билетсем пӗлтӗрхинчен йӳнӗрех пулассине пӗлтереҫҫӗ – ҫӗртмен 1-мӗшӗнче вӗҫекен рейс ҫине багажсӑр 1999 тенкӗ тӑрать. Питӗре вӗҫме вара 2999 тенкӗ кирлӗ. Вӗсене ӗнертенпе сутма тытӑннӑ.
Каласа хӑварар, «Победа» авикомпани самолетсене кӑшӑлвирус сарӑлма пуҫласан вӗҫтерме пӑрахнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тӑватӑ ҫын (ҫав шутра икӗ ача пулнӑ) Таиландран Мускава таврӑннӑ. Самолетра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 351 ҫын пулнӑ. Вӗсене «Бангкок – Санкт-Петербург – Мускав» маршрутпа илсе килнӗ.
Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче аннӑ Чӑваш Ен ҫыннисене тӑван тӑрӑха таврӑнма республика Правительстви машина уйӑрнӑ. Вӗсене Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» санаторие илсе ҫитернӗ. Таиландран килнисем санаторири обсерваторта икӗ эрне пулӗҫ.
Чӑваш Ен ҫыннисене чикӗ леш енчен тӑван тӑрӑха илсе килсе пӗтереймен-ха. Чикӗ леш енче тӑрса юлнисем паянхи кун тӗлне тата тепӗр 237 ҫын. Вӗсен шутӗнче 29 ача пур. Ентешӗмӗрсен ытларах пайӗ – Таиландра, АПШра, Индире. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн 59 ҫынна тӑван тӑрӑха таврӑнма пулӑшнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министертви ӳпкене сывлаттармалли аппаратсем тунянни пирки пӗлтернӗччӗ. Росздравнадзор вӗсемпе усӑ курма чарнӑ. Ҫакӑ Мускаври та Питӗрти пульницӑсенче пушар тухнипе ҫыхӑннӑ.
«Концерн Радиоэлектронные технологии» АО туса кӑларнӑ «АВЕНТА-М» аппаратсемпе усӑ курма юраманни пирки управлени ертӳҫи Алла Самойлова хушу алӑ пуснӑ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсемпе Мускаври тата Питӗрти пульницӑсенче кӑшӑлвируспа чирлисене сипленӗ. Аппаратсене пула унта пушар тухнӑ. Инкекре 6 ҫын вилнӗ.
Унашкал 10 аппарата Чӑваш Ене те илсе килнӗ, Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче вырнаҫтарнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче тепӗр 20 аппарат илсе килмеле пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, эрнекун, Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче Ливантан килекен Раҫҫей турисчӗсемлӗ самолет анса ларнӑ. «Бейрут-Мускав» рейспа 1 аслӑ ҫын тата 3 ача таврӑннӑ.
Пирӗн ентешсене Мускав облаҫӗнчи «Руза» санаторие карантина вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Каярах вӗсене Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторие куҫарӗҫ. Аса илтерер: унта обсерватори йӗркеленӗ.
Чикӗ леш енче хальлӗхе Чӑваш Енри 240 ҫын, ҫав шутра 27 ача, тӑрса юлнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — Таиландра, Индире, АПШра.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн ют ҫӗршыври 51 туриста хамӑр тӑрӑха илсе килнӗ: Индирен — 16 ҫынна, Таиландран — 10, Узбекистанран — 5, Индонезирен, Турцирен, Ливантан — 4-шар, Германирен — 3, Грецирен, Испанирен, Кипртан, Латвинчен, АПШран — 1-ер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |