Ҫурт-йӗр
![]() «Мир квартир» портал специалисчӗсем ҫурт-йӗр тара илме мӗн хака ларнине тишкернӗ. Хваттер тара илейменнисем пӳлӗм суйлаҫҫӗ. Вӑтамран илсен, хак 1,5 процент ӳснӗ. Хаксем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫӗршывӑн 39 пысӑк хулинче ӳснӗ, 31 хулара чакнӑ. Севастопольте, сӑмахран, пӳлӗм тара илме халӗ 24,1 процент хаклӑрах ларать, Барнаулта – 18%, Пензӑра – 15%, Волгоградра – 14,2%, Мурманскра – 12,3%, Сочире – 12,1%, Якутскра – 12,1%, Белгородра – 9%, Аҫтӑрханта – 8,8%. Хаксем Магнитогорскра хак 19,3 процент йӳнелнӗ, Тольяттире –13,4%, Краснодарта – 8,5%, Тверьте – 8% , Чуллӑ Ҫырта –7,7%, Шупашкарта – 7,3%, Хусанта – 5,2%. Мускавра 6,5 процент йӳнелнӗ, Мускав облаҫӗнче – 6,5%, Питӗрте – 4,6%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |