2019 ҫулта «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар обществин Горькинчи чукун ҫулӗн Хусанти регионӗнче 72 пассажир платформипе 3 вокзала юсанӑ. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Горькинчи чукун ҫулӑн корпоратив коммуникацийӗн службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Хусанти регионта виҫӗ станцире юсав ирттернӗ. Вӗсенче пассажир платформисене ҫӗнетнӗ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ станцийӗнче те пӗлтӗр юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Хальхи вӑхӑтри юсав программипе 2019 ҫулта 72 объекта ҫӗнетнӗ, вӗсенчен 4-шӗ – Чӑваш Енре.
Сӑмах май ҫакна палӑртмалла: асӑннӑ станци Энӗшпуҫӗнчен кӑнтӑр еннелле 1 километрта вырнаҫнӑ. Вӑл «Мускав — Хусан — Екатеринбург» лини ҫинче шутланать.
Дольщиксен прависене хӳтӗлекен фондӑн тӗп директорӗ Олег Говорун Ӗнер Чӑваш Ен строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Героевпа тӗлпулу ирттернӗ.
Дольщиксен прависене хӳтӗлемелли фондӑн сӑнав канашӗ пӗлтӗр Шупашкарти 180 ытла дольщик тӗлӗшпе йышӑну турӗ. Шупашкарти Калинин урамӗнчи 83-мӗш тата Граждан урамӗнчи 6-мӗш ҫуртсене туса пӗтерме йышӑннӑ ун чух. Кӑҫалхи II кварталта 70 ытла пайҫӑн правине хӳтӗлеме палӑртнӑ. «Соляной» микрорайонта тума пуҫланӑ ҫурта хӑпартса пӗтерме шухӑшлаҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ фонда ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе 2017 ҫул вӗҫӗнче йӗркеленӗ. Вӑл дольщиксен правине хӳтӗлеме тивӗҫ.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм чирлӗ упӑшкине сыватас тесе укҫи-тенкине хӗрхенмен. Анчах, шел те, нухрата вӑл ҫын хуйхи ҫинче пуйма именмен ултавҫӑсене панӑ.
58 ҫулти хӗрарӑмӑн упӑшки усал шыҫӑпа чирленӗ. Онкологи диспансерне ҫӳрекен пӗр хӗрарӑм хайхискере «сиплевҫӗ» адресне панӑ. Ку вара чирлӗ упӑшкине сывалма пулӑшас тесе ун патне Мускава сеанса кайнӑ. Лешӗ чирлӗ ҫын валли «эмелсем» парса янӑ, упӑшки сываласса шантарнӑ.
«Сиплев» 900 пин тенке кайса ларнӑ. Хӗрарӑм укҫа-тенке кредит илнӗ. Анчах нимӗнле «сиплевҫӗ» те упӑшкине пулӑшайман.
Раҫҫейри макарон туса кӑларакан «Макфа» компани Шупашкарти компанирен 10 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. «Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк производитель пирӗн патри компание пӗр пекрех тавар паллипе усӑ курнӑшӑн суда панӑ.
Шупашкарти компани «Вакма» ятлӑ. Вӑл ҫак ятпах макарон туса кӑларать. Ячӗ «Макфа» пекрех. Ҫитменнине, хутаҫӗ те «Макфӑнни» пек симӗс тӗслӗ.
Ҫакӑншӑн Мускаври компани Шупашкарти фирмӑна ку ятпа макарон кӑларттарма чарасшӑн. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку автор правине пӑсни. Суд ларӑвӗ кӗҫех, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, иртмелле.
Чӑваш Ен Элтепеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗҫе кӳлӗнни нумаях та мар. Апла пулин те вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пысӑк пуҫлӑхсемпе тӗрлӗ курнӑҫусем йӗркелеме те ӗлкӗрчӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗн пӗрремӗш вице-спикерӗпе Николай Федоровпа тата Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ӗнерех Олег Николаев Раҫҫей промышленность министрӗпе Денис Мантуровпа курса калаҫнӑ. Тӗлпулӑва маларах асӑннӑ Анатоий Аксаков тата Чӑваш Республикин Раҫсей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ элчи Петр Чекмарев та хутшӑннӑ. Енсем Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне сӳтсе явнӑ. Шупашкар валли троллейбуссем туянас ыйтӑва та хускатнӑ.
Чӑваш Ене Китайран килсе ҫитнӗ ҫынсене пульницӑна вырттарӗҫ. Вулаканӑмӑрсене тӳрех лӑплантарар: вӗсем коронавируспа чирлишӗн мар. Тӗрӗслемелле вырттараҫҫӗ. Йӗрки ҫавӑн пек.
Китай ҫӗршывӗнчен килнӗскерсене Мускаври Шереметьево аэропортӗнче те тӗрӗсленӗ-ха. Унти тухтӑрсем вӗсем чирлине тупса палӑртман. Ҫапах та коронавирус хӑрушшине кура хӑнасене изоляци стационарӗсенче карантинта тытмалла. Кун пек йышӑнӑва ҫӗршывӑн тӗп санитари врачӗн шайӗнче ҫирӗплетнӗ.
Пирӗн республикӑна килнисене, пурӗ 11 ҫынна, Шупашкар районӗнчи инфекци уйрӑмне вырттарма йышӑннӑ. Унта пациентсем валли ятарлӑ условисем туса панӑ. Ӗнер 1 ҫынна Шупашкарти васкавлӑ медицина пульницине вырттарнӑ. Карантин вӑхӑчӗ — 14 кун.
«Нордвинд» авиакомпанин Шупашкартан Мускава тата каялла вӗҫекен самолётсен расписанине нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен улӑштарӗ.
«Шупашкар–Мускав–Шупашкар» расписани ылмашасси пиики Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ. Ҫав кун самолет Мускаври Шереметьево аэропортӗнчен 23 сехет те 40 минутра вӗҫсе тухӗ те тепӗр кун ирхине, 1 сехет те 5 минутра, Шупашкара ҫитӗ. Тепӗр кун 737-800 Boeing Шупашкартан ирхи 6 сехет те 15 минутра хускалӗ. Мускава 7 сехет те 40 минутра ҫитӗ. Кӗҫнерникунсерен самолет 5 минут каярах хускалӗ: 06 сехет те 20 минутра тапранӗ, Мускава вӑл 7 сехет 45 минутра ҫитӗ.
Рейссем кашни кунах пулӗҫ. Билетӑн пӗр майлӑ хакӗ ҫапларах:
«Шупашкар–Мускав» маршрутпа — 1 914 тенкӗрен пуҫласа, «Мускав–Шупашкар» — 2 286 тенкӗрен пуҫласа.
Ҫӗнӗ расписани пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗччен вӑйра пулӗ.
Хальхи расписани: «Мускав–Шупашкар» маршрутпа —
09:50–11:10, «Шупашкар–Мускав» маршрутпа — 12:10–13:30.
Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫак кунсенче пулса иртекен улшӑнусене паян чылайӑшӗ сӑнаса тӑрать. Министра лартма пултаракан хӑш-пӗр хушамата паян Александр Белов журналист асӑннӑ паян.
Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, премьер-министр тилхепине Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑй тытса пырӗ. Иван Моторина вице-премьер — республикӑн экономика министрӗ пулма сӗннӗ имӗш. Республикӑн тариф службине Экономика министерствин йышне илӗҫ.
Элтеперӗн Администрацийӗ республикӑн Правительствипе пӗрлешмелле-мӗн.
Правительство аппаратне Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Николай Малов ертсе пыма тытӑнмалла имӗш. Финанс министрӗ пулма Михаил Ноздрякова шанмалла. Унӑн ҫумӗ пулма — экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Павел Иванова.
«Чӑвашавтодор» ертӳҫи пулнӑ, халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗпе Николай Федоровпа лайӑх хутшӑнури Владимир Осипов транспорт министрӗн пуканӗ йышӑнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Анатолий Князева ҫӗнӗ командӑна чӗннӗ-мӗн. Вӑл хӑйне манманнишӗн тав тунӑ. Анчах Коми ертӳҫин Сергей Гапликовӑн командинче калӑпӑшлӑ пысӑк инвестици проекчӗсемпе ӗҫленине, ӗҫе ҫурма ҫулта пӑрахас килменнине пӗлтернӗ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ уява Мускавра та палӑртӗҫ. Ҫак тата ытти ыйтӑва паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ уява хатӗрленсе ирттермелли ӗҫлӗ ушкӑн тата йӗркелӳ комитечӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Пӗрлехи ларӑва Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ.
Республикӑмӑрӑн 100 ҫулхине хамӑр тӑрӑхра уявланипе ҫеҫ ҫырлахмассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Мускавра, Питӗрте, Тутарстанра, Чӗмпӗр облаҫӗнче Чӑваш культурин кунӗсем иртмелле. Удмурт тата Мӑкшӑ республикинсенче уявласси пирки те шухӑшлаҫҫӗ иккен — халӗ калаҫусем пыраҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев.
Кремльте ЧР Элтеперӗпе пулса иртекен пӑтӑрмах пирки пӗлеҫҫӗ, анчах Мускав ҫакна хаклама килӗшмен. Кун пирки РФ президенчӗн Владимир Путинӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков РБКна пӗлтернӗ.
«Пӗлетӗр-и: комментарисӗр хӑварӑп. Паллах, эпир пӗтӗм эпизод, тӗрлӗ шухӑш пирки пӗлетпӗр, анчах эпӗ кӑна хакламӑп», - тенӗ Дмитрий Песков.
Аса илтерер: Михаил Игнатьев Пичет кунӗнче питех хитре мар каласа хунӑ, каярахпа Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсене машина уҫҫи панӑ чухне офицера йытӑ пек сиктернӗ имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |