Ҫӗршывра пурнӑҫран майӗпен чӗрӗлет. Ҫакӑ Раҫҫей хӑйӗн чиккине майӗпен уҫма тытӑннинче те сисӗнет. Ҫурла уйӑхн 15-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывран Швейцарине самолетсем вӗҫме тытӑнӗҫ. Рейссене ҫичӗ кунта пӗрре «Мускав-Женева-Мускав» маршрутпа пурнӑҫлӗҫ.
Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫей Турци, Великобритани тата Танзани чиккисене уҫрӗ. Ҫапла вара самолетсем Стамбула, Анкарана, Лондона тата Занзибара вӗҫме тытӑнчӗҫ. Рейссене Мусквран, Питӗртен тата Дон ҫинчи Ростовран йӗркеленӗ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен самолетсем Турцинчи Анталья, Бодрум тата Даламан хулине вӗҫме пуҫлӗҫ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшенчен Раҫҫейпе Абхази чиккине те уҫрӗҫ.
Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре каякан федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулӑн пӗр пайне тӗпрен юсанӑ. Юсав ӗҫне А-151 ҫулӑн 5 ҫухрӑмӗ ҫинче пурнӑҫланӑ.
«Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхану тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫине 4 сантиметр хулӑнӑш асфальтпа бетон хутӑшӗ сарнӑ, ҫул айккисене ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ учреждени пирӗн республика территорийӗпе иртекен ҫулсем ҫинчи 65,5 километр тӑршшӗ трассӑна кӑсал юсама палӑртнӑ, ҫав шутран 53 километр тӑршшӗне тӗплӗн юсӗҫ.
Мускавран Хусана ҫитме «М-12» ҫул сарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫула 2024 ҫулта туса пӗтересшӗн. Унпа кайнӑшӑн ҫӑмӑл машинӑсен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Ҫул ҫинче вӗсен 6 сехет те 30 минут иртӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывран ют ҫӗршыва самолетсем вӗҫме пуҫлас шанчӑк пур. Кун пирки ТАСС информаци агентстви хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Ют ҫӗршывсене самолетсем ҫӳретме тытӑнас ыйтӑва Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Татьяна Голикова патӗнче иртнӗ канашлура хускатнӑ. Анчах татӑклӑ йышӑну туман.
Аса илтерер: самолетсене кӑшӑлвирус пандемине пула пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн чикӗ леш енне вӗҫме чарнӑччӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫей Турци, Великобритани тата Танзани чиккисене уҫать. Ҫапла вара самолетсем Стамбула, Анкарана, Лондона тата Занзибара вӗҫме тытӑнӗҫ. Рейссем Мусквран, Питӗртен тата Дон ҫинчи Ростовран пулӗҫ.
Паянтанах Раҫҫейпе Абхази чиккине уҫӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен самолетсем Турцинчи Анталья, Бодрум тата Даламан хулине вӗҫме пуҫлӗҫ.
А.Г. Николаев ячӗллӗ Шупашкарти аэропорт питех те ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Турцире канма кӑмӑллакансем кӑҫал та ҫав ҫӗршыва ҫитсе курайӗҫ. Тӳрӗ рейс пулмӗ те, анчах авиакомпанисенчен пӗри Мускав урлӑ илсе кайма палӑртать.
Федераци шайӗнче Турци чиккине ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫассине пӗлтерчӗҫ. Малтанласа самолетсем икӗ хулана: Стамбула тата Анкарана — вӗҫӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн Турцинчи тӗп курорт хулисене: Антальяна, Бодрума тата Даламана.
Шупашкартан Турцине хальлӗхе Мускав урлӑ ҫеҫ вӗҫме май килӗ. Ҫавна май «Северный ветер» компани Шупашкартан Турцине каякансене Мускавран Турцине вӗҫекен самолетпа ҫыхӑнтармалли рейссем уҫма палӑртнӑ.
Турцие Мускав урла каякан самолет Шупашкартан ҫурла уйӑхӗн 3, 10, 13, 20, 24, 31-мӗшӗсенче, авӑн уйӑхӗн 3, 10, 14, 21, 24-мӗшӗсенче, юпа уйӑхӗн 1, 5, 12, 15, 22-мӗшӗсенче 15 сехет те 50 минутра хускалмалла. Турцие 19 сехет те 50 минутра ҫитмелле. Шупашкартан Мускава «А-321» аэробус илсе кайӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ-ха. Лавккасенче, общество транспортӗнче халӑх маскӑсӑрах йышлӑн ҫӳрет. Маска тӑхӑнмалли пирки пысӑк суту-илӳ центрӗсенче приемникпа асӑрхаттарса тӑраҫҫӗ те, анчах халӑхӑн самай пайӗ ӑна итлемест, лавкка хуралҫисем те маска пирки аса илтермеҫҫӗ.
Фейсбукра пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, унӑн Мускавра ӗҫлекен хӗрне пуҫлӑх Чӑваш Ене ярасшӑн пулман. Вӑл ӑна пирӗн тӑрӑхра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ начар, апла пулсан ҫӗршывӑн тӗп хулине таврӑнсан икӗ эрне карантинта ларма тивӗ тесе асӑрхаттарнӑ.
Мускаври организацире ӗҫлекен Шупашкар хӗрӗн пуйӑс ҫине туяннӑ билета каялла тавӑрса пама, канмалли кунсене ҫӗршывӑн тӗп хулинчех ирттерме тивнӗ.
Ҫӗмӗрлери «Проектэлектротехника» предприяти вунӑ ҫул ӗнтӗ хӑйӗн трансформаторӗсене ҫӗршывӗпех сутать, чикӗ леш енне те ӑсатать.
Ҫӗмӗрле – калӑпӑшӗпе Чӑваш Енри пиллӗкмӗш хула. Унта 28 пин ҫын пурӑнать, вӗсенчен 1,5 пине яхӑн ҫын «Проект-техника» корпорацинче тӑрӑшать. Асӑннӑ корпораци – машина тӑвакан Раҫҫейри чи пысӑк компанисенчен пӗри. Корпорацие 1988 ҫулта Мускавра йӗркеленӗ, 1993 ҫулта ун йышне ытти предприятипе пӗрле Ҫӗмӗрлери спецавтомобильсен савучӗ кӗнӗ. Вӑл вара 1929 ҫултанпа ӗҫлекенскерех.
Унта хальхи вӑхӑтра виҫӗ фазӑллӑ трансформаторсем туса кӑлараҫҫӗ. Продукци тӗнчери 21 ҫӗршыва ӑсанать. Предприятире кунсерен икшер трансформатор пухса хатӗрлеҫҫӗ, ҫулталӑкра – 400-е яхӑн.
Мускавран Хусана «М-12» трассӑпа кайнӑшӑн ҫӑмӑл машинӑсен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Ҫул ҫинче вӗсен 6 сехет те 30 минут иртӗ. Ҫапла пӗлтернӗ «Автодор» предприяти ертӳҫи Вячеслав Петушенко «Россия 1» телеканала.
Тӳлевлӗ ҫулсем ҫинче «Автодор» машинӑсене сехетре 150 километр таран хӑвалама ирӗк парасшӑн. «Ҫӑмӑл автомобильсен 1 километр ҫулшӑн вӑтамран 2,5 тенкӗ тӳлемелле. Трасса 800 километр тӑршшӗ пулассине шута илсен мӗнпур маршрутшӑн 1600 тенкӗ тӳлемелле», – тенӗ Вячеслав Петушенко.
Транспондерсен хуҫисене 20 процент йӳнӗрех тӳлеттерессине пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ автоҫула малтан шухӑшланӑ пек 2027 ҫулта мар, 2024-мӗшӗнчех туса пӗтересшӗн. Ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин.
Мускаври усӑ курнӑ троллейбуссене Чваш Ене илсе килӗҫ. Вӗсем пирӗн республикӑна тӳлевсӗрех лекӗҫ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен 16 троллейбус илсе килӗҫ. Вӗсене Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче пайлӗҫ. Транспорт 2013 ҫулта туса кӑларнӑскер. Вӗсене Чӑваш Ене кӑҫал тӑваттӑмӗш квартал тӗлне илсе ҫитерӗҫ.
Мускаври транспорт ҫӳллӗ мар, унта халӑх нумай кӗрет - 100 ҫын таранах. Пӗтӗмпе 26 лармалли вырӑн. Сусӑрсем валли – икӗ вырӑн. Троллейбус автономи мелӗпе ҫӳреҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫиччӗмӗш ҫын республика тулашӗнче ӗҫлет. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ Росстат иртнӗ ҫулхи лару-тӑрӑва тишкернӗ май.
Урӑх регионта тимлекенсен йышӗпе пирӗн республика Раҫҫейре тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн патри вӑйпиттисенчен сахалтан та 13,8 проценчӗ е 80 пин ҫын ютра тӑрӑшать.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ӗҫлеме аякка каякансенчен 20,2 проценчӗ е 822,1 пин ҫын Мускав облаҫӗнче вӑй хурать, 18,3 проценчӗ е 170,5 пин ҫын – Ленинград облаҫӗнче, 16,4 проценчӗ е 30,2 пин ҫын – Адыгейӑра. Мӗнпур мигрантӑн 21,6 проценчӗ Мускава ҫул тытать, 18,8 проценчӗ – Тӗмен тӑрӑхне.
Ӗҫ мигранчӗсем ытларах чухне (22%) стройкӑра тӑрӑшаҫҫӗ. Ют ҫӗрте вӑй хуракансен ӳсӗмне илсен, вӑтамран вӗсем 38,8 ҫулта.
Канашран Мускава каякан «М-12» тӳлевлӗ автоҫула хӑҫан тӑвасси паллӑ. Раҫҫей Правительстви ӑна 2024 ҫулта хута яма палӑртать. Наци пуянлӑхӗн фондӗнчен проект валли кӑҫалах 150 миллиард тенкӗ уйӑрасшӑн. Ҫакӑн пирки Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» автоҫула тӑвас ыйтупа Татарстанри Елабуга хулинче иртнӗ канашлура каланӑ.
Мишустин Хусана Мускавпа ҫыхӑнтаракан автоҫул пӗтӗмӗшле наци планӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнине каланӑ. Вӑл ҫула туни экономикӑна ҫирӗплетме тата кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнме кирлӗ.
«Укҫана уйӑрма Финанс, Транспорт тата Экономика аталанӑвӗн министерствисене хушӑпӑр», — тенӗ Мишустин. Проекта пурӗ 650 миллиард тенкӗ уйӑрасшӑн.
Тӳлевлӗ ҫул Улатимӗр, Муром, Арзамас, Сергач, ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Канаш тата Тутарстанри Шали урлӑ иртмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |