Чӑваш Енри каччӑ Мускав хӗрне вӗлернӗ тесе шутланине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян вара РФ Следстви комитечӗн Мускаври Тӗп следстви управленийӗ ҫамрӑка тытса чарнине хыпарланӑ.
Ӗнерхи хыпарта хӗр Мускаври аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗреннине ҫеҫ хыпарланӑччӗ. 20 ҫулти пике Раҫҫейӗн халӑх туслӑхӗн университетӗнче филологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Хӗр виллине раштавӑн 10-мӗшӗнче Виноградов академик урамӗнчи хваттерте тупнӑ. Ӑна утиялпа чӗркенӗ.
Пӑтӑрмах пирки «Телеканал 360» сайтӗнче те паян пӗлтернӗ. Хӗр виллине асӑрхиччен тӑванӗсемпе унӑн ҫыхӑнӑвӗ виҫӗ кун маларах татӑлнӑ. Ҫакна хӗрӗн аслашшӗ (тен, кукашшӗне-тӗр. Вырӑсла хыпарта «Дедушка» тенӗ) тӗпчевҫӗсене пӗлтернӗ.
Студенткӑна вӗлернӗ каччӑ унччен судпа айӑпланнӑ иккен. Хӗрпе вӑл пӗр вӑхӑт пӗрле пурӑннӑ, унтан уйрӑлса кайнӑ, кайран каллех мирлешнӗ.
Мускаври пӗр хваттерте тӑванӗсем 20 ҫулти хӗрӗн виллине тупнӑ. Вӑл Мускаври пӗр аслӑ шкулта филологи факультетӗнче вӗреннӗ.
Ҫак тискер ӗҫе Чӑваш Енри каччӑ, унччен те судпа айӑпланнӑскер, тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. 23 ҫулти каччӑпа ҫак хӗр 2018 ҫулхи ҫулла темиҫе эрне тӗл пулнӑ. Каччӑ пикен телефонне вӑрласан вӗсем уйрӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн йӗкӗте ҫулталӑк ытларахлӑха юсанмалли колоние ӑсатнӑ.
Каччӑ унтан кӑҫал кӗркунне тухнӑ. Вӑл хӗре подъезд умӗнче тӗл пулнӑ, каллех савнисем пулма сӗннӗ. Хӗр малтанах килӗшмен, кайран хирӗҫлемен.
Чӑваш патшалӑх филармонине юсама федераци хыснинчен укҫа куҫарӗҫ. Ҫӗршывӑн регионӗсене культура объекчӗсене ҫӗнетме Мускавран укҫа уйӑрӗҫ. Ҫакӑн пирки калакан хушӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Ҫитес виҫӗ ҫулта Раҫҫей регионӗсене 3,5 миллиард тенкӗ куҫарса парӗҫ. Укҫа Чӑваш Ене те лекӗ. Кунта Шупашкарти культура учрежденийӗсенчен пӗри — Чӑваш патшалӑх филармонийӗ — пур. Унӑн калӑпӑшӗ 8800 пин тӑваткал метра яхӑн. Тепӗр майлӑ каласан, укҫана кашни объекта юсама уйрӑммӑн палӑртнӑ.
Шупашкарти филармоние 2020 ҫулта хута ямалла. Юсав ӗҫӗ валли федераци хыснинчен 100 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх филармонийӗ Шупашкар хула администрацийӗн балансӗ ҫинче тӑрать.
Мускавран Хусана хӑвӑрт ҫӳремелли автомобиль трасси Чӑваш Енри ултӑ район урлӑ иртӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн транспорт министрӗ Александр Николаев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура пӗлтернӗ.
Автоҫул тӑвас ыйтӑва иртнӗ эрнере Мускавра иртнӗ Транпспорт эрнинче хускатнӑ.
Аса илтерер: «Мускав-Хусан» автоҫулӑн малтанхи икӗ участокне («Мускав — Улатимӗр» тата «Канаш — Хусан») 2021 ҫулхи III-IV кварталсенче проектласа пӗтермелле.
Хӑвӑрт ҫӳремелли трасса Чӑваш Енре 90-а яхӑн километр тӑршшӗ пулӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсем урлӑ иртӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев паянхи планеркӑра троллейбус ыйтӑвне хускатнӑ. Чӑваш Ене Мускавран списокран кӑларнӑ троллейбуссене илсе килме пултараҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Транспорт эрни» иртнӗ. Унта пирӗн делегаци те ҫитнӗ. Паян вара Михаил Игнатьев «Транспорт эрнине» пӗтӗмлетнӗ.
Мускавра усӑ курман троллейбуссене Шупашкара илсе килме палӑртнӑ. Вӗсем Мускаври транспорт департаментӗнчен ҫитмелле. Транспорта укҫа-тенкӗсӗрех парӗҫ. Пӗтӗмпе – 30 троллейбус.
Пӗрремӗш канал журналисчӗсене чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗ килӗшнӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарта пулнӑ. Мускавран Хусана кайма тухнӑскерсем ҫула май пирӗн патра чарӑннӑ. Шупашкарта чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланнӑ. Журналистсене хуран куклипе, какай шӳрпипе, чӑкӑтпа тата шӑрттанпа хӑналанӑ. Апат-ҫимӗҫ хӑнасене килӗшнӗ.
Шупашкарта пулнӑ май журналистсем Амӑшӗн палӑкӗ ҫине улӑхнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн шалти пайне кӗрсе пӑхнӑ. Сӑра музейӗнче те пулнӑ. Унта ӗҫлекенсем чӑваш сӑрине вӗретмелли вӑрттӑнлӑхпа паллаштарнӑ. Учрежденире ӗҫлекен арҫын британи актерне Энтони Хопкинсона аса илтернине те асӑрханӑ вӗсем.
Мускаври журналистсем ӳкернӗ сюжета эрнекун, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) кӑларӑмра кӑтартнӑ.
«Мускав-Хусан» автоҫулӑн малтанхи икӗ участокне («Мускав — Улатимӗр» тата «Канаш — Хусан») 2021 ҫулхи III-IV кварталсенче проектласа пӗтермелле. Ҫакӑн пирки РФ Правительствин ӑнлантару хутӗнче каланӑ. Документа нормативпа право акчӗсен федераци порталӗнче пичетленӗ.
2022-мӗш ҫулхи II-III кварталсенче «Улатимӗр — Арзамас» тата «Арзамас — Канаш» участоксен проектне вӗҫлемелле.
Проектра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, 2020-2024 ҫулсенче «Мускав — Улатимӗр» тата «Канаш — Шали», 2021-2025 ҫулсенче «Улатимӗр — Арзамас», 2022-2027 ҫулсенче «Арзамас — Канаш» лаптӑка тумалла.
Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Максим Акимов маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑвӑрт ҫӳремелли «Мускав — Хусан» тӳлевлӗ автоҫула 2020 тума пуҫӑнса 2027 ҫулта вӗҫлемелле.
Чӑваш Енре Мускав облаҫне вахта мелӗпе ӗҫлеме кайнӑ виҫӗ арҫын темӗнле шӗвекпе наркӑмӑшланса вилнӗ, тепӗр иккӗшӗ пульницӑра выртаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, паян Одинцово хула округӗнчи Часцы ялӗнчи общежитире 55-ри тата 56-ри арҫынсен виллине тупнӑ. Тепӗр виҫҫӗшне, 59-ти, 37-ри тата 27 ҫулти арҫынсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Шел те, тухтӑрсем пӗрин пурнӑҫне ҫӑлайман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсенчен пӗри малтанхи кун ҫӳп-ҫап контейнерӗнче пластик кӗленчери темӗнле шӗвеке тупнӑ, ӑна вӗсем ӗҫнӗ. Федераци МИХӗсем ҫак арҫынсем ҫӳп-ҫап уйӑракан предприятире ӗҫленӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем унта Патӑрьел тата Канаш районӗсенчен килнӗ.
Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче Геннадий Айхине халалланӑ интерактивлӑ курав хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 16 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма палӑртнӑ.
Курава «Границы образа. Поэты и художники круга Айги» (чӑв. Сӑнар чиккисем. Айхи ҫумӗнчи поэтсемпе художниксем) ят парӗҫ. Ӑнӑ Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий айхи ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Курав поэзипе живопиҫрен тӑрӗ. Ун валли Мускаври икӗ поэтӑн: Андрей Черкасовӑн тата Николай Звягинцевӑн — сӑввисене суйласа илнӗ. Унсӑр пуҫне музейре упранакан Шупашкарти, Парижри тата Мускаври художниксен: Анатолий Миттовӑн, Пётр Петровӑн, Игорь Улангинӑн, Георгий Фомиряковӑн, Владимир Яковлевӑн, Игорь Макаревичӑн, Николай Дронниковӑн, Игорь Вулохӑн — ӳкерчӗкӗсем пулӗҫ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнче пурӑнакан Дмитрий Яковлев Мускава вӗренме кайнӑ, пӗр уйӑхран ҫухалнӑ. 22 ҫулти каччӑ 5 кун ҫыхӑнӑва тухмасть. Ӑна пӑшӑрханса ӳкнӗ тӑванӗсем шыраҫҫӗ.
Аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, каччӑ унпа Мускавра пӗр уйӑх пурӑннӑ. Вӑл унта вӗренет, сесси тытма килнӗ. Каччӑ чӳкӗн 11-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре килтен тухнӑ та ҫухалнӑ. Тепӗр талӑкран тӑванӗсем ӑна шырава панӑ. Вӑл Питӗрте пулма пултарать-мӗн.
Дима унччен кун пек ҫухалман. Халӗ унӑн ҫемйи Мускавра, ӑна шырать. Сирӗн Дима пирки хыпар пур тӑк ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8 917 662 30 93.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |