55 ҫулти арҫын Мускава ӗҫлеме кайнӑ та часах таврӑнайман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче унӑн каялла таврӑнмалла пулнӑ. Ҫав кун вӑл палламан номертен шӑнкӑравланӑ та ӑна ҫаратни пирки пӗлтернӗ.
Кун хыҫҫӑн арҫынран сас-хура пулман, вӑл киле те таврӑнман. Тӑванӗсем полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Тинех ҫак арҫынран хыпар ҫитнӗ. Вӑл ҫаратнӑ хыҫҫӑн киле кайма укҫа пултӑр тесе унта-кунта ӗҫлекеленӗ. Арҫын мӑшӑрӗ патне шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе йӑлтах йӗркеллӗ пулнине пӗлтернӗ. Халӗ вӑл Мускавран таврӑннӑ ӗнтӗ.