Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Мускаври пульницасен реформи Чӑвашра усӑ парасса кӗтеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.12.2014 21:18 | 1184 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Мускавра сывлӑх сыхлав системинче пулса иртекен реформӑсем пирки илтнех пулӗ. Ак иртнӗ канмалли кунсенче те унта халӑх чылайӑн пухӑнса митинг ирттернӗ. Ку лару-тӑру Чӑваш Ене пулӑшасса шанаҫҫӗ иккен — сывлӑхпа социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова планерка вӑхӑтӗнче ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тухтӑрсем тӑван тӑрӑха таврӑнасса кӗтет.

Чӑваш Енре тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Пысӑк шалу шыраса сахал мар ӑста Мускавпа Мускав облаҫне тухса кайнӑ, унта тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем таврӑнсан Чӑваш Енри пульницасенче ҫитмен тухтӑрсен йышне 30% таран пӗтерме пултарӗҫ имӗш. Хальхи вӑхӑтра вара пирӗн сывлӑх системинче тухтӑрсен йышӗ кирлинчен 60,3% кӑна иккен. Уйрӑмах район пульницисенче кирлӗ ӑстасем ҫук.

Сӑмах май, «Земство тухтӑрӗ» программа республикӑри лару-тӑрӑва кӑшт лайӑхлатма пулӑшнӑ теҫҫӗ. Унпа усӑ курса ялти сывлӑх учрежденийӗсене 239 тухтӑр вырнаҫнӑ (11-ӗшӗ кӑна каярах килӗшӗве татса программӑран тухнӑ пулать). Татьяна Богданова каланӑ тӑрӑх пирӗн пульницасене тата пӗр 100 тухтӑр патнелле кирлӗ. Вӗсем уйрӑмах Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче ҫителӗксӗр.

#Улатӑр районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Канаш районӗ, #сывлӑх, #Мускав, #Мускав облаҫӗ, #ӗҫ вырӑнӗсем, #тухтӑрсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем