Шупашкартан Самара пуйӑс ҫулӗ туни экономика тӗлӗшӗнчен усӑллӑ. Кун пек шухӑшланӑ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи ҫак икӗ хулана пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен ҫулпа ҫыхӑнтарма сӗнет-мӗн.
«Самар — аэропорт Курумоч — Тольятти» маршрутпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли чукун ҫул тӑвас проекта сӳтсе явнӑ май Шупашкар пирки аса илнӗ. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» обществӑра «Мускав – Хусан» маршрута «Шупашкар – Чӗмпӗр» йӗрпе ҫыхӑнтарсан кӑна укҫа хывнин усси пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Аса илтеретпӗр, «Мускав — Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проектне тума Китай пулӑшассине пӗлтернӗ. Ҫакна Китай Халӑх Республикин посолӗ Ли Хуэй каланӑ. Ли Хуэй Китайра пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль строительстви енӗпе пысӑк опыт пуррине палӑртнӑ. Унта кирлӗ технологисем те пур-мӗн.