Саккун — саккунах. Ӑна пӑхӑнмасан явапа тытмалла. Урӑх ҫӗршывран Раҫҫее килекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла. Анчах миграци сакунне пӑсакансем, шел те, тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ.
Халӗ те, ав, Чӑваш Республикинче пӗр автобуса чарнӑ. Миграци службин Чӑваш Енри управленийӗн порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ют ҫӗршывран килнӗ 6 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсен, Раҫҫее килнӗскерсен, кирлӗ документсем пулман.
Тытса чарна автобус Бишкекран Мускава ҫула тухнӑ. Ӑна Чӑваш Енре ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чарнӑ. Унта ют ҫӗршыври 19 ҫын пулнӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсенчен улттӑшӗн документсем пулманни ҫиеле тухнӑ.
Халӗ йӗркене пӑсакансен кашнин 2 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Вӗсене Раҫҫейрен кӑларса ярӗҫ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи стройкӑсенче Чӑваш Енри ҫынсем сахал маррӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ҫынсем хушшинче Мускаври строительство организацийӗсене ертсе пыракансем те пур. Вӗсемпе нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тӗлпулнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳссе Мускавра хӑйсен вырӑнне тупнӑ строительсене Леонид Волков Строительсен уявӗпе (ӑна иртнӗ канмалли кун палӑртрӗҫ) саламланӑ. Строительство экономикӑнпӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри пулни пирки калаҫнипе пӗрлех Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхпе чӑвашсен тӗп хулари ентешлӗхӗпе тата Чӑвашран тухнӑ, строительство бизнесӗнче тимлекенсемпе туслӑ ҫыхӑну тытас ыйтӑва та хускатнӑ. Икӗ енлӗ хутшӑнӑва йӗркелени хӑйсемшӗн те усӑллӑ пулассипе строительство предприятийӗсен ертӳҫисем те килӗшнине палӑртнӑ.
Сӑнсем (9)
Мускавра ҫӗршыв тата регион шайӗнче тухса тӑракан, ҫырӑнакансен шутне ӳстернӗ хаҫатсемпе журналсен редакцийӗсене чысланӑ.
2015 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурри валли ҫырӑнакансен йышне пысӑклатнӑшӑн почта ҫыхӑнӑвӗн 10 управленине, ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан 10 тата регионсенчи тепӗр 10 кӑларӑм редакцийӗсене Дипломпа чысларӗҫ. 2014 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑх кампанийӗпе танлаштарсан вӗсем кӑна ку хутӗнче хаҫат-журнал тиражне ӳстерме пултарнӑ-мӗн.
Регионсенчи ҫырӑнтару акцине ӑнӑҫлӑ ирттернӗ 10 кӑларӑм йышӗнче виҫҫӗшӗ — «Хыпар» Издательство ҫурчӗн икӗ хаҫачӗпе пӗр журналӗ. Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хресчен сасси» хаҫачӗсем тата «Тӑван Атӑл» журнал тиражӗсем сыхланса юлнӑ кӑна мар, ӳснӗ те-мӗн.
Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова Шупашкарта иртекен Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ пулин те кӑмӑллах юлман.
Анжелика Сидорова 4.50 метра шӑчӑпа пӗр хут сиксех парӑнтарнӑ. Мускав тата Брянск облаҫне хӳтӗлекен Татьяна Швыдкина, Мускав тата Белгород облаҫне хӳтӗлекен Ольга Муллина 4.35 метра ҫеҫ парӑнтарнӑ. Вӗсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Вӗсем хыҫҫӑн Анжелика Сидоровӑн пысӑкрах ҫӳллӗшне сикме те тивмен. Анжеликӑна тупӑшма тивменни кӑмӑлне хуҫнӑ та.
Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл яланах 4.50 метртан сикме пуҫлать. Вӑл чемпионатра 4.70 метра та пулин сикме палӑртнӑ.
Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ Анита Цой Чӑваш Енри ҫемьене айӑплани пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Lifenews сайтра каллех кун пирки ҫырнӑ. Анита Цой каланӑ тӑрӑх, Александровсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ. Юрӑҫ ку ӗҫе пӑнчӑ лартма та юрать тет, мӗншӗн тесен ку унӑн кӑмӑлне пӗрре те каймасть, йӗрӗнтерет.
Анита каланӑ тӑрӑх, унӑн кун пирки аса илес те килмест. Ҫавӑнпа вӗсем ку ӗҫе вӗҫлеме палӑртнӑ. Анчах следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Александровсен ҫемйи айӑпа йышӑнмасть.
Ҫемье каланӑ тӑрӑх, Анита хӑй хаклӑ япаласене ломбарда панӑ. Унӑн парӑмсем пысӑк-мӗн. Александровсем кредитпа туяннӑ машинине сутнӑ. Ҫакна унчченхи ӗҫ параканӗсене, Цойсене, миллион тенкӗ тӳлемешкӗн тунӑ.
lifenews.ru сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей эстрада юрӑҫи Анита Цой тата унӑн упӑшки Сергей Чӑваш Енри ҫемьене вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемье вӗсен ҫур миллион тенкӗлӗх хаклӑ япаласене вӑрланӑ.
Анита Цойпа упӑшки полицие ыйту ҫырнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Александровсен ҫемйи, унччен вӗсен килӗнче ӗҫленӗскерсем, ӗҫрен кайма ирӗк ыйтса ҫырнӑ та килтен кӗрӗк, хаклӑ япаласем илсе тухса кайнӑ.
Хур тӳснисем каланӑ тӑрӑх, ку ҫур миллион тенкӗ тӑкакпа танлашнӑ. Александровсен ҫемйи вара Чӑваш Ене таврӑннӑ-мӗн.
Полицейскисем чӑваш ялне, Александровсем пурӑнакан ҫӗре, кайнӑ. Ухтарнӑ хыҫҫӑн вӗсем вӑрланӑ япаласене тупайман. Вӗсене юрӑҫӑн килӗ ҫывӑхӗнчех тупнӑ.
Александровсем хӑйсене элекленӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫрен упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен пӗчӗк ачине пӑхма тӳр килнӗшӗн кайнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унта Александровсем кӳнтелен пек пулӗҫ.
Нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ чух тӳпене кӗрсе укҫа хывса улталаннӑ Шупашкарти 14-мӗш микрорайонти ҫынсем ҫурлан 1–2-мӗшӗсенче ирттерме палӑртинӑ митинга каярах вӑхӑта куҫарнӑ. Вӗсем укҫана «Премиум инжиниринг» комапние хывнӑ, анчах хваттерне илеймен.
Шӑнман пӑрпа ларса кайнӑ ҫав ҫынсем хӑйсем кӑмӑлсӑрланнине тата чун ыратӑвне палӑртма митинга ҫурлан е 8-мӗшӗнче, е 9-мӗшӗнче тухасшӑн.
Митинг вӑхӑтне куҫарнине вӗсем ыйту унччен татӑласса шаннипе мар, республикӑна Пӗтӗм Раҫҫей патриархӗ килессипе ӑнлантарнӑ. Ҫавна вӗсем хӑйсене митинг ирттерме ирӗк памаҫҫӗ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Митинга ҫурлан 8–9-мӗшӗсенче мускавра тухасшӑн. Кулагин депутатпа ҫыхӑнасшӑн та пӗрле йӗркелесшӗн», — тенӗ «ПРИНИПЪ» потребительсен правине тата тӑван тавралӑха хӳтӗлекенсен пӗрлӗхӗ» регионсем хушшинчи ыр кӑмӑллӑх организацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Диана Яковлева.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Леонид Якубовичӑн «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑма хутшӑннӑ. Наталья Петрова Мускава аслӑ ывӑлӗпе Кириллпа кайнӑ.
Вӗсем эфира утӑн 17-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗ виҫҫӗмӗш турта вылянӑ. Леонид Якубович шупашкарсем мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланнӑ. Ара, вӑл хӑй кунта час-часах килсе ҫӳрет вӗт. Кирилл Леонид Якубович пирки ҫырнӑ сӑвва вуланӑ. Унта вӑл икӗ пӗчӗк арчана уҫма ӗмӗтленни пирки каланӑ. Телеертӳҫӗ унӑн ӗмӗтне пурнӑҫлантарнӑ. Кирилл укҫаллӑ арчана уҫнӑ.
Шел те, Наталья Петрова финала тухайман. Анчах вӗсем Мускавран савӑк кӑмӑлпа таврӑннӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ачасен пӗр ушкӑнӗ Мускава тухса кайнӑ. Йышра тӗрлӗ ӳсӗмрисем пур: 10 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхисем таранах. Вӗсен шутӗнче Республикӑн культура училищинче, Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Шупашкарти вӑтам шкулсенче вӗренекенсем пур иккен. Ушкӑна ҫӑмӑллӑхлӑ категорие кӗрекен ҫемьесенчи, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе вӗренӳре пиллӗкпе ӗлкӗрсе пыракансем кӗни пирки пӗлтерет Чӑваш Енӗн Культура министерстви.
Ачасене «Пирӗн хыҫра — Мускав» турист маршручӗпе ҫула илсе тухнӑ иккен. Ку проекта хамӑр ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен культура эткерлӗхне ачасем хушшинче сарасси пирки Раҫҫей Президенчӗ хушнине пурнӑҫланӑ май пуҫарнӑ-мӗн. Ҫула тухнисене Мускавсӑр пуҫне Калуга тата Тула хулисене кӑтартӗҫ.
Мускаври Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫей кӗнекисен куравӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта йӗркипе интерактивлӑ лапамсем пулнӑ. Василий Блаженный соборӗ патӗнчи тӗп сцена ҫинче кашни кун 100 яхӑн мероприяти иртнӗ Ҫав кунсенче Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейри 300 издательство вырнаҫнӑ. Вӗсем 300 пин ытла вулакана 100 пин ытла кӗнекепе паллаштарнӑ.
Пирӗн республикӑран Чӑваш кӗнеке издательстви кайнӑ. Мускав ҫыннисемпе хӑнисене вӗсем 150 ытла кӑларӑмпа паллаштарнӑ. Издательство директорӗ Валерий Комиссаров каланӑ тӑрӑх, ытларах ҫынсене «Халӑх маҫтӑрӗсен опытӗнчен» кӗнеке серийӗ кӑмӑла кайнӑ. Малтисен йышӗнче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмин ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пулнӑ.
Чӑваш кӗнекисен тӗлӗшпе нумай ырӑ сӑмах каланӑ. Пӗрисем вӗсене ачисем валли кӑна мар, тӑванӗсем валли те туяннӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑваш кӗнекисене курнӑ май хӑйсене ачалӑхра туйнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательстви Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнеке» конкурсра темиҫе пысӑк награда ҫӗнсе илнӗ. «Ҫеҫпӗл Мишши — ҫӗрпе пӗлӗт чечекӗ» кӗнеке М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗн ятарлӑ дипломне тивӗҫнӗ. «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн дипломне ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |