Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ӗнерхи сессийӗнче депутатсем сӑмах май Куславккари морг ыйтӑвне хускатнӑ. Унта морг ҫукран ҫынсене урӑх хулана илсе кайма тивет иккен. Игорь Моляков депутат сессире тӗслӗх асӑнса хӑварнӑ. Вилнӗ амӑшне тепӗр хулана илсе кайма пӗр хӗрарӑм кӳршине ыйтнӑ. Вилене автомобилӗн хыҫалти ларкӑчӗ ҫине хурса кайма тивнӗ.
Куславкка тӑрӑхӗнчен ЧР Патшалӑх Канашне депутата суйланнӑ Юрий Зорин морг ыйтӑвне уҫӑмлатма шут тытнӑ. «Икӗ ҫул каялла тендер ирттернӗ чухне морг вырӑнӗнче суту-илӳпе кану центрӗ тӑвас шухӑшлӑ ҫын ҫӗнтернӗ. Анчах вӑл нимӗн те туман. Калаҫу ирттернӗ: ҫӗре памасть, морг тумасть. Ҫавӑнпа тата тепӗр конкурс ирттернӗ. Халӗ ҫӗр виҫеҫҫӗ. Куславкка районӗнче ҫуралнӑ, Мускавра пурӑнакан инвестор пур. Вӑл Куславккана куҫса килсе морг тума хатӗр», — ӗнентернӗ Зорин депутат.
Паян Шупашкарта кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхипе ирттернӗ пӗтӗм тӗнчери олимпиада ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ун пекки кӑҫал пуҫласа пулнӑ. Хальхинче 25 ҫула ҫитмен 350 ытла шкул ачипе студент хутшӑннӑ. Вӗсем — хамӑр тӑрӑхран ҫеҫ мар, республика тулашӗнчен тата чикӗ леш енчен те.
Олимпиадӑна «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енсемпе йӗркеленӗ.
«Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енӗпе 51 ача хутшӑннӑ, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ — Тутарстанран, пӗри – Пушкӑртстанран, виҫҫӗшӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнчен. Ултӑ ҫамрӑк ҫӗнтернӗ: Мария Ядрицова (Йӗпреҫри 2-мӗш шкул); Любовь Сергеева (Куславккари 2-мӗш шкул); Юлия Ярдухина (Шупашкарти 62-мӗш шкул) Ираида Якимова (Тӑвай районӗнчи Курнавӑш); Павел Васиков (Тутарстанри Аксу районӗнчен, Регина Андреева (Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнчен).
«Чӑваш чӗлхин илемӗ» ен дистанци мелӗпе иртнӗ. Унта тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакансем хутшӑннӑ, турцирен те пулнӑ.
Республика кунӗ умӗн фельдшерпа акушер пунктне уҫасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ку пулӑм Патӑрьел тата Пӑрачкав районӗсенче пурӑнакансене савӑнтарӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ведомство ертӳҫин ҫумӗ Светлана Ананьева район администрацийӗсен тата пульницисен элчисемпе селекторлӑ канашлу ирттернӗ. Унта модульлӗ ФАПсен строительстви пирки калаҫнӑ. Тӗп тухтӑрсене вара строительство ӗҫӗсен графикне хатӗрлеме хушнӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 10 ФАПра строительство графикпе килӗшӳллӗн пулнине пӗлтерет. Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче тата Пӑрачкав районӗнчи Куславкка ялӗнче ФАПа Республика кунӗ умӗн уҫӗҫ.
Сӑмах май, ҫулталӑк вӗҫнелле республикӑра 25 ФАП туса пӗтермелле.
Чӑваш Енре ҫул ҫинче авари пулнӑ. Хальхинче чӑваш эстрада юрӑҫин машини сиенленнӗ.
Ку канмалли кунсенче Куславкка хулинче пулнӑ. Халӑх юратакан чӑваш эстрадинчи пӗр юрӑҫӑн Kia Sportage машини шар курнӑ.
Артист Куславккана корпоратив ирттерме кайнӑ пулнӑ. Хайхискер хӑйӗн машинине кафе умне лартнӑ. Ун ҫине вара ӳсер водитель пӗтӗм вӑйран кӗрсе кайнӑ. Машинӑна карта урлӑ кафе территоринех кӗртсе янӑ вӑл.
Артист иномаркипе авари пулнине корпоратив хыҫҫӑн кӑна пӗлнӗ. Халӗ вӑл страхлав компанине ыйту ҫырнӑ. Тӑкак виҫине хальлӗхе палӑртман-ха.
Куславкка пуҫлӑхӗсем Жомини барон ҫуртне тара парасшӑн. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн Культура министерствипе Куславкка хула администрацийӗ аукцион ирттерме хатӗрленет. Барон ҫурчӗ культура эткерлӗхӗ шутланать. Ӑна халӑх инвентаризацийӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьев республика парламентне янӑ Ҫырура халӑх инвентаризацине ирттерессине кӑҫал та малалла тӑсмаллине палӑртса хӑварнӑччӗ. Акци тӗллевӗ — юхӑнса ларакан пурлӑха тупса палӑртасси, ҫавӑн пирки тӳре-шарана пӗлтересси. Пуҫлӑхсем вара ун пек ҫурт-йӗре, ҫӗре тивӗҫлипе усӑ курасси пирки пуҫа ватма тивӗҫ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 858 объекта хуҫалӑх ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Вӗсене пурне те халӑх инвентаризацийӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
«Куславкка—Волжск—Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттересси, ас тӑвасса, пӗлтӗр те йывӑррӑн пулнӑччӗ. Пӗр вӑхӑтра навигацие чарса лартнӑччӗ. Кайран маршрута ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑччӗ. Кӑҫал, ав, теплоходсем ҫӳремӗҫ тесе хыпарлаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи йывӑрлӑх пирки Куславкка район администрацийӗн яваплӑ специалисчӗпе те калаҫни асра. Вӑл ун чухне пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти юханшыв порчӗ теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма хаклӑ ыйтнӑ. Ҫавӑнпа енсен ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Хак ыйтӑвне Районти депутатсен пухӑвӗнче те пӑхса тухнӑччӗ. Кайран Куславкка район администрацийӗпе юханшыв порчӗн ӗҫлӗ калаҫӑвӗ ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗччӗ, хак пирки килӗшсе татӑлнине кура теплоходсем ҫӳреме пулнӑччӗ.
Куславкка хулинчи пилӗк хутлӑ ҫуртра пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫанӑ тавӑрсах ӗҫленӗ. Вӗсем хӑйсем пурӑнакан ҫурт умне юмаха ҫаварнӑ.
Тавралӑха каҫ сӗмӗ ҫапсан Герцен урамӗнчи 10-мӗш ҫурт йӑлтӑртатма тытӑнать. Ҫынсем хӑйсен хваттерне кӑна мар, подъезда кӗмелли алӑк умне те капӑрлатнӑ. Урамра вара Хӗл Мучин кӳлепине вырнаҫтарнӑ. Капӑр чӑрӑшсем, юр кӗлеткесем тавралӑха илем кӳреҫҫӗ. Ҫынсем 2017 ҫул хуҫи пирки те манман – Автан вырнаҫтарнӑ. Стена ҫинче вара – импрвизациленӗ камин.
Ку вырӑнта иртен-ҫӳрен сӑн ӳкерӗнет. Ҫак илеме тӑвакансем тавралӑха хӑтлӑх кӳрес енӗпе иртнӗ республика конкурсне хутшӑннӑ. Унта вӗсем виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, 16 пин тенке тивӗҫнӗ. Шӑпах ҫак укҫапа вӗсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫурта капӑрлатнӑ та.
Ҫуркунне вӗсем ҫурт умне чечексемпе илемлетесшӗн. Ҫынсем 2018 ҫула мӗнле кӗтсе илесси пирки те шухӑшлама тытӑннӑ ӗнтӗ.
Куславкка районӗнче ҫемье шар курнӑ. Ку вырӑнти судьян килӗнче пулнӑ.
Куславкка хулинче пурӑнакан ҫемье, ултӑ ҫынран тӑраканскер, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ҫак кунсенче сивӗ ҫанталӑк тӑчӗ. Ҫемье ҫавна май газа пысӑклатнӑ. Сӗрӗм вара пӳрте тухнӑ.
Тухтӑрсене вӗсем хӑйсемех чӗннӗ. Тӑватӑ аслӑ ҫынна тата икӗ ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Ачасем 2000 тата 2008 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳртри газ хатӗр-хӗтӗрӗ йӗркеллех ӗҫлет. Вентиляци мӗнле ӗҫлени пирки нимӗн те каламан.
Виҫӗмкунтанпа, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе, Атӑлӑн тепӗр енне Шупашкарти юханшыв портӗнчен теплоходсем ҫӳреме чарӑннӑ. Капла йышӑну «Шупашкар—Сосновка поселокӗ—Шупашкар» тата «Шупашкар—Сулахай ҫыранти пляж—Шупашкар» маршрутсене пырса тивнӗ.
«Шупашкарти юханшыв порчӗ» акционерсен обществи ырӑ хыпар та пӗлтернӗ. Ҫурлан 18-мӗшӗнчен «Куславкка—Волжск—Куславкка» линипе пассажирсене турттарассине ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Унччен, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен, ку маршрутпа теплоход ҫӳреме чарӑннӑ. Ҫапла тума Куславкка район администрацийӗпе юханшыв порчӗ килӗшӳ тусах татӑлнӑ-мӗн. Енсем килӗшнипе теплоходсем ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурлан 7-мӗшӗ таран ҫӳренӗ. Ҫак вӑхӑтра 11,5 пин ытларах ҫынна пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре илсе ҫитернӗ.
Куславкка тӑрӑхӗнче Монголи ҫынни юртӑсем тума тытӑннӑ. Куҫса ҫӳрекен халӑхсем пукрӑнакан ҫав ҫурт-йӗре Ҫӗнӗ Сала патӗнче хӑпартма шут тытнӑ. Пӑхсан вӑл вырӑна кирек епле художник та юратса пӑрахӗ: ял патӗнчен Атӑлӑн кивӗ варакӗ тата Энӗшӗн ҫырма кӑкӗ курӑнса ларать.
Юрта тума Монголи усламҫи туристсем валли база йӗркелес шухӑшпа пуҫӑннӑ. Ун валли вӑл ҫӗре тара илнӗ. Халӑхра "Птичий полет" (чӑв. Кайӑк вӗҫевӗ) текен вырӑна ҫӗнӗ хуҫа ҫав ятах парса тулли мар общество туса хунӑ.
Рита Кириллова журналист халӑх сечӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, вырӑнти хуҫасем лаптӑка апла та пулин усӑ курни аван тесе калаҫҫӗ иккен. Унччен ҫав вырӑна ялта пурӑнакансем ҫӳп-ҫап кӑна туха-туха пенӗ-мӗн. Ҫыранӑн пӗр пайне карта тытса ҫавӑрнӑран унта пырса ҫутҫанталӑкпа тӳлевсӗр киленме пӗр пайӗ кӑна уҫӑ юлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |