Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн «Эсӗ пире кирлӗ, юлташ!» проектпа килӗшӳллӗн йӗплӗ пралук леш енче ларакан хӗрарӑмсене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Юсанмалли колонисене пукане театрӗ тухса ҫӳрет.
Нумаях пулмасть артистсем Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире пулнӑ. Вӗсене унта питӗ кӗтнӗ. Унччен театр кунашкал учрежденисенче «Ҫӑлтӑрлӑ арҫынача» постановка кӑтартнӑ. Куслаккари колонире ларакансене вара «Гадкий утенок» спектакльпе паллаштарнӑ.
Залра ларакансем ачалӑха таврӑннӑ тейӗн. Хӑшӗ-пӗри, тен, сюжетпа пӗрле хӑйен шӑпи пирки шухӑшланӑ. Унти ӗҫченсем палӑртнӑ тӑрӑх, спектакль тӗрмере ларакансене чӑтӑмлӑрах пулма, ҫынсене хаклама вӗрентет.
Атӑлта ишмелли тапхӑр вӗҫленнине кура ҫынсене шыв тӑрӑх «Шупашкар-пляж» маршрутпа турттарма пӑрахнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ку ҫулпа кӑҫал 22 пине яхӑн ҫынна каҫарнӑ.
Шыв ҫулне уҫнӑранпа трамвайсем «Куславкка – Волжск – Куславкка» маршрутпа ҫӳренӗ. Вӑл направленипе пассажирсене кунне виҫӗ хутчен: 7 сехетре, 12 сехет те 30 минутра, 17 сехет те 30 минутра — илсе ҫӳренӗ. Ҫурлан 25-мӗшӗ тӗлне 12 пине яхӑн пассажир ку ҫула суйланӑ.
Шупашкарти юханшыв портӗнчен уҫӑлса ҫӳремелли теплоходсем ҫӳретнӗ. Вӗсене кунне тӑватӑ хутчен ҫӳретнӗ. Теплоход пассажирсем 25 ҫынтан кая мар пуҫтарӑннӑ май ҫула тухнӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем чылай иртеҫҫӗ.
Куславккари тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем ав Геннадий Николаевича халалланӑ буклет евӗр кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна «…Тише смерти и тише тебя…» ят панӑ.
Буклетра Геннадий Айхи ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Унта вӑл 1960–1970 ҫулсенчи авангард ӳнерӗн лидерӗ, вырӑс сюрреализмӗн пуҫаруҫи пулнине, чӑваш поэзине тата культурине тӗнчере сарассишӗн нумай тӑрӑшнине асӑннӑ.
Буклета Ева Лисина Геннадий Айхине халалласа ҫырнӑ «Плач по брату» реквием пуянлатать.
Ҫурлан 14-мӗшӗнче Куславккара темиҫе кун каялла ҫухалнӑ 11 ҫулти хӗрача виллине тупнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна вӗлернӗ. Ҫак ӗҫе Тутар Республикинче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
11 ҫулти хӗрача ҫурлан 12-мӗшӗнче ирхине шкула практикӑна кайнӑ. 11 сехет тӗлнелле вӑл килелле утнӑ. Анчах килтисем ӑна кӗтсе илеймен.
Халӗ тӗпчев пырать. 52 ҫулти арҫын следователе тискерле ӗҫ пирки каласа кӑтартнӑ. Халӗ ӑна арестлес ыйтӑва татса параҫҫӗ. Судпа медицина экспертизине тума палӑртнӑ.
Куславкка хула кунне тата Физкультурниксен уявне паллӑ тунӑ. Ҫак кун «Атӑл» сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс халӑха тӳлевсӗр йышӑннӑ. 10 сехетрен пуҫласа тӗрлӗ ӑмӑртусем иртнӗ.
Атӑл хӗрринче велосипедҫӑсем чупнӑ. Пляжра волейболистсем вӑй виҫнӗ. Хула кунӗнче культура мероприятийӗсем иртнӗ. Ҫӳллӗ пуканесем ачасене те, аслисене те савӑнтарнӑ. Унтах «Пулас ӑрӑва халаллатпӑр…», «Хулан поэчӗсем пур», «Кӗнеке бульварӗ чӗнет…» акцисем йӗркеленнӗ.
Куславкка хула пуҫлӑхӗ Александр Ларионов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валентин Колумб, Куславкка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ентешӗсене уявпа саламланӑ. Сумлӑ хӑнасен йышӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Никоноров, Куславкка ентешлӗхӗн председателӗ, ЧР тава тивӗҫле тухтӑрӗ Юрий Зорин тата ыттисем пулнӑ.
Ӗҫре палӑрнисене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ. 19 сехетре концерт пуҫланнӑ. Хусанти «Дорогудо» рок-н-рол ушкӑнӗ те килнӗ. Унтан куславккасене Хусанти «Авиация» шоу-балет тата Куславккари «Женское счастье» (чӑв. Хӗрарӑм телейӗ) савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (95)
Паян Куславккари «Пчелка» (чӑв. Пыл хурчӗ) ача пахчинче чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм хуҫаланнӑ. Шӑпӑрлансем патне ирех Шупашкартан хӑнасем ҫитнӗ. Пӗчӗкскерсем тата воспитательсем Чӑваш патшалӑх пукане театрне хапӑлласах йышӑннӑ.
Артистсем ачасене «Лайӑх пулас килет» («Хучу быть хорошим») спектакльпе савӑнтарнӑ. Шӑпӑрлансем сӑнарсемпе пӗрле куляннӑ, савӑннӑ.
Ача пахчин воспитателӗсен шухӑшӗпе, паян ачасене спектакль кӑтартни усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫынпа хутшӑнасси хавшанӑ. Аслисем кӗҫӗннисен кунӗ кӑсӑклӑ, асра юлмалла ирттӗр тесе сахал мар тарӑшаҫҫӗ.
Сӑнсем (5)
Куславккари Н.И.Лобачевский ячӗллӗ музей ҫуртӗнче туристсене чӑваш наци тумӗпе паллаштараҫҫӗ.
Чӑваш халӑх тумӗпе чылайӑшӗ кӑсӑкланать. Наци тумӗ ӗмӗрсене парӑнтарса паянхи кунччен сыхланса юлнӑ. Вӑл чӑвашсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса парать.
Хӗрлӗпе шурӑ тӗссем тасалӑха палӑртаҫҫӗ, ҫавӑнпа чӑвашсем унпа ытларах усӑ курнӑ. Этнографсем тумӑн хӑш-пӗр пайне танлаштарнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тунӑ: чӑвашсем ӗлӗкхи тумтир стильне ытларах сыхласа хӑварнӑ.
Музей ҫуртра кашни туристӑн чӑваш пулса курма май пур. Музей экспозицийӗпе паллашнисӗр пуҫне туристсем музей пахчинче чӑваш ҫурчӗ евӗр илемлетнӗ хӳмере сӑн ӳкерӗнме пултараҫҫӗ.
Туристсем чӑваш наци тумӗ илемлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ. Чӑвашсен тумне тӑхӑнса ӳкерӗнни вара кашнин кӑмӑлнех ҫӗклет.
Сӑнсем (13)
Куславкка районӗнче культура еткерлӗхӗн 32 объекчӗ вырнаҫнӑ. Вӗсенчен 1 — федераци, 31-шӗ регион пӗлтерӗшлӗ. 6 ӗскер (объект) Куславкка хулинче вырнаҫнӑ.
ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Куславкка районӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ. Министр культура еткерлӗхӗн хӑш-пӗр ӗскерӗпе тата культурӑпа канӑвӑн тӗп центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ.
Вадим Ефимов Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Марина Солдатихина ертсе пынипе Николай Лобачевский математикӑн ҫуртне (вӑл унта 1848–1856 ҫулсенче ҫулла пурӑннӑ), Жомени барон, Волчков купса ҫурчӗсене ҫитсе курнӑ. Куславкка хула администрацийӗ тӑрӑшнипе хулари культура еткерлӗхӗн ӗскерӗсене хурал зони вырнаҫтарнӑ. Культура объекчӗсене упрассишӗн сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ. 2011–2012 ҫулсенче Жомени баронӑн ҫуртне юсамашкӑн 2,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал вырӑнти хысна пулӑшнипе ҫурта газ кӗртесшӗн. Министр Куславкка хула администрацине ҫак ҫуртӑн «хуҫине» шырама сӗннӗ, унсӑрӑн ӑна туллин сыхласа хӑварма май ҫук.
Республикӑри чи лайӑх вӗрентекенсене укҫа парса хавхалантарасси «Вӗренӳ» приоритетлӑ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Укҫа ҫӗнсе илессишӗн тупӑшса вӗрентекенсем хӑйсен тӗп тӗллевне – ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессине тата воспитани парассине – манаҫҫӗ текен шухӑш та пур-ха халӑхра. Ҫапах та хавхалантарни тата тӑрӑшуллӑрах ӗҫлеме хистессе шанас килет.
Кӑҫал 21 муниципалитетри 65 вӗрентекен укҫана илессишӗн конкурса хутшӑнвӗсенчен вуннӑшне укҫан премипе хавхалантарма йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫисем ҫаксем: Шупашкарти 5-мӗш гимназире вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Горашова, Шупашкарти 10-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ Надежда Григорьева, Елчӗкри вӑтам шкулти физикҫӑ Алексей Данилов, Куславккари 3-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ Валентина Ефимова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри биолог Надежда Захарова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ Марина Картозия, Шупашкарти 4-мӗш лицейри химик Евгения Лаптева, Тӑвайӗнчи вӑтам шкулти географи тата экономика учителӗ Елена Павлова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри биолог Лариса Тихонова, Улатӑр районӗнчи Кувакинӑри историпе экономика учителӗ Тамара Тренюшева.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнче туризм тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Ҫула тухнисем ытларах чух шыв ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Атӑл тӑрӑх. Ҫак аслӑ шыв тӑрӑх ҫӳрекен туристсем Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче те чарӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Атӑл тӑрӑх Хусанти, Мускаври, Чулхулари тата Самарӑри ҫул ҫӳренсене турттаракан теплоходсем ҫӳреҫҫӗ.
Куславкка – пысӑках мар провинци хули. Унта Жомени барон ҫурчӗ пур, Волчков, Забродин, Суслов ҫӗр улпучӗсемпе купсасен йӗрне шыраса тупма пулать. Куславкка тӑрӑхӗ – вилӗмсӗр «Ӗмӗр сакки сарлака» роман авторӗн Никифор Мраньккан тӑван кӗтесӗ те. Хулан пульницинче вара эвакогоспиталь вырнаҫнӑ пулнӑ. Туристсем вырӑнти пасара та кӗрсе тухма кӑмӑллаҫҫӗ иккен, хула пляжӗнче шыва кӗреҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрринче туристсем А. Зайцев ячӗллӗ художество галерейине кӗрсе тухаяҫҫӗ. Соснин купсан пӳртӗнчи экспонатсем те вӗҫӗмех ылмашса тӑнине кура унта кашнинчех мӗн те пулин ҫӗннине асӑрхама пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |