Куславкка хулинчи 31 ҫулти арҫын хӑйӗн ӗмӗрӗнчи 13 ҫула яхӑн тӗрмере ирттернӗ. Юлашки хутчен вӑл ирӗке 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тухнӑ. Анчах уҫӑ сывлӑшпа кӑкӑр тулли сывласа, ирӗклӗ тӗнчепе савӑнса та ҫунатланса пурӑнас вырӑнне вӑл каллех пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӑл хула урамӗнче 45 ҫулти арҫынпа паллашнӑ. Ӑна вӑл эрех туянма тата пӗрле ӗҫме ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Анчах шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларман икӗ арҫын — харкашма тытӑннӑ. Ҫамрӑкки аслӑраххине темиҫе хутчен ҫапнӑ, унтан ӑна хваттер подъездне илсе тухнӑ, унта каллех хӗненӗ — тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни тепӗр кунне реанимацире вилсе кайнӑ.
Хӗнекене тытса чарнӑ. Ҫынна ятарласа вӗлермен пулин те ӑна никам та уншӑн саккун пуҫран шӑлас ҫук.
Раҫҫейре электротранспорт валли инфраструктура хатӗрлессипе пилотлӑ сӑнав ирттерме йышӑннӑ. Электромобильсемпе электробуссем валли зарядка станцийӗсене федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулсем хӗрринче тата ятарлӑ территорисенче туса лартӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Пилотлӑ эксперимент 2024 ҫулччен пурнӑҫа кӗрӗ. Унта 16 территорипе пӗр автомагистраль кӗнӗ.
2022 ҫул тӗлне зарядка инфраструктурине Краснодар крайӗнче, Крымра тата Севастополь хулинче, Ленинград, Мускав, Чулхула, Сахалин облаҫӗсенче, Тутарстанра туса лартмалла. Пилотлӑ ҫул вара «Дон» М-4 федераци трасси тесе йышӑннӑ.
2023 ҫул тӗлне зарядка станцийӗсем Владимир, Воронеж, Калининград, Липецк, Ростов, Тула облаҫӗсенче, Приморье тата Ставрополь крайӗсенче, Чӑваш Енре, Мускавра тата Питӗрте пулӗҫ.
Шупашкарта – 32 станци, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 2, Етӗрне, Куславкка, Ҫӗрпӳ районӗсенче – 2-шер, Куславкка районӗнче – 2, Шупашкар районӗнче — 4, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче — 1-ер.
Куславккара 18-19 ҫулсенчи ҫамрӑксем пӗрне шкулта вӗрентнӗ хӗрарӑм патне хӑнана пынӑ. Хайхискерсем ун патӗнче банк картти выртнине асӑрханӑ та укҫа вӑрлама шутланӑ.
Пӗр ҫамрӑкӗ хӗрарӑма тӗпеле калаҫмалла тесе чӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра ыттисем хӗрарӑмӑн сим-карттине кӑларнӑ та хӑйсен телефонӗ ҫине вырнаҫтарнӑ, унтан сарӑм урлӑ ун ячӗпе кредит илнӗ, ҫав 40 пин тенке хӑйсен пӗлӗшӗн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫапла вӗсем комиссие шута илсе 39 пин ҫурӑ вӑрланӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем тӑкака саплаштарнӑ. Вӗсене суд тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ.
Куславккари Горький урамӗнче ӗнер пушар алхаснӑ. Ҫулӑма 5 пушар автоцистерни сӳнтернӗ.
Инкек пирки кӑнтӑрла шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫурта кӗл купине ҫаврӑнма паман, ҫулӑма сӳнтернӗ. Анчах пӳрт тӑрри вӑйлах сиенленнӗ. Ҫулӑм кӳршӗсем патне те куҫма ӗлкӗрнӗ. Пушарнӑйсем 1927 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи хӗрарӑмне ҫӑлнӑ.
Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн мӗнпур муниципалитетӗнчи, Тутарстанри тата Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 4 ҫултан пуҫласа 10 ҫула ҫитичченхи 320 ача чӑваш тӗррин илемӗпе паллаштаракан «Азбука чувашского костюма» (чӑв. Чӑваш тумӗн азбуки) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Ӑна «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Тутарстанри Апастово тата Ҫӗпрел районӗсенчи ачасем лекнӗ.
Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗ кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче «Юратрᾶм эп, хирсем, сире…» республика шайӗнчи пултарулӑх конкурсне ирттернӗ. Ӑна паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата драматургӗ, тӑлмачи, публицисчӗ, чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 400 ытла ача хутшӑннӑ. Тӳресем 20 ҫӗнтерӳҫӗне суйласа илнӗ. Вӗсем — Юлия Андреева (Канаш районӗнчи Сиккассинчи вӑтам шкул), Анна Артемьева (Куславкка районӗнчи Тӗрлемес), Анастасия Бахитова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш вӑтам шкул), Мая Беллиева (Канаш районӗнчи Чакаҫ), Елизавета Васильева (Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш вӑтам шкул), Ксения Григорьева (Канашри 9-мӗш вӑтам шкул), Карина Корнилова (Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшик), Кирилл Ларионов (Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ), Ульяна Макарова (Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мишеркасси), Ирке Масяева (Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул), Светлана Матвеева (Муркаш районӗнчи Калайкасси), Никита Михайлов (Вӑрмар районӗнчи Чупай), Диана Михопарова (Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси), Арина Парусова (Шупашкарти 30-мӗш вӑтам шкул), Юлия Путякова (Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул), Самира Салихова (Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам), Самира Сулейманова (Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам), Сергей Талдынов (Канашри 10-мӗш вӑтам шкул), Анна Тарасова (Куславккари 3-мӗш вӑтам шкул), Александр Федоров (Шупашкарти 33-мӗш вӑтам шкул).
Куславкка тӑрӑхӗнче пурӑнакан Васильевсем «Ҫулталӑкри ҫемье» Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӗсем «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» номинацире мала тухнӑ.
Конкурса чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Пилӗк номинаци пулнӑ: «Нумай ачаллӑ ҫемье», «Ҫамрӑк ҫемье», «Ялти ҫемье», «Ылтӑн ҫемье», «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи». Васильевсем юлашки номинацире маттур пулнӑ. Юрий Дементьевичпа Валентина Петрвна 32 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал конкурса пӗтӗм регионти 3 пин ытла ҫемье хутшаннӑ. Финала 366 ҫемье тухнӑ, вӗсенчен 85-шӗ ҫӗнтернӗ.
Куславкка районӗн хаҫачӗ, «Ялав», тухма пуҫланӑранпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитнӗ. Ун чухне ӑна «Штурм» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ. Тепӗр ҫулталӑкран ятне ылмаштарса «Ленин ялавӗпе» теме тытӑннӑ. Чылай ҫул ҫавӑн пек ятпа пӗлнӗ район хыпарҫине. 1996 ҫулта ята черетлӗ хутчен ылмаштарнӑ май самана таппи ытйнине кура «Ленин» сӑмаха кӑларса пӑрахса «Ялав» теме тытӑннӑ.
1986 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗччен хаҫат редакторӗнче Валентин Константинов тӑрӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗп редактор тивӗҫӗсене Надежда Михайлова пурнӑҫлать. Редакцире Нина Богданова, Валентина Воробьева, Татьяна Кольцова журналистсем тата Марина Петрова дизайнер тӑрӑшаҫҫӗ.
Хаҫат эрнесерен чӑвашла тата вырӑсла тухса тӑрать. 2018 ҫултанпа район хыпарҫине 16 полосапа пичетленӗ, кӑҫалтан вӑл 12 полоса ҫине куҫнӑ.
ЮПА | 25 |
Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре тӑватӑ мунча ҫуннӑ. Виҫӗ тӗслӗхӗнче йӑлтах ҫунса кайнӑ.
Шӑматкун Шупашкарти Богданкӑра Серафимович урамӗнчи мунча кӑнтӑрла ҫуннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм мӑрье тӗрӗс мар ӗҫленӗрен тухнӑ.
Ҫав кунах Куславккара та мунча ҫуннӑ. Унта ҫулӑм ҫапӑнмалли пӳлӗме ҫеҫ сиенлетнӗ. Мунчана хуҫисем тӗрӗс мар хутнӑран пушар тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Вырсарникун Красноармейски районӗнич Туҫи Чуракасси ялӗнче тата Улатӑрта мунча ҫуннӑ. Ку тӗслӗхсенче пӗтӗмпех ҫунса кайнӑ.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Екатерина Казакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Екатерина Георгиевна культурӑпа ӳнер сферинче ӗҫлесе ӗмӗрне ирттернӗ. Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӑл тӑватӑ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Ҫав шутран 30 ҫул ытла Екатерина Казакова учреждение ертсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Культура, нацинальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Екатерина Георгиевна пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнине, ӗҫе тӗплӗ йӗркелеме пӗлнине палӑртаҫҫӗ.
Хастар хӗрарӑм Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш созывӗсенче депутата суйланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |