Кӗҫнерникунтан Куславкка хули туристсене йышӑнма тытӑннӑ. Волгоград хулинчен теплоходпа килсе ҫитнӗ хӑнасене ҫак районти Елчӗк ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен ансамблӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.
Ҫакна кӗтмен хӑнасем хытах тӗлӗннӗ-мӗн. Унтан вӗсен хулан паллӑ вырӑнӗсенчен пӗринче — Н.И. Лобачевскин музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ. Куславккасен ырӑ кӑмӑлӗпе пехиллӗхӗпе хавхаланнӑскерсем чунтан тав сӑмахӗ каланӑ, «Эпир сирӗн хулӑра юратса пӑрахрӑмӑр», — тесе сывпуллашнӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗпе тата Чӑваш Енӗн епархийӗпе пӗрле юсанмалли колонисенче пӗрлехи мероприятисем ирттерме шут тытнӑ. Вӗсем тӗрмере ларакан хӗрарӑмсене театр ӳнерӗ урлӑ ырра вӗрентесшӗн.
Э.-Э.Шмитт пьесипе лартнӑ «Турӑ патне ҫырнӑ 14 ҫыру» спектакле артистсем иртнӗ уйӑхра Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ хӗрарӑмсен колонийӗнче кӑтартнӑ. 10 ҫулхи вилесле чирлӗ арҫын ачан хурлӑхлӑ шӑпине сӑнарлани читлӗх леш енчисен чунне пырса тивессе шанса театр Куславккари колонире те пулнӑ. Унта, сӑмах май, артистсен те тӗлӗнмелли тупӑннӑ. Айӑплав вӑхӑтне колонире ирттерекен хӗрарӑм хатӗрленӗ «Чун йӗрет» видеофильм Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ «Ыррин пулмаллах» IV кинофестивальте 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне 7 пин тенкӗ премипе чысланӑ. «Кӗмӗле» хӗрарӑм чирлӗ ачана пулӑшма уйӑрма палӑртать-мӗн.
Ҫывӑх вӑхӑтра артистсем Улатӑрти колоние ҫитесшӗн.
Паян, пушӑн 26-мӗшӗнче, Куславккари социаллӑ пулӑшу центрӗнче «Очумелые ручки» (чӑв. «Ӑста алӑсем») клубӑн черетлӗ ӗҫлӗ тӗлпулӑвӗ иртрӗ. Хальхинче вӗсем хутран ҫурхи чечек ҫыххи ӑсталама вӗренчӗҫ.
Вӗренӳллӗ тӗлпулӑва Моисеева Галина Витальевна ерте пычӗ — вӑл хутран чечексем епле хатӗрлемелли пирки каласа-кӑтарса пачӗ. Мастер-класс ирттернӗ хыҫҫӑн клубра тӑракансем малтанласа хатӗрленӗ тӑваткал хутсенчен чечек ҫеҫкисене тума вӗренчӗҫ. Ҫӑмӑл мар пулин те майӗпен-майӗпен хутран хитре чечексем калӑпланчӗҫ. Ку вара пурне те савӑнтарчӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен чечексем ӑсталама хавхалантарчӗ.
Ҫуркунне паянхи кун календарьпе ҫеҫ ҫитнӗрен чӑн-чӑн чечексем уйӑхран тин пире савантарӗҫ. Анчах ытла нумай кӗтес килмесен вӗсене хутран ӑсталама пулать — клуба ҫӳрекенсене ку шухӑш питӗ килӗшрӗ, вӗрентӳллӗ тӗлпулуран таврӑнсан килте чечек ҫыххисем сахал мар тума шантарчӗҫ вӗсем.
Ӗнер, кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче, спорт уявне ирттернӗ май Куславккари «Атӑл» ятлӑ вӑй-хал культурипе сывлӑх сиплевӗн комплексӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртрӗ.
Ҫак кун «Атӑл» комплекса 1 168 ҫын килчӗ. 400 ҫын бассейра шыва кӗчӗ, 308 ҫын — универсаллӑ пӳлӗмпе ҫырлахрӗ. Тренажерсен залӗ 150 ҫынна илӗртрӗ, кардиотренажерсен залӗ — 30 ҫынна. Прокатра та ҫын сахал мар пулчӗ: 250 ҫын тӑркӑч илчӗ, 30 ҫын — йӗлтӗр.
Ӗнерех Ю.А. Зорин парнисемшӗн республика шайӗнчи волейбол ӑмӑртӑвне те ирттерчӗҫ. Пурӗ 13 волейболҫӑ ушкӑнӗ хутшӑнчӗ. Ҫак турнира Шупашкарти «Дент-а-мед» професилле стоматологин тӗп тухтӑрӗ Юрий Александрович Зорин йӗркеленӗ. Кӑҫалхи парне калӑпӑшӗ 40 пинпе танлашнӑ. Малти вырӑнсене Ҫӗнӗ Шупашкартан килнисем йышӑнчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна «Старко» ушкӑн тухрӗ, хӑйсемпе пӗрле вӗсем 20 пин илсе кайрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑн «Рэмисс» ушкӑна (12 пин) лекрӗ, виҫҫӗмӗш — «Средняя Волга» (чӑв. «Вӑтам Атӑл») ушкӑна.
Спорт уявне вӑй-хал культурипе сывлӑх сиплевӗн комплексӗнче ирттерни пурне те кӑмӑла кайрӗ.
Куславкка районӗн халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр иртнӗ ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ.
2012 ҫул вӗҫӗ тӗлне кунта пурӗ 54 ҫынна шута илнӗ иккен. Ҫулталӑк тӑршшӗпе вара кунта ӗҫ шыраса 924 ҫын килнӗ, вӗсенчен 27,9% ялта пурӑнакансем, 36,8% — ӗҫе хӑйсен ирӗкӗпе пӑрахса кайнисем, 4,2% — пенси ҫулне ҫитсе пыракансем, 39,1% — 14–18 ҫулхи ҫамрӑксем.
Ҫулталӑк хушшинче районти предприятисем пурӗ 1607 ӗҫ вырӑнӗ панӑ, вӑл вырӑнсене 562 ҫынна вырнаҫтарма пултарнӑ. Пурӗ вара 875 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ. 2013 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пурӗ 102 пушӑ ваканси шутланса тӑнӑ.
Ҫавӑн пекех Куславкка районӗн халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ҫулталӑк хушшинче ӗҫ вырӑнӗсен ярмӑрккисене йӗркеленӗ, вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксене пӗрремӗш вырӑна вырнаҫтарнӑ, ытти тӑрӑхсенче ӗҫ вырӑнӗсем тупса панӑ, професилле пӗлӳ илме пулӑшнӑ.
Паян, раштавӑн 5-мӗшӗнче, Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе сывлӑх управӗн комплексӗнче Куславкка районӗн сусӑррисем хушшинчи спорт фестивалӗ иртрӗ.
Сусӑррисем виҫӗ спорт енӗпе ӑмӑртрӗҫ: дартс, шашка тата шахмӑт вӑййисенче.
Дартсра мала Ишменецкая Ираида Владимировна тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Садовников Андрей Владимирович, виҫҫӗмӗш вырӑна —Васильева Людмила Никитична йышӑнчӗ.
Шашка вӑййинче мала Садыков Гумар Нуруллович тухрӗ — вӑл пурне те ҫӗнтерме пултарчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Зайцев Николай Гаврилович пулчӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара Егоров Георгий Егоровича лекрӗ.
Шахмӑт вӑййинче Зайцев Николай Гавриловичран вӑйли пулаймарӗ. Иккӗмӗш вырӑна Садыков Гумар Нуруллович (шашкӑпа вӑл мала тухрӗ) виҫҫӗмӗшне Модин Евгений Юрьевич йышӑнчӗ.
Фестиваль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ, кайран вара пӗрле ларса чей ӗҫрӗҫ.
Куславккари тӗп вулавӑшра паян Анне кунне халалласа «Ты одна мне несказанный свет» (чӑв. Чи ҫутӑ ҫӑлтӑр маншӑн эсӗ) уяв каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелеме хулан 1-мӗш шкулӗнче вӗренекен 4-мӗш классем тата Валентина Алексеевна Патровӑпа Надежда Ананьевна Иванова хутшӑнчӗҫ.
Мероприяти ертӳҫисем «АННЕ» сӑмахӑн ӑшши пирки нумай каларӗҫ, «Мамам всем добра и света» (чӑв. Пӗтӗм ырра, пӗтӗм чуна — аннесеме) электронлӑ куравпа паллаштарчӗҫ.
Уяв каҫне пухӑннӑ ачасем сӑвӑсем вуларӗҫ, анне пирки юрларӗҫ, «За что я люблю маму» (чӑв. Аннене мӗншӗн эпӗ юрататӑп) ӑмӑртура тупӑшрӗҫ, «На свете всё от матери» (чӑв. Тӗнчере пӗтӗмпех — аннерен) кӗнеке куравӗпе паллашрӗҫ.
Пётр Шоркина халалланӑ Куславкка районӗнчи «Выля, купӑс» фестиваль-ӑмӑртӑва ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ — купӑҫсӑсем унта кашни ҫул пухӑнаҫҫӗ. Фестивалӗн кӑҫалхи вырӑнӗ Куснарта пулчӗ. Яланхи пекех ӑмӑртӑва ятарлӑ пӗлӳ илнисем те, хӑй тӗллӗн купӑспа выляма вӗреннисем те хутшӑнчӗҫ.
Фестивале пынисене район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ Солдатихина Марина, Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Утемов саламларӗҫ.
Ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн кашни хутшӑнакан икӗ кӗвӗ выляса пачӗ — вӗсенчен пӗри Пётр Шоркинӑн кӗвви пулчӗ.
Фестиваль гран-прине Вячеслав Зуев (Хурамалти фольклор ҫурчӗ) ҫӗнче илчӗ.
«Хӑй тӗллӗн аталаннӑ купӑсҫӑ» номинацире 1-мӗш вырӑна Утёмов С.Е. (Куснар ял тӑрӑхӗ) тивӗҫрӗ, 2-мӗш вырӑна — Мотова Л. Я. (Тӗмшер ял тӑрӑхӗ), 3-мӗш вырӑна — Андреев М.А. (Куславкка).
«Ҫамрӑк купӑсҫӑ» номинацире вара 1-мӗш вырӑна «Волга» АМШ вӗренекенӗсем Кашаев Алексейпе Аванский Денис тивӗҫрӗҫ.
Куславкка районӗнче культура эткерӗ ятне тивӗҫ ӗскерсем нумай: Н.И. Лобачевскийӗн музей-ҫурчӗ, Волчков купсан ҫурчӗ, Богоявлени чиркӗвӗн ансамблӗ, Иоанн Богослов чиркӗвӗн ансамблӗ, Хусан чиркӗвӗн чан тӑрри, Петр Осипов чӑваш ҫыравҫӑн ҫурчӗ тата ыттисем те.
Куславккара ҫавӑн пекех тепӗр историллӗ ҫурт пур — Жомени баронӑн пӳрчӗ. Вӑл икӗ хутлӑ, чул никӗслӗ, йывӑҫран хӑпартнӑскер. Ҫуртра пурӗ 15 пӳлӗм. Ӑна «Чӑваш Ен культури: 2010–2020» республикӑн тӗллевлӗ программӑн «Чӑваш Республикин культура эткерӗ» ҫумпрограммӑна кӗртнӗ. Пӗлтӗр хысна укҫи-тенкипе ҫуртӑн тӑррине юсанӑ, тата ытти ӗҫсене тунӑ. Кӑҫал уйӑрнӑ укҫапа пӳртӗн мал енне капӑрлатмалла, чӳречисене юсамалла.
Жомени барон кил-йышӗ революцичченхи Чӑваш Енре пуян ҫемье шутланнӑ, вӗсен пурлӑхӗнче пин ытла гектар ҫӗр пулнӑ. Хӑйсен ҫӗрне Куславккара ярмӑрккапа пасар ирттерме тара парса, икӗ хупах тытса самай укҫа тунӑ вӗсем. Куславкка ҫывӑхӗнчи пӑра та хресченсене тӳлевсӗр паман тет — нӳхреп валли ан илччӗр тесе ятарласа хуралҫӑ тытнӑ.
Акан 6-мӗшӗнчен Чӑваш телевиденийӗ тепӗр 200 пине яхӑн чӑваш килне ҫитет тесе пӗлтереҫҫӗ. Шупашкарсӑр пуҫне паянхи кун ку ҫӗнӗлӗхе Ҫӗнӗ Шупашкар, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри хулисем тата Опытныйпа (Ҫӗрпӳ районӗ) Тӗрлемес (Куславкка районӗ) посёлокӗсем хак пама пултараҫҫӗ. Тахҫанах кӗтнӗ ӗҫе Чӑваш Енри «Ростелеком» АУО, РТРС «Чӑваш Республикин РТПЦ» тата «Ҫӗн Шупашкар кабель ТВ» ТМЯО пӗрле пухӑнса йӗркеленӗ иккен.
Чӑваш чӗлхипе культурине аталантармалли майсем хушӑнни савӑнтарать ӗнтӗ, анчах та ҫак «чӳречене» чӑваш инҫекурав ӑстисем мӗнпе тултарӗҫ-ши?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |