Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире пулнӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республика ертӳҫи колонире тӑрӑшакансен ӗҫ условийӗпе тата айӑплава колонире ирттерекенсен ӗҫӗпе паллашнӑ. Асӑннӑ учрежденире ларакансенчен кашнинех ӗҫлет иккен. Колонире ҫӗвӗ производстви, трикотаж тата тӗрӗ участокӗсем пур. Унта 165 тӗрлӗ япала кӑлараҫҫӗ. Нефть, газ тытӑмӗсенче, хуралта тӑрӑшакансем валли тумтир ҫӗлеҫҫӗ.
Колонин хушма хуҫалӑх та пур. Унта ҫӗрулми, хӗрлӗ кӑшман, нумай ҫул ӳсекен курӑк туса илеҫҫӗ. Учрежденире 1994 ҫулта уҫнӑ «Дока-хлеб» (чӑв. Дока-ҫӑкӑр) пӗчӗк пекарньӑра хӑйсем валли ҫӑкӑр пӗҫереҫҫӗ.
Айӑплава колонире ирттерекенсем ӗҫленине Михаил Игнатьев ырланӑ.
Куславккара инкек пулнӑ. Унта пӗчӗк ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Кунашкал пӑтӑрмахсем, шел те, тӑтӑш пулаҫҫӗ. Асӑрханулӑх пирки яланах асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫапах ашшӗ-амӑшӗ ачисене пӳлӗмре пӗччен хӑварма шикленмест.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пилӗк ҫулти ача иккӗмӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, шӑпӑрлан пӳлӗмре аслисемсӗр пулнӑ. Амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ваннӑйӗнче пулнӑ.
Ача ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ. Ӑна Хулари ача-пӑча клиника пульницин стационар уйрӑмне вырттарнӑ. Следовательсем вара ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ.
Куславккара тата Куславкка районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 74 ҫул ҫитнине халалланӑ фильм ӳкерме пуҫланӑ.
Асӑннӑ муниципалитета кӗрекен Кармӑш ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фильма Ачасемпе ҫамрӑксен сывлӑхне ҫирӗплетме тата спорта аталантарма пулӑшакан ыр кӑмӑллӑх фончӗ пулӑшать. Чӑваш Енри кинематографистсен союзӗ те ҫак ӗҫе хутшӑнать. Кинокартинӑна ӳкерет.
Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн кун-ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ ӗҫе ҫутакан фильмра СССР халӑх артистки, Раҫҫей наци театрӗн «Ылтӑн маска» премине тивӗҫнӗ Вера Кузьмина та ӳкерӗнет. Сӑмах май ҫакна та палӑртар: чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 95 ҫул тултарать. Юбилея театрта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявласшӑн.
Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енри сакӑр районта «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Кун пирки предприяти вокзалсен хуҫине — «АвтоВАС» акционерсен уҫӑ обществине — асӑрхаттарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва вӑл Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине те ӑсатнӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» автобусӗсем хӑш-пӗр хулара ҫӳреме пӑрахассине ведомство хӑйӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернине тӗпе хурса ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Министерство асӑннӑ хуласенче (Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле) ҫеҫ мар, районсенче те предприяти автобусӗсем ҫӳремӗҫ иккен. Маларах асӑннӑ ҫырупа Александр Белов журналист паллаштарнӑ. Сакӑр районта пассажирсене пачах та турттарма пӑрахассине систернӗ вӑл. Унта сӑмах Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Чи пысӑк йывӑрлӑх — вӗсенче урӑх перевозчиксем ҫукки.
Автобуссене ҫӳретме пӑрахнине «Чӑвашавтотранс» ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тата транспортра цифра тахографӗсем ҫуккипе сӑлтавланӑ.
«Чӑвашавтотранс» предприяти утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса хӑш-пӗр муниципалитетра пассажирсене турттарма пӑрахӗ. Предприятин транспорчӗ Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле хулисенче ҫӳремӗ.
Район-хулара пассажирсене турттарассипе муниципалитет саккасҫӑ шутланать. Хальхи вӑхӑтра пилӗк муниципалитетра ҫӗнӗ перевозчиксене кӗске вӑхӑтлӑх свидетельствӑсем парассипе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. «Чӑвашавтотранс» предприяти вырӑнне хӑш-пӗр районта пассажирсене уйрӑм ҫынсем халех турттараҫҫӗ. Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек тӗслӗх Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче пур. Перевозчика ылмаштарнӑшӑн пассажирсем шар курмасса шанаҫҫӗ.
Куславккара чӑваш драматургне, прозаикне Никифор Мраньккана халалланӑ палӑк лартнӑ. Чӑннипе, палӑка 1977 ҫултах вырнаҫтарнӑ. Анчах вӑл 40 ҫулта кивелнӗ.
Ҫак кунсенче палӑка ҫӗнетсе ҫӗнӗрен уҫнӑ. Никифор Мранькка «Ӗмӗр сакки сарлака» роман-эпопейӑпа палӑрнӑ. Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман унӑн. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Мускава киносценаристсен курсне кайнӑ. Унтан тӑван тӑрӑха таврӑнсан Чӑваш кинохроника студийӗнче ӗҫленӗ, унтан – хаҫатра редакторта. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронта тухса кайнӑ. Димобилизациленсен «Ӗмӗр сакки сарлака» роман ҫырма пуҫланӑ. Унпа вӑл темиҫе ҫул ӗҫленӗ.
Ҫыравҫӑн палӑкне ҫӗнетес шухӑш Пушкӑртсан чӑвашӗсен ҫуралнӑ. Пӗлтӗр вӗсем Никифор Мраньккан вилтӑпри ҫинче пулса курнӑ, ҫавӑн чухне ҫӗнӗ палӑк лартмалли пирки калаҫнӑ. Ӗҫне ҫийӗнчех тунӑ – укҫа пухнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре газ хакланать. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗн проектне нормативлӑ право акчӗсен порталӗнче пичетленӗ.
Ҫитес уйӑхран 1 кубла метр газшӑн 5,53 тенкӗ тӳлеме тивӗ (халӗ — 5,36 тенкӗ). Эппин, хак 17 пус ӳсӗ.
Палӑртмалла: утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа коммуналлӑ такаксемшӗн те хак хӑпарать. Республикӑри 283 муниципалитетра вӑл нумайран та 4,6 процент ӳснӗ, 14 хулапа ялта вара – 4,9-12 процент. Ку Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене пырса тивет. Канаш районӗнчи Хучел ял тӑрӑхӗнче тата Канашра «коммуналка» 12 процент хӑпарӗ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ир-ирех Куславккари Комаровская урамӗнче пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Раципе кун пирки пӗлтернӗ чухне полицейскисем пӗр ҫемье патӗнче пулнӑ, упӑшкипе арӑмӗ хушшинчи ӑнланманлӑха уҫӑмлатнӑ. Ун чухне ирхи 3 сехет пулнӑ.
Ҫурт ҫунни пирки пӗлсен полицейскисем часрах унта кайнӑ. Кӳршисем ҫунакан пӳртре кил хуҫисем пулнине каланӑ. Анчах никам та ҫулӑм ӑшне кӗме хӑяйман. 29 ҫулти полици лейтенанчӗ Антон Кирбитов вара хӑраса тӑман – кӗрт ашса ҫурт патне пынӑ, чӳречене штакетникпе ҫапса ҫӗмӗрнӗ.
Антон Кирбитов шала кӗрсен диван ҫинче ҫын ларнине курнӑ. Йӗри-тавра ҫуннӑ. Вӑл хӗрарӑма ярса тытнӑ, урамалла туртнӑ. Анчах лешӗ ним те ӑнланман. Ӑна урама илсе тухма кӳршисем пулӑшнӑ.
Полицейский ҫунакан пӳрте иккӗмӗш хут кӗнӗ. Анчах ун чухне йӑлтах ҫуннӑ, 60-ти арҫынна тупма май килмен. Унӑн виллине пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ.
Пушартан ҫӑлнӑ 56 ҫулти хӗрарӑм халӗ хӑйне йӗркеллех туять. Ӑна пульницӑна илсе кайман.
«Вӑл аслӑ политик пулман, анчах ырӑ ҫын пулнӑ», — ҫакӑн пек ҫырнӑ Александр Белов журналист Фейсбукра Эдуард Кубарев пирки.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Аслӑ Совечӗн председателӗ пулнӑ ҫав ҫын вилнӗ. Вӑл 79-мӗш ҫулпа пынӑ.
Эдуард Кубарев 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславккара ҫуралнӑ. Хусанти инженерипе строительство институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Ярославль облаҫӗнчи Рыбинск хулинче маҫтӑр, прораб, тӗп инженер, строительство управленийӗн пуҫлӑхӗ, райӗҫтӑвком председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1974 ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. «Чувашсельстрой» трестӑн 137-мӗш ПМКне ертсе пырать. Кайран ӑна шӑпа «Спецстрой» проектпа строительство трестне илсе ҫитерет. Управляющи ҫумӗ, управляющи пулса тӑрӑшать.
1990 ҫулти пуш уйӑхӗнче Эдуард Кубарева Чӑваш АССР депутатне суйлаҫҫӗ, ака уйӑхӗнче — Чӑваш АССР Аслӑ Совечӗн ертӳҫин ҫумне, ҫурла уйӑхӗнче ертӳҫӗне лартаҫҫӗ. Каярах ытти должноҫре те, ҫав шутра Мускавра та, ӗҫленӗ вӑл.
Хӑй вӑхӑтӗнче Эдуард Кубарев Чӑваш Республикин Президентне суйламалли кампание кандидат пулса хутшӑннӑ.
Инкек куҫа курӑнса килменни пуриншӗн те паллӑ. Анчах тепӗр чухне хамӑр тимсӗрлӗхе пула та шар курасси пулать.
Пӗр талӑкра кӑна, сӑмах май, Чӑваш Енре тӑватӑ хутчен пушар алхаснӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 204 хутчен вут-ҫулӑм иртӗхнӗ. «Хӗрлӗ автана» пула автансӑр яла 17 ҫын ӑсаннӑ. Инкек сӑлтавӗ кашнинчех тӗрлӗрен.
Шупашкар районӗнчи Туҫикасси ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти арҫын пӗр розеткӑна ӑшӑтмалли икӗ хатӗр чиксе хунӑ. Хӑй вара вӗсем епле ӗҫленине пӑхса та тӑман. Каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пӳртре пушар тухнӑ. Хуралтӑсене тата кӳршӗри пӳрте ҫӑлса хӑварма май килнӗ, 54-ри кил хуҫи урамра тӑрса юлнӑ.
Куславккара 1957 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи вилнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем арҫын пирус туртнӑ чух асӑрханман пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗнче йывӑҫ пӳрт ҫунса кайнӑ. Унта, пушар хуралӗн ӗҫченӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ. Шупашкарти мунча вара кӑмака юрӑхсӑррине пула кӗлленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |