Шупашкар районӗнче ӗнер Литература ҫулталӑкне тата К. Иванов ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ.
Иртсе каякан ҫулталӑка тивӗҫлипе ирттерме тӑрӑшнишӗн районти Культура ҫурчӗ, «Бичурин тата хальхи самана» музей, районти тӗп вулавӑш дипломсене тивӗҫнӗ.
Районти вулавӑшсенче, чӑн та, тӗрлӗ мероприяти иртет. Вӗсенчен пӗри — ҫулталӑкри чи вулакан кӗнекене суйлани. Кӑҫал Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» кӗнеки пуринчен ытла сасӑ пухнӑ. Кӗнеке авторӗ (сӑмах май, вӑл хаҫатҫӑ) Шупашкар район ҫыннисемпе тӗл пулассишӗнех ӗнер уява пырса ҫитнӗ. Хӑйӗн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑшӑн, кӗнекене юратса вуланӑшӑн Улькка Эльменӗ Шупашкар район ҫыннисене чунтан тав тунӑ.
Сӑнсем (16)
Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чувашский рассказ» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларнӑ.
Кӑларӑмра XIX—XXI ӗмӗрсенчи ҫыравҫисен вырӑсла куҫарнӑ калавӗсем вырӑн тупнӑ. Кӗнекене Борис Чиндыков драматург, писатель, публицист, куҫаруҫӑ пухса хатӗрленӗ.
«Ку антологи чӑваш новеллистикин пуянлӑхне туллин ҫутатакан кӑларӑм тесе каласшӑн мар эпӗ. Кунта эпӗ суйласа илнӗ хайлавсене кӗртнӗ», — тесе калать хӑйӗн ӗҫӗ пирки Борис Чиндыков.
Борис Борисович каланӑ тӑрӑх, ун пек антологи кӑларас шухӑш издательствӑра ҫуралнӑ. Хайлавсене Борис Чиндыков чӑваш тӗнчине, чунне, тавракурӑмне ӑнланса илме пулӑшни тӑрӑх суйланӑ.
Калавсене вӗсене ҫырни тӑрӑх вырнаҫтарни чӑваш калавӗн аталанӑвне кӑтартма пулӑшать.
Кӗнекене Юрий Артемьевпа Атнер Хусанкай (иккӗшӗ те критик та, литературовед та) пысӑка хурса хакланӑ.
Томск хулинче «Хрустальный Томск» пӑр скульптурисен конкурсӗ иртнӗ. Финала Шупашкар, Мускав, Томск, Кемӗр, Питӗр, Стрежевой хулисенчи тата Германири 11 команда хутшӑннӑ.
Финала тухнисем раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ӗҫе тытӑннӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар команди чи лайӑххи пулнӑ. Пирӗннисем нимӗҫ ӑсти пӗрле ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Жюри йышӗнче социаллӑ политика мэрӗн ҫумӗ Оксана Кравченко, РФ Ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн Томскри уйрӑмӗн председателӗ тата скульптор Антон Гнедых, хула дизайн комитечӗн председателӗ Андрей Алексеев пулнӑ.
Шупашкар ӑстисем «Песни о Вещем Олеге» хайлава тӗпе хурса «Руны судьбы» ятлӑ ӗҫ хатӗрленӗ. Иккӗмӗш вырӑна Мускаври тата Питӗрти скульпторсем йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗшне те мускавсемех тивӗҫнӗ.
Константин Иванов ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пынӑ май республикӑри культура учрежденийӗсем ӑна тивӗҫлипе ӑсатса яма тӑрӑшрӗҫ темелле. Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче тӑрӑшакансем вара «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере» мюзикл хатӗрленӗ.
Унӑн никӗсӗнче — чаплӑ классикӑмӑрӑн, Константин Иванов поэтӑмӑрӑн, вилӗмсӗр «Нарспи» поэми.
Кӗввине «Асаматлӑ ҫӗршыв» (Радужная страна) вокал студийӗн ертӳҫи Людмила Воронова-Кинер ҫырнӑ.
Спектакле вокал студийӗсӗр пуҫне «Салютӑн» «Савӑнӑҫ» (Радость) ача-пӑчан халӑх ташӑ ушкӑнӗ те (балетмейстерӗсем Зоя Бачуринӑпа Роза Алимова) хутшӑннӑ.
Мюзикл пирки, сӑмах май, хула администрацийӗн сайтӗнче ырӑ сӑмахсемпе хакласа ҫырнӑ.
Сӑнсем (5)
Чӑваш Енӗн бренчӗ мӗн пулмалла? Пирӗн республикӑна тӗнчери туризм аренине епле кӑлармалла? Ҫак тата ытти ыйтӑва "Наци брендне тӑвассинче ҫамрӑксен вырӑнӗ" дискусси лапамӗнче хускатнӑ. Ӑна "Ҫамрӑксем - Чӑваш Енӗн ӗҫ вӑй-халӗ" форум йӗркеленӗ май "Чӑваш Ен" патшалӑхӑн телевиденипе радиок компанийӗ йӗркеленӗ.
Экспертсем евӗр унта тӳре-шарана та, усламҫӑна та, ҫамрӑксене те йыхравланӑ. Тӳре-шараран республикӑн информаци политин министрӗ Александр Иванов, усламҫӑсенчен Дмитрий Донсков, ҫамрӑксенчен "Хастар" республикӑри ҫамрӑксен организацийӗн пайтаҫи Владислав Московцев хутшӑннӑ.
Бренд никӗсӗ вырӑнне Шупашкарта кӑларакан канихвета та, Атӑла та, "Нарспи" поэмӑна та, Шупашкарти трактора та, чӑваш тӗррине те сӗнекен тупӑннӑ.
Чӑваш Енре "Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи вулакан кӗнеке" (Литературная Чувашия: самая читаемая книга года) республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ. 2015 ҫулта «Ача-пӑча тӗнчи» номинацире Николай Ишентейӗн «Ырӑ ӗҫсен команди» кӗнеки ҫӗнетрнӗ. Ача-пӑча валли ҫырнӑ вырӑсла кӗнекесенчен Надежда Медюкован «Новогодний подарок» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Вӗсене халӑх юратса йышӑннӑ. ачасем те кӑмӑлтан шӗкӗлченӗ.
Сӑмах май каласан, ЮТВ телеканалпа ятарлӑ литература каҫне йӗркелӗҫ, унта ытти сӑвӑҫпа пӗрле Николай Ишентее те чӗнесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Сӑмахӗ кунта Анатолийпе Надежда Никитинсем ӳкерекен «Искусство ҫыннисем» кӑларӑм пирки пырать.
Аса илтеретпӗр, унта передачӑсене хутшӑннӑ сӑвӑҫсене йыхравлӗҫ, вӗсен сӑввисемпе хывнӑ юрӑсемпе паллаштарӗҫ. Сӑвӑ авторӗсем хушшинче унсӑр пуҫне телекӑларӑмсене хутшӑнма тӳр килейменнисем те — Николай Ишентей, Микула Мыскал, Нина Пӑрчӑкан, Елена Абрамова — тата ыттисем пулӗҫ.
Вулакансене илӗртес тесе пичет кӑларӑмӗсем мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ! Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тухса тӑракан «Грани» хаҫат ҫак кунсенче «Чи вулакан троллейбус» акци йӗркеленӗ. 54-мӗш маршрутпа ҫула тухнӑскерте мӗнпур ҫын асӑннӑ хаҫата вуласа пынӑ.
Хулара пурӑнакан Лариса Лебедева хаҫата ахаль те мӗн пуҫласа вӗҫне ҫитиччен вулатӑп тесе каланӑ. Хулара пурӑнакан тепӗр ҫын, Зоя Фадеева, журналистсене хаҫат кӑсӑклӑ тухма пуҫларӗ тесе хаваслантарнӑ. Электроаппаратура савутӗнче 28 ҫул ӗҫленӗ Валентина Николаевна хӗрарӑм спутник-хулана 2006 ҫулта куҫса пынӑ хыҫҫӑн кашни ире «Грани» вуланинчен тытӑнатӑп тесе ӗнентернӗ.
«Чи вулакан троллейбус» черетлӗ акцие хаҫатҫӑсем ыран 55 маршрутра кӑнтӑрла тӗлнелле ирттерӗҫ.
Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкне пӗтӗмлетсе пыраҫҫӗ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе К.Ивановпа ҫыхӑннӑ проектсем епле пурнӑҫланса пынӑ? Республикӑри вулавӑшсен сообществи ӑна «Нарспие» вулатпӑр» ток-шоура пӗтӗмлетнӗ.
Вулавӑш залне «Нарспие» вулатпӑр» тата «Константин Иванова пӗрле вулатпӑр» акцисен йӗркелӳҫисем, «Нарспи» аудиокӗнекене чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлекенсем, «Кӗсьери сӑвӑсем» тата ытти акцие пуҫаракансем пухӑннӑ.
Ток-шоура ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата ыттисем эксперт пулнӑ. Хӑнасен йышӗнче чӑваш халӑх ӳнерҫи Праски Витти, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев, Чӑваш Ен ҫыравҫисен пайташӗ Любовь Петрова тата ыттисем пулнӑ.
Ток-шоура литература, кӗнекесем, вулав пирки калаҫнӑ. Унта К.Ивановпа ҫыхӑннӑ пысӑк проектсене аса илнӗ. Экспертсем кӑҫал халӑха кӗнекепе интереслентерес тесе чылай ӗҫ тунине, чӑваш литератури пирки республика тулашӗнче те пӗлнине палӑртнӑ.
Ток-шоун тулли версине раштавӑн 23-мӗшӗнче 19 сехет ҫурӑра «Россия 24» телеканалпа курма пулать.
Тӗп хуламӑрти Трактор тӑвакансен керменӗнче Ҫӗнӗ ҫула халалланӑ чаплӑ уяв концерчӗ курма тӱр килчӗ. Чӑн та, халӑха савӑнтарас, кӑмӑлне юрас тесе тӑрӑшни куҫкӗретех. Республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейре те, тӗнче шайӗнче те чӑваш халӑхӗн ятне ҫӱле ҫӗклекен, тӑван халӑхӑн юрри-кӗввине, ташшине ытти халӑхсем хушшинче анлӑ саракан Христофоровсем (ашшӗпе ывӑлӗ Иванпа Иван тата вӗсен ҫывӑх тӑванӗ Вячеслав), Виталий Адюков пултарулӑхне куракансем савӑнса, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Стас Владимиров хӑйӗн илӗртӱллӗ сассипе чӗресене хускатса хумхантарчӗ. Ҫамрӑк юрӑҫсем те сцена ҫинче хӑйсене шыври пулӑ пекех туйни курӑнчӗ: мӗне тӑрать Александр Думилин (ят-шывне тӗрӗсех ҫыртӑм-ши?) яш каччӑ юрлани. Шӑпах ҫавӑн пек артистсем ӗнтӗ чӑваш эстрадине малалла аталантараканнисем! Мӑшӑр Никитинсем те, вӗсем йӗркелесе ертсе пыракан «Янташ» ушкӑн та… Уяв программи питӗ анлӑ пулнӑран ятран пурне те аса илсе каласа хӑварма та ҫук (ан ҫиленӗр ӗнтӗ!).
Ҫапах та, шухӑша ямалли те тупӑнчӗ ҫак концертра. Пӗр ятлӑ-сумлӑ юрӑҫ ҫӗнӗ юрӑпа паллаштарчӗ.
Халӑх театрӗсен республикӑри фестивальне кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артисстем маларах зонӑри конкурссенче ӑмӑртнӑ. Унта мала тухнисем «Мухтав ахрӑмӗн» республикӑри фестивальне пухӑннӑ. Районсемпе хуласенчи 58 коллектив хутшӑннӑ конкурса.
Фестивале хутшӑнакансене сумлӑ тӳресенчен тӑракан комисси хак панӑ. Председателӗ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пулнӑ. Йыша Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Анна Кутузова тата Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Геннадий Кириллов тата Владимир Григорьев, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Алина Зайцева кӗнӗ.
Тӳресем хӑй тӗллӗн вӗреннӗ сцена ӑстисен ӗҫне 20 номинаципе хакланӑ. «Пуканесен чи лайӑх спектаклӗ» номинацире I степеньлӗ диплома Улатӑрти «Искорка» пукане театрӗ ҫӗнсе илнӗ. Чи лайӑх камите те улатӑрсемех лартнӑ. Алексей Островский пьесипе лартнӑ «Праздничный сон до обеда» спектакльпе палӑрнӑ вӗсем.
Элӗкри культура ҫуртӗнчи халӑх театрне ҫӳрекен Георгий Павлов арҫын сӑнарне чи лайӑх калӑпланипе I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |